Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӗкленет (тĕпĕ: ҫӗклен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Молотилка уласа ларнӑ тӗлте хӑмӑр тусан ҫӗкленет.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗтӗм тӗнче ҫӗкленет ылханлӑ Гитлера хирӗҫ! — янӑрать председателӗн хӑватлӑ сасси каҫхи сӗмлӗхпе витӗннӗ уй-хирте.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗнпур ҫӗрте пӗлӗт пек тусан ҫӗкленет.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫуллахи шӑрӑх кунсенче урампа тӑкӑртатса урапа кусса иртнӗ чух пӗлӗт пек тусан ҫӗкленет, ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра вара кустӑрма ҫӑрса тухайми пылчӑк пулать.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗнӗ кун килет — хӑйӗн вӑйне ӗҫчен ачасене парас хавалпа тӳпене ҫӗкленет.

Помоги переводом

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Аякра-аякра пӑс пек шупка пӗлӗт хыҫӗнчен ура янӑ хӗрлӗ хӗвел ҫӗкленет.

Помоги переводом

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

— Куратӑн-и, иккӗмӗш кран ҫӗкленет.

Помоги переводом

57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Курӑр, хӗвел епле ҫӗкленет!

Помоги переводом

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сасси ун пӗр ҫӗкленет, пӗр лӑпланать, унтан пӗтӗм зал анлӑшне сарӑлса янӑрать:

Помоги переводом

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сасӑпа ял халӑхӗ ура ҫине ҫӗкленет.

Помоги переводом

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫул канавӗ хӗрринче, вӗтлӗх айӗнче, кӑтра кӑмпа кӑнтарӑнса ҫӗкленет.

Помоги переводом

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӑчкӑ шалаллах, шалаллах путать, вулла хӗрхенмесӗр кӑшлать, тавралла тутлӑ шӑршӑ ҫӗкленет, шултра кӗрпе сапӑнать.

Помоги переводом

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Халех ҫӑла кайса шыв ӑсса кил! — тилхепе тытса ҫӗкленет ашшӗ.

Помоги переводом

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ҫил вӑйлӑ вӗрсен, тусан пӗлӗт пекех ҫӗкленет те сывлӑшра вӗҫсе ҫӳреме пуҫлать.

Целые столбы пыли поднимались и неслись при сильных порывах ветра.

Типӗ ҫеҫенхирсенче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Таҫтан ҫумӑр ҫӗкленет пулас.

Помоги переводом

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл шӑлнӑ чухне тусан кӑшт ҫеҫ ҫӗкленет.

Помоги переводом

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӗвел тин ҫӗкленет.

Помоги переводом

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мускаври аэродромран ҫӑмӑл кайӑк пек вӗҫсе ҫӗкленет самолет.

Помоги переводом

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Янкӑлч салинче ҫӗнӗ шкул ҫӗкленет.

Помоги переводом

Стройка ӗҫӗсемпе паллашнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/18/%d1%81%d1% ... 88%d0%bda/

Унта тухсан кӑмӑлӗ ҫӗкленет вӑрҫӑ ачин.

Прогуливаясь там у дитя войны поднимается настроение.

Пархатарлӑ пурнӑҫ парнелет телей // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/parxatarla-purnac ... telej.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней