Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫырӑвне (тĕпĕ: ҫыру) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашкинчен Моляков: «Мана Ира тахҫанах маннӑ-тӑр, унӑн юлашки ҫырӑвне эп хуравламанччӗ те пулас, ҫавӑншӑн вӑл ӗмӗрлӗх тарӑхма та пултарнӑ — халь вара ӑна кӗтсе тӑратӑп. Лариса лӗпӗртетнине итлемелле-и ман? Тӑм писмен ҫав эп», — тесе шухӑшласа илчӗ те чӑматанне ҫӗклесе алӑк еннелле уттарчӗ.

Помоги переводом

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

«Ялав» журналӑн 19б1 ҫулхи 12-мӗш номерӗнче чӑвашсен вӑхӑтсӑрах ҫӗре кӗнӗ паллӑ писателӗн, критикӗн, редакторӗн, комсомол работникӗн ултӑ ҫырӑвне пичетлесе кӑларнӑ.

Помоги переводом

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Унӑн Тав ҫырӑвне Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Юрий Митюков ҫитерсе пачӗ.

Помоги переводом

Пурте пӗрле ҫӗнтерӗве ҫывхартатпӑр // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d0%bf%d1%8 ... %91%d1%80/

— Ҫӑнӑх пурри пур та, Варуҫсӑр пама пултараймастӑп, — терӗ Туння аппа, ман аппа ҫырӑвне вуласан.

Помоги переводом

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ ӑна аппа ҫырӑвне патӑм.

Помоги переводом

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Людмила Магаев «ҫырӑвне» икӗ хут вуласа тухрӗ, тӗлӗннипе ирхи сывлӑмпа ҫӑвӑннӑ, пиҫсе ҫитнӗ слива пек хӑмӑр куҫӗсем, ҫап-ҫавракаланса хытса, иленкӗсӗрленсе, шултра шӑрҫанах ҫаврӑнчӗҫ, тейӗн, тимлӗхе путнӑ ҫуткам сӑн-питне хура кӗр тӗксӗмӗ хупласа хучӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Раҫҫей Президенчӗн В.Путинӑн 2023 ҫулта РФ Федераци Пухӑвне янӑ Ҫырӑвне, ЧР Министрсен Кабинечӗн 2022 ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетекен кӑтартусене, сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче тӗл пулакан чӑрмавсемпе тӗллевсене тишкересси тӗп ыйтусен шутӗнче пулчӗ.

Помоги переводом

Ҫамрӑксем яла юлччӑр тесен… // Елена Петрова. http://елчекен.рф/2023/03/17/c%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Йӑлӑмри кӗрхи самаях чалланнӑ, сарра кайнӑ шӑкӑр хутӑш вӑрман «ҫырӑвне вула-вула», вӑхӑтне кура чал тивнӗ, чӗрӗлӗхӗ хавшанӑ упасаррине, аслати, ие, кӑчӑр, супӑнь, пыл, тикӗт, чапӑр, кӑвак, вӑрман кӗпҫи, ытти вуншар та ҫӗршер хӑрӑннӑ курӑк-марӑка вӑшӑлтаттаркаласа сиркелесе, ҫумӑрпа шӳсе йывӑрланнӑ, тӗллӗн-тӗллӗн кӑвасак шӑршиллӗ кӗрхи ҫулҫӑсемпе чӑштӑртаткаласа, патӑрка патак-шатак таврашне шӑт та шат, ҫӑт та ҫат, парт-парт хуҫкаласа, ҫурӑмӗ ҫинчи тӑктӑках кӑмпа тултарнӑ рюкзакне малалла чикӗнсе, кутекленсе, питӗрленсе йӑтса, Шупашкарпа «Ҫурҫӗр» поселока ҫыхӑнтаракан асфальт-бетон сарнӑ мӑн ҫул еннелле пӗр йӑпшакрах, ҫӑтӑ пӳ-силлӗ арҫын каптӑртаттарса утать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫавӑн пекех трансляци вӑхӑтӗнчех Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклама тата харпӑр хӑйӗн шухӑшне пӗлтерме те май туса панӑ.

Помоги переводом

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

Сире чӗререн тав туса, сирӗн ал ҫырӑвне тавӑрса паратӑп…

Помоги переводом

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Унтан вӗсем Коля ҫинчен калаҫрӗҫ, ун ҫырӑвне вуларӗҫ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хӗрӗ сывах пурӑннине, тӑшманпа ҫапӑҫнине пӗлсен, Марья Ивановна темиҫе кун хушши тӗлӗкри пек ҫӳрерӗ, Лисук ҫырӑвне кашни палла тӑрана, госпитальри кашни салтака вулаттарма тӑрӑшрӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пирӗн чаҫрен мана пӗлекен офицерсем кӑштах юлнӑ-мӗн, ҫавсем арӑм ҫырӑвне ярса пачӗҫ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Анчах эсир ҫырӑвне те сахал ҫыратӑр, килсе курма та васкамастӑр…

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Рита хура куҫ харшисене пӗрсе ларчӗ, унтан вӑл ҫирӗп сасӑпа Зоя амӑшӗн «Ман хӗрӗмшӗн тавӑрӑр!» ятлӑ ҫырӑвне вуласа пачӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫавӑнтах амӑшӗн ҫырӑвне аса илчӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Мӗнех вара, куҫарса парӑр! — хушрӗ те Анук ҫырӑвне вулама тытӑнчӗ…»

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Вова, хӗре хӑй патне пыма паллӑ парса, хуллен кӑчӑк туртрӗ, шӑппӑн темскер каларӗ те, тетӗшӗн ҫырӑвне тыттарса, каялла тухрӗ.

Помоги переводом

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эп сана аппа ҫырӑвне кӑтартмарӑм пулас-ха, — кӑкӑр умӗнчи шалти кӗсйине хыпашларӗ вӑл.

Помоги переводом

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тахҫан ыран е тепӗр кун мар, халь кӑтартмаллаччӗ Сююнбике ҫырӑвне».

Помоги переводом

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней