Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑш-пӗр чухне ҫавӑн пек фильмсем пач палламан ҫынсенех пӗр-пӗринпе ҫывӑхлатса ютшӑнми тӑваҫҫӗ.
1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Чип-чипер ӑстӑнлӑ ҫынсен чӗринех хура ҫӗлен евӗр авкаланса, хирӗнсе кӗрсе каять вӗт, эсрел мӑйраки, пӗр ҫулӑхсан, йӗркеллӗ ҫынсенех пӑтратса яма, тем кӑтартма пултарать.
Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.
(Ӗҫми-ҫимисем урӑх ҫӗртен килнӗ пулас, кил хуҫисем, карчӑкпа старик, ҫынсенех апат лартас ҫук.)
Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— Слакпуҫӗнче эпӗ паллакан ҫынсенех — Советра ӗҫлекенскерсене хӗнесе вӗлернӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Иккӗшӗ те арпашсах кайрӗҫ, кӑшкӑрашаҫҫӗ, тӗрӗслӗхне ҫирӗплетме пӗр ҫынсенех асӑнаҫҫӗ; хурлавҫӑ та, хӳтӗлевҫӗ те Гез патӗнче тӗрлӗ вӑхӑтра ӗҫленисенчен нумайӑшне пӗлеҫҫӗ иккен.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Анчах, пӗр партизан та тытайман пирки тарӑхса, нимӗн айӑпсӑр ҫынсенех ҫака-ҫака вӗлерме пуҫланӑ.
«Усачсемпе» тӗлпулни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Пӗтӗмпе илсе каласассӑн — пурӑнӑҫра хурланмалли питех те нумай, акӑ хӳме хыҫӗнче тӑракан ҫынсенех илер, вӗсем эпӗ масар ҫинче пӗччен хӑранине пит лайӑх пӗлеҫҫӗ вӗт-ха, ҫапах та мана тата хытӑрах хӑратасшӑн.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫарсене хӗҫпӑшалсӑр-менсӗр ҫынсенех, ырӑ кӑмӑлпа пыракан этемсенех пеме приказ параҫҫӗ.
Влаҫ — советсене // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
— Ку ҫӗршывра йӑлтах тӳнтерле пулса пырать, — тенӗ каллех улпут майри, — пирӗн ун пек йӗкӗтсене тӗрмене хупаҫҫӗ, кунта тунката ҫинче ҫакӑнса тӑмалли ҫынсенех хула пуҫлӑхӗ пулма суйлаҫҫӗ, лешсем вара ним айӑпсӑр ҫынсенех налог тӳлеттерме тытӑнаҫҫӗ.
XV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Унӑн пуҫне пӗр шухӑш ыраттарать: тен Мюльредине сутӑнчӑксен пульли вӗлернӗ пулӗ, вӑл аманнӑ та пулӑшу парассине кӗтет пулӗ; вӑл ҫынсемшӗн хӑйӗн пурӑнӑҫне хӗрхенмесӗр кайрӗ, тен халӗ ҫав ҫынсенех пулӑшма чӗнсе пурӑнӑҫне пӗтерет пулӗ?
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пирӗн ҫулҫӳревҫӗсене ҫавӑн чухлӗ йывӑр нушасем кӑтартнӑ ҫанталӑк вӑйӗсем халӗ, ҫав ҫынсенех ырӑ тӑвас тесе, мӗнпур вӑйӗсене пӗр ҫӗре чӑмӑртанӑ темелле.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Анчах мӗншӗн-ха эсир ыттисене те, ҫав питлекен ҫынсенех тейӗпӗр, кӑшлатӑр.Но за что же вы других-то, хоть бы тех же обличителей, честите?
X // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Мӗншӗн хамӑр станицӑри ҫынсенех хурлас-ха?
VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Салтаксем хӑйсем тӗллӗн позицисене пӑраха-пӑраха каяҫҫӗ, ахаль ҫынсенех ҫаратаҫҫӗ, вӗлереҫҫӗ, офицерсене вӗлереҫҫӗ, вӑрҫӑра вилнисемпе аманнисен япалисене тустарса ҫӳреҫҫӗ…Солдаты самовольно уходят с позиций, грабят и убивают жителей, убивают офицеров, мародерствуют…
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Эсир, тӗттӗм ҫынсем, вӗсен интересӗсемшӗн кӗрешсе, пуҫӑрсене вилӗм ҫӑварне чикетӗр, хӑвӑр пек таса чунпа ӗҫлесе пурӑнакан ҫынсенех вӗлере-вӗлере пӗтеретӗр.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Енчен ҫав ҫынсем вилӗмсӗр пулас пулсан, хӑйсен тӗллевне пиншер ҫул иртнӗ хыҫҫӑн пурнӑҫланӑ пулӗччӗҫ (сӑмах майӗн каласан, хӑйсен йӑнӑшӗсене тӳрлетсе пур енчен те кӑлтӑксӑр пулма ҫӗнӗ ӑрурисене мар, ҫак ҫынсенех, пӗрре йӑнӑш тунисене, ҫӑмӑлрах), анчах ун пек пулсан, мӗне кирлӗ вӗсем?
XI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
«Эппин, — ыйтрӗ вӑл хӑйӗнчен хай, — тӑнӑҫ вӑхӑтра пӗр чӗптӗм усӑ паман, ют ҫӑкӑра та ют аша ҫиекен, ют тума тӑхӑнакан, ют ҫуртсенче пурӑнакан, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хӑй пек ҫынсенех пач ним шутласа тӑмасӑр вӗлерме те чӑлахлатма каякан ҫав уйрӑм йӑх-сий мӗнле майпа пурӑнма пултараять-ха?»
XVII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пӑлхарсем сӑрт-ту ҫамкине кӑна перетчӗҫ-ха, тӗрӗксем вара чӗрӗ ҫынсенех пере-пере пӑрахрӗҫ; пӑлхар хӗрӗ-хӗрарӑмӗ саккуна хирӗҫ юрланӑшӑн тӗрӗксем вӗсене мӑшкӑл кӑтартма тытӑнчӗҫ, шӑллӗсемпе пиччӗшӗсене пӗр хӗрхенмесӗр пере-пере вӗлерчӗҫ.
XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Шырланпуҫра партие ҫӗнӗ членсем илме, ҫитменнине тата ҫав хуторти ҫынсенех илме, партин уҫӑ пухӑвне пирвайхи хут ирттереҫҫӗ, ҫавӑнпа ултӑ сехет тӗлне, ачасемпе вырӑнпа выртакан чирлӗ ҫынсемсӗр пуҫне, пӗтӗм Шырланпуҫ е шкула, е ун тавра пухӑнчӗ.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӗсем ал айне лекнӗ айӑпсӑр ҫынсенех ярса илнӗ те, халӑха хӑратмашкӑн тесе, вӗсене правлени ҫурчӗ умӗнче персе вӗлернӗ.Они схватили и расстреляли для острастки перед зданием правления подвернувшихся им под руку людей.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1
- 2