Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӑварӗнче (тĕпĕ: ҫӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хура хӑрӑмлӑ кӑмака ҫӑварӗнче, инҫетри ҫӑлтӑрсем пек, хӗрлӗ хӗлхем пӗрчисем йӑлтӑртатса выляҫҫӗ, пӗрисем чӗрӗлеҫҫӗ, теприсем сӳнеҫҫӗ…

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Палламастӑн, эппин, — Хумкка ҫумне ларнӑ ҫыннӑн ҫӑварӗнче йытӑ пуҫлӑ хура чӗлӗм мӑкӑрланма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫак вӑхӑтра вӑл кӑшт йӳҫӗрех те пылак ҫӑкӑр ҫӑварӗнче пур пекех туйрӗ.

Помоги переводом

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑварӗнче — ҫӗклем.

Помоги переводом

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

«Халӗ эпӗ пурпӗр нимӗн те тӑваймӑп, кашкӑр ҫӑварӗнче пӗтмелле килсе тухрӗ пулсан. Йытӑ ҫӑварӗнчи шӑмма та илейместӗн тенӗ те», — шухӑшлатӑп хам.

Помоги переводом

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

— Ӗҫмелли пур-и сан, начальник? — тинех ҫӑварӗнче пӗртен-пӗр шӑлӗ ҫеҫ юлнипе селӗппӗн сӑмах хушрӗ вӑл.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чупса пычӗ Тимуш ун патне, пысӑкскере, йывӑрскере, ҫурӑм ҫине ҫавӑрса вырттарчӗ — пичӗ ҫинчи юр юнпа исленнӗ, ҫӑварӗнче те хӗп-хӗрлӗ юн.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Анчах ҫил ҫӑварӗнче шӑнса тӑрар мар-ха.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Аллинче — кашӑк, ҫӑварӗнче — ҫӑкӑр ҫыртӑкӗ, ҫав-ҫавах сӑмах хыҫҫӑн сӑмах тӑкать.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Атӑл ҫинчен, Сӗве ҫинчен, Сӑр шывӗнчен, Кӗтнерен, Пӑларан, Хырларан Ашапатман карчӑк килет: шурӑ ҫӳҫлӗ, сарӑ шӑллӑ, кутӗнче пӗр тӗк, ҫӑварӗнче пӗр шӑл.

Помоги переводом

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӑварӗнче унӑн тем пушаннӑ пек пулчӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗри гитара йӑтнӑ, теприн ҫӑварӗнче — пируссем иккӗ тан…

Помоги переводом

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Пурис пуҫне «симӗс кайӑк сӑмсипе таккакаланине» кӑна мар, ҫӑварӗнче те, типсе, тем тӑкӑскаланнине, ҫилӗм пек ҫыпҫӑннине туйрӗ: минкелнӗ ӑш-чикки шывшӑн анкарӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Детальсен хӗрнӗ пружинисем кӑмака ҫӑварӗнче шупкарах сарӑ тӗспе йӑлкӑшса выртаҫҫӗ.

Раскаленные пружинки деталей бело-красной паутиной светились в зеве печки.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чӳречерен Паккань пуҫӗ курӑнчӗ: унӑн пӗчӗк пичӗ типӗтнӗ пан улми пек пӗркеленсе пӗтнӗ, тӑнлавӗсем шурала пуҫланӑ, хура сухалӗ виҫӗ-тӑватӑ пӗрчӗ кӑна, ҫӑварӗнче шӑл тӗпренчӗкӗсем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ; ҫӗтӗлсе пӗтнӗ кӗпи ҫухине ярханах янӑ, ырхан мӑйӗ ҫинче тарпа хуралса пӑнтӑхнӑ хӗрес ҫакӑнса тӑрать.

Помоги переводом

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Чикан, ҫӑварӗнче татӑлса юлнӑ кашкӑр хӳрипе чыхӑнса, пӗр самантлӑха аптӑраса тӑчӗ.

Помоги переводом

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лешин ҫӑварӗнче, яланхи пекех, ача чавси тӑршшӗ чикарккӑ, аллинче — хӑйӗнчен те вӑрӑм шерте.

Помоги переводом

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫичӗ ҫуллӑх та, ҫичӗ ҫуллӑх ҫеҫ ҫӑварӗнче.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Инкӗшӗсен ҫӑварӗнче те ҫав сӑмахах.

У невесток на языке то же самое.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пуп ҫӑварӗнче ку ҫӑмах ытла та кӗтмен ҫӗртен илтӗнсе карӗ.

уж очень неожиданно прозвучали эти слова из уст попа.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней