Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эх, мӗн тери ырӑ та ҫепӗҫ иккен савнӑ ҫыннун ӑшшипе ӑшӑнма, хӑвӑн телейпе ирӗлекен чӗрӳне тӑнлама.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
15. Сана, ҫывӑх ҫыннун намӑсне курасшӑн ӑна хӑвӑн ҫиллӳпе хутӑштарнӑ эрех паракана, ӑна ҫапла ӳсӗртекене, хуйхӑ ҫитӗ!
Авв 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тусна юрат, унпа тӳрӗ пурӑн; 18. пӗрре ун шанчӑкӗнчен тухсассӑн, текех ун хыҫҫӑн ан ҫӳре: 19. этем хӑйӗн тӑшманне вӗлернӗ пек, эсӗ ҫавнашкал ҫывӑх ҫыннун туслӑхне вӗлернӗ; 20. аллунти кайӑка вӗҫтерсе янӑ пек, эсӗ тусна ҫапла вӗҫертрӗн — ӗнтӗ тытаймӑн ӑна; 21. ан та хӑвала: аякка кайрӗ вӑл, танатаран вӗҫерӗннӗ ту качаки пекех вӑркӑнчӗ.
Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ывӑлӑм, эсӗ ҫапла ту: хӑтар хӑвна — эсӗ ҫывӑх ҫыннун аллине ҫакланнӑ: кай, ури умне ӳксе тархасла ӑна; 4. куҫна хупма памасӑр, куҫ хупанкине тӗлӗрме памасӑр тӑрӑш; 5. ту качаки алӑран вӗҫерӗнсе тарнӑ пек, вӗҫен кайӑк кайӑкҫӑ аллинчен ҫӑлӑннӑ пек хӑтӑл.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫывӑх ҫыннун тырӑ пуссине пырсассӑн, пучахӗсене алӑ вӗҫҫӗн тат, анчах тырри хушшине ҫурла ан чик.
Аст 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫывӑх ҫыннун иҫӗм пахчине кӗрсессӗн, ҫырлине кӑмӑлу туличченех, тӑраничченех ҫиме пултаратӑн, анчах савӑтна ан тултар.
Аст 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫывӑх ҫыннун хир чиккине ан пӑс, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру еткерлӗхе паракан ҫӗрӳнте сана тивӗҫес пайпа унӑн пайне мӑн аслаҫусемех чикӗленӗ.
Аст 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫывӑх ҫыннун арӑмне ан ӑмсан, ҫывӑх ҫыннун кил-ҫуртне ан хапсӑн, унӑн уй-хирне те, унӑн арҫын чурине те, хӗрарӑм чурине те, унӑн вӑкӑрне те, ашакне те, [нимӗнле выльӑх-чӗрлӗхне те,] ҫывӑх ҫыннун мӗн пуррине нимӗне те ан хапсӑн, терӗ.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Хӑвӑн халӑху хушшинче сӑмах сарса ҫӳрекен ан пул, ҫывӑх ҫыннун пурӑнӑҫне пӗтерме ан ҫӗклен.16. Не ходи переносчиком в народе твоем и не восставай на жизнь ближнего твоего.
Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Чухӑн ҫыннун тавӑҫне йӑнӑш татса ан пар.
Тух 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫывӑх ҫыннун кил-ҫуртне ан хапсӑн; ҫывӑх ҫыннун арӑмне ан ӑмсан, [унӑн уйне-хирне те,] унӑн арҫын чурине те, хӗрарӑм чурине те, вӑкӑрне те, ашакне те, [унӑн кирек хӑш выльӑхне те,] ҫывӑх ҫыннун мӗн пуррине нимӗнне те ан хапсӑн, тенӗ.
Тух 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1