Поиск
Шырав ĕçĕ:
Каҫченех пӗр хускалмасӑр ҫывӑрчӗҫ вӗсем, тӑван килти пек темле-темле ырӑ тӗлӗксем курчӗҫ, анчах вӑранса тӑрса ларсан, каллех чунӗсем ыратса кайрӗҫ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Васса тухса кайсан, ун ачисем, мӑштӑк-мӑштӑк туса, чылайччен лӑпкӑн ҫывӑрчӗҫ, урӑх пӗр сас-чӗвӗ те кӑлармарӗҫ.
XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Амӑшӗ юрланӑ вӑхӑтра хӗрачасем хӑйсем сисмесӗрех тӗлӗрсе кайрӗҫ те ирчченех ҫывӑрчӗҫ.Пока мама пела, девочки незаметно для себя уснули и проспали до утра.
Ҫӗнӗ ҫул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/587
Пӑсӑлнӑ кӑмӑлпах выртса ҫывӑрчӗҫ вӗсем, яланхи пек пӗр вырӑн ҫине те мар, уйрӑмшарӑн.
Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.
Ун пек те лайӑх ҫывӑрчӗҫ тӗкӗрҫӗсем, кӑнтӑрла тӗлӗнче Алттыш пырса вӑратиччен ыйха тӑсрӗҫ.
10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пӗррехинче вӑрманта ҫӗр пӳртре утӑ сарса ҫывӑрчӗҫ вӗсем, тепринче Ятламас юлташӗсене арӑмӗн, Велимен, тӑванӗсем патне илсе кӗчӗ.
6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Пирӗн патра иртнӗ ҫӗр икӗ стражник кӗрсе ҫывӑрчӗҫ.
Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пӑлтӑрти ачасем те ҫывӑрчӗҫ курӑнать, унтан халь нимле сас-чӗв те илтӗнмест.
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫак ирхине пурте яланхинчен нумайрах ҫывӑрчӗҫ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ӗҫ самаях йывӑр, ҫавӑнпа та Галеран, Ботредж, Тергенс кунӗпех ҫывӑрчӗҫ; пачах канман Стомадор лавккинче мӗлке пек ҫӳрет, утнӑ ҫӗртех тӗлӗрет, тавар илекенсем кӑна кӑмӑллӑ: лавккаҫӑ кашни тавара сутмассеренех хӑйне хӑй улталать.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн пӳртре юлнисем татах какӑриччен ҫирӗҫ, ӗҫрӗҫ те, халран кайнӑскерсем, ҫӗрлене хурал тӑратмасӑрах выртса ҫывӑрчӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫывӑрма та пӗрлех ҫывӑрчӗҫ вӗсем ҫав каҫ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Митяйпа Ленька пӗренесем йӑтрӗҫ, ҫемленкке тума пулӑшрӗҫ Василий пиччепе юнашар пӗр путмар ҫинче ҫывӑрчӗҫ.
XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӗсем кӑнтӑрла юриех такама тарӑхтарма хӑтланнӑ пек кукӑр-макӑрланса пӗтнӗ Полисти шывӗ хӗррипе пычӗҫ, каҫ выртма вара ялсене кӗчӗҫ, ӑшӑ ҫӗрте ҫывӑрчӗҫ.Шли днем вдоль капризно петлявшей реки Полисти, а на ночлег располагались в деревнях; спали в тепле.
XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Малтанхи вӑхӑтра вӗсем кӑнтӑрла ҫул ҫинче пулчӗҫ, каҫхине ҫывӑрчӗҫ.
XVII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫак каҫхине вӗсем ҫуртра юлашки хут ҫывӑрчӗҫ.
XVII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӗсем хӗвел анса ҫитичченех ҫывӑрчӗҫ, хӗвел анса пӑртак тӗттӗмленсен, урапасем сӗрме тытӑнчӗҫ.Спали до самого заходу солнечного; а как зашло солнце и немного стемнело, стали мазать телеги.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Апат хыҫҫӑн ҫула тухса каякансем пурте канма выртрӗҫ, вара, тен ҫакӑн пек ирӗкре юлашки хут ҫывӑрса юлатпӑр пулӗ тесе, чылайччен тутлӑн ҫывӑрчӗҫ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Саккӑрмӗш кунхине хӑнасене вӑратма килмерӗҫ те — вӗсем каҫченех ҫывӑрчӗҫ.На восьмой день гостей не пришли будить и они спали до вечера.
Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вӗсемпе пӗрле чул касакан грексем, ҫӗр чавакан туроксем, куннӗн ӗҫлесе пурӑнакан темиҫе вырӑс рабочи, кусемсӗр пуҫне тата Российӑн кӑнтӑр енче нумай тӗл пулакан темскерле ҫапкаланчӑксем темиҫен ҫывӑрчӗҫ.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
- 1
- 2