Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫыххисене (тĕпĕ: ҫыхӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта вӑл милӗксемпе курӑк ҫыххисене чӑштӑртаттарса ҫӳрерӗ-ҫӳрерӗ те алкум урайне темтепӗр пӑрахма тытӑнчӗ: кӑшкарсем, чӳпӗк тултарнӑ хутаҫ, ҫип ҫӑмхисем, кивӗ тумтир, шӑтӑк витре, тыткӑҫсӑр питлӗх.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Кӗнеке, журнал тӗлӗшӗнчен вӑл выҫсах ҫитнӗ темелле, ҫавӑнпа та тӳрех сӗтел хушшине вырнаҫса ларчӗ, Шупашкарта пичетленсе тухакан хаҫат ҫыххисене шӗкӗлчеме тытӑнчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫыххисене хӑвах ту эппин.

Помоги переводом

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗлте ҫыххисене те вӑлах туса парӗ сана, кӗлтине те вӑлах ҫыхӗ.

Помоги переводом

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ваҫҫа шут патакӗсен ҫыххисене хулпуҫҫи урлӑ ҫакса янӑ, сак ҫине шӑкӑр-макӑр тутарса ларчӗ, Иванюк, картузне силлекелесе илсе, Ваҫҫапа юнашар вырнаҫрӗ.

Помоги переводом

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тӗмеркке курӑк ҫыххисене пуҫтарса хучӗ те тин Янтул еннелле ҫаврӑнчӗ.

Старик наконец собрал свои травы и повернулся к Яндулу.

Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӗмеркке старик мунча сулхӑнӗнче пӗлтӗрхи курӑк ҫыххисене суйласа ларать.

Старик сидел в прохладе баньки и перебирал пучки прошлогодних трав.

Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кантура аркатнӑ пӑлхавҫӑсем унти хут ҫыххисене урама йӑта-йӑта тухнӑ та чӗртсе янӑ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Мӗнех, — терӗ вӑл, — эпӗ текех сӑмах чӗнместӗп, мӗншӗн тесен сасӑран тӗллесе эсир манӑн сасӑ ҫыххисене персе сусӑрлатаятӑр.

— Право, — сказал он, — я не буду разговаривать, потому что, целясь по слуху, вы можете прострелить мне голосовые связки.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Мускава хӑварнине илтсен, Монахтин тӳсеймесӗр, хӑйӗн суранӗсен ҫыххисене туртса татнӑ та вилсе кайнӑ.

Монахтин, узнав о падении Москвы, в гневе сорвал повязки со своих ран и умер.

IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Вара ҫыххисене салтнӑ та, япаласене хӑйсен вырӑнӗсене хурса тухнӑ.

Тогда развязали узлы, разложили вещи по местам.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Тепӗр йышши шӳлкеме ҫыххисене тӗрӗсӗр тӗртеҫҫӗ, вӗсенче урлӑ йӑрӑмсен тӗнчи, тӗссем пӗр вӑйланса, тӗксӗмленсе ҫитеҫҫӗ те, сывлӑшне сывласа кӑларнӑ пек, майӗпен шупкаланаҫҫӗ.

Концы пояса к шюльгеме оформлены парами кисточек с бусами золотого цвета и бисером, бывали пояса к шюльгеме, вытканные тоже на основе тонких ниток фабричного изготовления, красота их в том, что на поясах играли красная и зеленая гаммы.

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Ҫапла каларӗ те кинемей, ҫыххисене йӑтса, хӑй подъезчӗ енне чупсах кайрӗ.

Сказав это, тётенька подхватила свои покупки и быстро, бегом к подъезду.

Улттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Пӗр тапхӑр эпир виҫсӗмӗрех ӗҫлерӗмӗр, унтан пирӗн пата пӗр ватӑ кинемей ҫывхарчӗ, ҫӑмӑрла сӗт, аш-какай тултарнӑ ҫыххисене ҫӗр ҫине хучӗ те савӑнса каларӗ:

В общем, мы еще некоторое время работали втроем, а потом к нам подошла пожилая тетенька, поставила на землю кошелки с продуктами и обрадовалась:

Улттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Тӗрлӗ тӗслӗ хунарсем банан ҫыххисене, чӑпар кавирсене, ҫӗр мамӑк тӗркисене, чайханари ҫап-ҫутӑ та пысӑк сӑмаварсене, крахмалпа шуратнӑ автан кикирикӗ пеккипе чӗнтӗрленӗ тюрбанлӑ сӑпай та мӑнтӑр купцасене, вӗсен лавккисенчи йӑлтӑркка ҫитсӑсене ҫутатаҫҫӗ.

Цветные фонарики освещали лотки со связками 'бананов, пестрые ковры, тюки с хлопком, блестящие громадные самовары в чайханах, потоки ярких материй в лавках, где восседали толстые купцы в тюрбанах, которые кокетливо увенчивались застывшими в воздухе белыми накрахмаленными гребешками.

Ҫӗрле Лахор хулине пырса кӗни // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Вара темиҫе минутранах татӑлса кайнӑ сулӑ ҫыххисене тепӗр хут ҫыхса хурса сыпӑнтарчӗҫ.

И спустя несколько минут разорвавшиеся плоты были вновь связаны.

Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Иван Кузьмичпа шофер пур енчен те машина ҫине сирпӗнекен хулӑ ҫыххисене майласа хума та ӗлкӗреймеҫҫӗ.

Иван Кузьмич и шофер еле успевают укладывать сыплющиеся со всех сторон связки.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Унта автомашина пырса тӑнӑ та ӗнтӗ, Иван Кузьмичпа шофер хулӑ ҫыххисене машина ҫине тиеҫҫӗ.

Там уже стоит полуторка, Иван Кузьмич и шофер грузят связки в кузов.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Шалта вӗсем сӗтел ҫине шӑлса тирпейлерӗҫ, ҫунса пӗтеймен ҫуртана хӑй вырӑнне, маччаран ҫакӑнса тӑракан йывӑҫ кушиле, хучӗҫ, кӑшт-кашт япалисене чикнӗ ҫыххисене йӑтса, кунти тарават хӗртсурта тав туса хӑварса, пӳртрен тухрӗҫ.

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑл, пылчӑк ҫинче йӑваланса ан выртчӑр тесе, хӑйӗн ҫыххисене темле шӑтӑка илсе хучӗ те, вӗсем патне тӑчӗ, яланхи пекех чӑтӑмлӑн, ашшӗ килессе кӗтме пуҫларӗ.

Она сложила свои узелки в какой-то нише, чтобы они не валялись в грязи и, став возле них, покорно, как всегда, принялась ждать отца.

II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней