Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫырта (тĕпĕ: ҫырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак шухӑшсемпе хумханса утрӗ Эльгеев Атӑл хӗррипе, чӑнкӑ ҫырта вырнаҫнӑ ача ҫуратмалли уйрӑмӑн икӗ хутлӑ йывӑҫ ҫуртӗнчен иртсен, хӳме урлӑ больница килкартийӗ курӑнса кайрӗ, хурамапа тирек йывӑҫҫисем айӗнче тӳр кӗтеслӗ тӑрӑхла ҫурт палӑрчӗ.

Помоги переводом

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Унта, тарӑн та тӗпсӗр ҫырта, уйсем, ҫарансем ешереҫҫӗ, авкаланчӑк юханшывсем кӗмӗл тӗспе йӑлтӑртатаҫҫӗ, ялсем тетте ҫурт ушкӑнӗсем пек курӑнаҫҫӗ, ҫав ҫуртсем патӗнче пӗчӗкҫӗ ҫынсем мӗшӗлтетеҫҫӗ.

Там, на дне глубокой пропасти, зеленеют поля, луга, серебрятся извилины речек, а селения кажутся кучкой игрушечных домиков, возле которых копошатся крошечные люди.

2. Ӗмӗрхи юрсен тӗнчинче // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Манпа ҫапӑҫатӑн пулсан, кил ҫапӑҫар! — тенӗ те, нӑйлатса пырса, хай арӑслана ҫара питҫӑмартипе сӑмсинчен ҫырта пуҫланӑ.

Хочешь, выходи на войну!» — и комар затрубил и стал кусать льва в голые щеки и в нос.

Вӑрӑмтунапа арӑслан // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Кашкӑр ҫурисем ун хыҫҫӑн чупрӗҫ, ку ҫурӑмӗ ҫине явӑнса кайнӑ та урисене тӑраткаласа выртать, вӗсем виҫҫӗн ӑна ярса илчӗҫ, савӑннипе ҫухӑрашса ӑна ҫырта пуҫларӗҫ, анчах ыратмалла мар, шӳтле ҫеҫ.

Волчата погнались за ним, он упал на спину и задрал вверх ноги, а они втроем напали на него и, визжа от восторга, стали кусать его, но не больно, а в шутку.

Хушка ҫамка // Мирун Еник. Антон Чехов. Хушка ҫамка: калав. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 16 с.

Апла кашниех ҫырта пуҫласан, тӗнчере пурӑнас та мар.

Ежели каждый будет кусаться, то лучше и не жить на свете…

Хамелеон // Федор Меценатов. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 89–94 стр.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней