Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫылӑхлӑскер (тĕпĕ: ҫылӑхлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ те вӗҫӗмех ҫылӑхлӑскер, темӗн тӗрлӗ пурнӑҫ та курнӑ ҫын, нумай япаласем ҫинчен малтанхи хут унтан пӗлтӗм.

Даже я, закоренелый грешник, всю жизнь утопавший в пороках, многое узнал от него только впервые.

Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.

Пӗр эпӗ ҫылӑхлӑскер ҫеҫ мар… ҫӑпаталлӑ ытти хресченсем те тӗнче тӑрӑх нумайӑн тӗрӗслӗх шыраса ҫӳреҫҫӗ… ҫапла ӗнтӗ!..

И не один я, грешный… много других хрестьян в лаптях ходят, по миру бродят, правды ищут… да!..

Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.

 — Ҫапла ӗнтӗ, ҫав илемлӗ качака путекки утса пырать, аллине салтак пек сулкалать, эпӗ, ҫылӑхлӑскер: мӗнле унпа алла-аллӑн тытӑнса кӑштах та пулин утса пӑхас-ши, тесе шутлатӑп.

— Стало быть, идет эта размилая козочка, ручкой помахивает, как солдатик, а я, грешник, думаю: как бы мне с ней хучь самую малость под ручку пройтиться?

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ, ҫылӑхлӑскер, станицӑна командировка каймалла пулсан, хамӑн карчӑкӑнне вунӑ е унта мӗн чухлӗ май килет, ҫавӑн чухлӗ ҫӑмарта ҫаклататӑп, вара, станицӑна ҫитсен, тӳрех пасара вӗҫтеретӗп.

Я, грешник, как в станицу мне командироваться, потихоньку у своей старухи яичков стяну десяток или сколько удастся и, прибывши в станицу, сразу же на базар.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫавӑн чухнех-ха эпӗ, ҫылӑхлӑскер: «Халех акӑ Макар вырӑнтан тапса сикет!» — тесе шухӑшласа илтӗм.

Я ишо тогда, грешник, подумал: «Зараз Макар вдарится бечь!»

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ пур, ҫылӑхлӑскер, килӗшмӗн тесе шикленсе тӑраттӑмччӗ…

А я-то, грешница, боялась, думала — откажешься…

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӑна вара Том чӑтса ирттереймерӗ, вӑл аранах килне ҫитрӗ те вырӑн ҫине тӑсӑлса ӳкрӗ: пӗтӗм хулипе пӗр вӑл ҫеҫ ҫылӑхлӑскер, ӗмӗр-ӗмӗр тамӑкра асапланма тивет ӗнтӗ ун.

Совсем упав духом, поплелся домой и слег в постель, думая, что он один во всем городе обречен на вечную гибель.

22-мӗш сыпӑк. Гек Финн Библи вӗренет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эпӗ, ҫылӑхлӑскер, ӑна ачаш усратӑп, ҫавӑншӑн пире иксӗмӗре те лекет-ха.

Ничего хорошего из этого не выйдет, грех один.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

37. Ҫав хулари пӗр хӗрарӑм, ҫылӑхлӑскер, Иисус фарисей ҫуртӗнче апатланнине пӗлнӗ те Ун патне алавастӑр савӑтпа мирӑ илсе пынӑ; 38. вӑл, хыҫалтан пырса, Иисус ури умне чӗркуҫленсе ларнӑ та йӗре-йӗре Унӑн урисене куҫҫулӗпе йӗпетсе, ҫӳҫӗпе шӑла-шӑла илнӗ, Унӑн урисене чуптуса мирӑ сӗрнӗ.

37. И вот, женщина того города, которая была грешница, узнав, что Он возлежит в доме фарисея, принесла алавастровый сосуд с миром 38. и, став позади у ног Его и плача, начала обливать ноги Его слезами и отирать волосами головы своей, и целовала ноги Его, и мазала миром.

Лк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней