Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫухатнӑ (тĕпĕ: ҫухат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каярахри ҫи-пуҫра тӗрӗ-эреш питех уҫӑмлӑ курӑнман, вӑл хӑйӗн малтанхи пӗлтерӗшне пӗтӗмпе тенӗ пекех ҫухатнӑ, чылай чухне хӑмачпа пӗрлешсех кайнӑ.

Помоги переводом

Ӑремпур чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Фок-мачта ҫухатнӑ кивӗ карап ҫинче вӗсем хӑвалакансенчен те тарма пултарнӑ, 1522 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнче тинӗсри вӑйлӑ ҫилсене тӳссе ирттерсе Элькано 17 ҫын юлнӑ командӑпа Испание те таврӑнма пултарнӑ.

На ветхом, потерявшем фок-мачту, давшем течь корабле удалось не только уйти от погони, но и преодолев шторма 7 сентября 1522 года Элькано с командой из 17 человек вернулся в Испанию.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

Ҫухатнӑ эпӗ вӗсене…

Помоги переводом

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Ҫав самантрах пистолет сасси янраса кайнӑ — юлташӑн сулахай ури тӗревне ҫухатнӑ.

Помоги переводом

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Эпӗ вӑл мӗнле таврӑннине астумастӑп, тӑна ҫухатнӑ.

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Унӑн уҫӑ кӑкӑрӗ ҫинче ҫакӑнса тӑракан ылтӑн медальон та унӑн ӳчӗ ҫумӗнче хӑйӗн тӗсне ҫухатнӑ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Шурӑна ҫухатнӑ, Нина Васильевна вара мана темшӗн Шурӑна аса илтерчӗ, апла пулсан, эпӗ ӑна та ҫухатмалла…

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫав самантра эпӗ питӗ хаклӑ япала тупнӑ пек, анчах ӑна, лайӑххӑн пӑхма та ӗлкӗреймесӗрех, ҫухатнӑ пек туйрӑм…

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Гуптсен династийӗ вӑхӑтӗнче Калинга каллех хӑйӗн пӑхӑнманлӑхне ҫухатнӑ.

Во времена династии Гупта Калинга вновь утратила независимость.

Одиша // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D0%B4%D ... 1%88%D0%B0

Ҫывӑх ҫынна ҫухатнӑ хуйхӑран тухма пултарӑттӑм-ши эпӗ.

Помоги переводом

Алӑ ӗҫӗ - питӗ лайӑх эмел // Неля САБАХОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... el-3645896

Тивӗҫлӗ канӑва тухас умӗн ӗҫ ҫухатнӑ пулсан ӑна 12 уйӑх пулӑшаҫҫӗ.

Помоги переводом

Министр ӗҫ ыйтӑвӗсене те татса парать, парашютпа та сикет // Лариса Петрова. http://hypar.ru/cv/news/ministr-ec-yytav ... a-ta-siket

Ывӑлӗсене ҫухатнӑ ҫемьесене пачӑшкӑ тӗрев пани питӗ аван тесе шутлатӑп.

Помоги переводом

Пачӑшкӑллӑ пултӑмӑр // Лидия ВАСИЯРОВА. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... a-pultamar

Р. Метревели ректор вӑхӑтӗнче (1991 ҫултанпа, 1992 ҫулта ректора ҫӗнӗрен суйланӑ) университет 1926 ҫулта ҫухатнӑ хӑйӗн автономине тавӑрнӑ.

При ректоре Р. Метревели (с 1991, переизбран ректором сотрудниками в 1992 году) университет вернул себе автономию, утраченную в 1926 году.

Тбилиси патшалӑх университечӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B1%D ... 1%87%D3%97

Ҫавна пула Сикким хӑйӗн лаптӑкӗн пысӑк пайне ҫухатнӑ.

В результате Сикким потерял большую часть своей территории.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Сисӗмне гармонне илсе ӗҫке кайса ҫухатнӑ, теҫҫӗ пӗлекенсем.

Помоги переводом

Хурама Иванӗн ӗнепе гармонӗ // Яков Шакров. «Капкӑн», 1934. — 5№ — 5 с.

— Вӑл тӑнне ҫухатнӑ.

Помоги переводом

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Таҫта урамра ҫухатнӑ, — терӗ йӗрес патнех ҫитнӗ Актай.

Помоги переводом

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Итлесе тӑнӑҫемӗн Актай ассӑн сывларӗ те: — Ҫухатнӑ эпӗ ӑна, — терӗ, сасси чӗтренерех тухрӗ.

Помоги переводом

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

«Ҫыру ҫухатнӑ ачана тепле пулин те тупмаллах…»

Помоги переводом

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Йывӑр аманса тӑнне ҫухатнӑ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней