Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пире сивӗ куҫӗпе ҫисе: — Малтан ман пек утмӑл ҫула ҫывхарӑр — вара шӑл йӗрӗр! — терӗ те япалисене чӑматанне пуҫтарса чиксе алӑк патнелле таплаттарчӗ.
Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.
Дэзи, ан ҫывхарӑр ман патӑма.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.
— Ан та ҫывхарӑр, Василий Георгиевич! — тенӗ Коля ӑна хирӗҫ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Ҫывхарӑр ҫеҫ!
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
— Ан ҫывхарӑр, варалатӑр… —
Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Черкке шаккас тетӗр пулсан, сӗтел урлӑ ан кармашӑр, вырӑн пулсан, тӑрӑр та (юнашар ларакан хӗр-арӑмран каҫару ыйтса) ҫав ҫын патне ҫывхарӑр.
Ӗҫмеллисем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ман пата ан та ҫывхарӑр эсир!
1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Тархасшӑн кунталла ан ҫывхарӑр.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Ман пата ан ҫывхарӑр: манӑн чир ерекен йышши вӗт.
XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Ан ҫывхарӑр, вӗлеретӗп! — чӑтаймасӑр кӑшкӑрса ярать те Сергей, вӑранса каять.— Не подходите, убью! — взрывается в крике Сергей и просыпается.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ырӑ ҫынсем, сӗтел патне ҫывхарӑр, эпир сирӗн ятӑр-хушаматӑрсене ҫырса илӗпӗр.Подходите, добрые люди, к столу, запишем мы вас по имени и отчеству.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Мана алӑк патне ирттерӗр, хӑвӑр чышкӑрсемпе, пушалстӑ ман пит патне ан ҫывхарӑр!Пропустите меня к выходу и не тянитесь, пожалуйста, к моей морде с вашими кулаками!
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Ан ҫывхарӑр, ачсемӗр!
35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ан ҫывхарӑр! — хӑраса, сехӗрленсе ӳкнӗ пекех каларӗ Ольга, хӑйпе ун хушшине икӗ аллипе зонтикне тӑсса, унтан, хытса кайса, пӗр сывламасӑр, хаяррӑн пахса, юпа пекех хытса кайса, хӑяккӑн чарӑнса тӑчӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ан ҫывхарӑр, ан ҫывхарӑр; эпӗ сире алӑ памастӑп: эсир сивӗрен кӗтӗр!
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ман патӑма ан ҫывхарӑр, ан ҫывхарӑр: эсир сивӗрен кӗнӗ! — терӗ Обломов.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ан ҫывхарӑр, ан ҫывхарӑр: эсир сивӗ ҫӗртен кӗтӗр! — асӑрхаттарчӗ лешӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1