Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫыртса (тĕпĕ: ҫырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тилли юррисенчен тата ҫакӑ курӑнать: Тилли ҫамрӑк чухне шӑлӗпе тулли пӑтавкка ҫыртса йӑтнӑ, ҫӗнӗ сӳс тӑлла ҫыртса татнӑ; унӑн куҫӗ-пуҫӗ тӗлӗнмелле пулнӑ, лашине виҫ ҫухрӑмран палланӑ, тинкерсессӗн — йывӑҫа хӑртнӑ, кӑнтӑрла ҫӑлтӑр курнӑ (ку тӗлӗшпе вӑл чӑнахах та «хурчӑкапа тан» пулнӑ).

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тутине ҫилӗллӗн ҫыртса лартрӗ.

Помоги переводом

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Малалла мӗн пуласса шӑла ҫыртса кӗтсе тӑрать.

Помоги переводом

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Шӑла ҫыртса, чӑтмалла ҫав, ним тума та ҫук.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗпритун яла ахалех килмен! — тесе, шӑлне ҫыртса, ҫӗр чавать Ҫимун, ӗмӗрех лумпа, кӗреҫепе ӗҫлесе пурӑннӑ, тейӗн.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫунса тухас пек йӑлтӑртатакан куҫӗсене тавӑрса пӑрахрӗ кашкӑр, Петрукӑн юман тураттине ҫыртса татас пек кӑшлама пикенчӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах тӳсрӗ Ҫимун, шӑлне ҫыртса тӳсрӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрарӑмсене вӑхӑтсӑрах кулянтарас мар тесе, чӗре ыратнине никама та систермест-ха Хумкка, шӑлне ҫыртса тӳсет.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юхин, Михха шӑлне ҫыртса тӑнипе, вӑл палламан ҫынпа калаҫасшӑн мар пек ӑнланса, сӑмаха хутшӑнчӗ.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун чухне эпӗ пур инкеке те шӑла ҫыртса тӳссе ирттерӗп.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑй-хӑвачӗ ҫитес пулсан халь сиксе тӑрӗччӗ те ярса тытӗччӗ, шӑлӗпе ҫыртса ҫурӗччӗ, куҫне чавса кӑларӗччӗ.

Помоги переводом

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мучи, шӑлӗсем ӳксе пӗтнӗрен, шӑл тунипе ҫыртса илнӗ ҫӗр улмие тата куркана янӑ хӑяр шывӗпе ислетнӗ пашалӑва ҫӑварта чылайччен ҫавӑрать…

Помоги переводом

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ҫынсене ҫыртса амантнӑ тӗслӗх те пулнӑ теҫҫӗ.

Помоги переводом

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Шӑлӗсем хушшинчен ҫыртса лартнӑ чӗлхе вӗҫӗ курӑнать.

Помоги переводом

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Шӑла ҫыртса ӗҫе тытӑнчӗ Раман тепӗр кунне.

Помоги переводом

31 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Шӑлне ҫыртса, айккинелле пӑрӑнчӗ те сулахай хулӗнчен шприцпа укол турӗ.

Помоги переводом

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Акӑ пӑши чӗлхине ҫыртса лартрӗ те пӗтӗм кӗлеткипе чӗтресе, туртӑнса илчӗ, вӑрӑм урисене тӑсса ячӗ, пуҫне каҫӑртса, мӑйракипе кӗрте тӑрӑнчӗ.

Помоги переводом

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тамара аллинчи хут таткине ҫурмаран чӗрсе шыва пӑрахрӗ те: — Пӗтрӗ, — терӗ тути хӗррине ҫыртса.

Помоги переводом

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗрӗ Лиля кӑкӑрне ҫыртса илнӗ иккен, кӳреннӗ сасӑпа вӑрӑммӑн кӑшкӑрса янӑ.

Помоги переводом

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Темшӗн тутасем пӗҫерсе ыратрӗҫ, вӗсен хушшинчен ҫӑвара тӑварлӑ тутӑ юхса кӗчӗ, тӳсеймесӗр тутине ҫыртса татнӑ иккен.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней