Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫутрӗ (тĕпĕ: ҫут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑрпӑкне тупрӗ Ҫимун, сӗтел ҫинчи чӗпкуҫе ҫутрӗ, кӑмакаран хӑйӗн ҫӑматтине туртса кӑларчӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хумккасен мунчи патне ҫитсенех аллинчи пӗчӗк хунарне ҫутрӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мунча алӑкӗ уҫӑлса кайрӗ те, пӗри шӑрпӑк ҫутрӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫимун, тулти пӳрте тухса, сӗтел ҫинчи лампӑна ҫутрӗ, шӑлаварне тӑхӑнчӗ, малалла мӗн пуласса урай варринче ҫара уранах кӗтсе тӑрать.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тулалла ҫутӑ ан ӳктӗр тесе, алӑка паласпа карсан тин лампа ҫутрӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кулюкка, ҫенӗк алӑкне уҫса, палламан ҫынна пӳртелле кӗртрӗ, чӳречисене лайӑхрах карса, суккӑр лампине ҫутрӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗсйинчен ҫурта кӑларса ҫутрӗ.

Помоги переводом

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хреҫҫи вӑранса кайрӗ, кравать ҫумӗнчи ураллӑ лампӑна ҫутрӗ, ҫывӑхри чӳрече янаххи ҫинче ларакан, палӑртнӑ вӑхӑта сасӑ парса пӗлтерекен-кӑтартакан сехет ҫинелле тинкерчӗ.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Тарин тепӗр шӑрпӑк ҫутрӗ, унпа пӗрлех — Яковлев та.

Помоги переводом

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лампа ҫутрӗ, хӑйне куҫкӗскире курчӗ.

Помоги переводом

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Лампа ҫутрӗ, салтӑнчӗ те хӑйӗн ӳтне сӑнама пикенчӗ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗвел ҫути хум тӑррисенче пин-пин ҫутӑ ҫутрӗ.

Помоги переводом

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Унтан вӑл каллех хунарне ҫутрӗ.

И он опять засветил фонарь.

XIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Унтан хунарне ҫӗнӗрен ҫутрӗ.

И он снова засветил фонарь.

XIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Кӗлетре Тимуш шӑрпӑк ҫутрӗ, кармашса, сентре ҫинчен трубасӑр лампа илчӗ, силлесе пӑхрӗ.

Помоги переводом

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Укаҫ кӑмака умне иртрӗ те, хӑйа чӗртсе, трубасӑр лампа ҫутрӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пруткин пӗчӗк ҫеҫ сӗтел ҫинчи телевизора ҫутрӗ, унтан кухня алӑкӗ патне пырса шалалла пӑхрӗ.

Помоги переводом

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мама хӑмла ҫырлинчен компот турӗ, ҫурта ҫутрӗ.

Мама нам сделала компот из малины, зажгла свечку.

Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632

Таранов вырӑн ҫинчен йӑраланса тӑчӗ те кӑкӑрне хыпашла-хыпашла ҫутӑ ҫутрӗ.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫутӑ ҫутрӗ, уҫӑлмалӑх тесе йӑпӑртлӑха балкон ҫине тухрӗ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней