Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ялти халаппа хыпар — тек чӑмлама сухӑр мар, — хирӗҫ тавӑрса хучӗ Сантӑркка, ҫурнӑ хурӑн пуленккисене ҫӗклемпе йӑтса.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кӗрепле пек вӗсем пирӗн, шыв-шур ҫурнӑ канавлӑ тӑрӑх пек.
Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.
Пирӗн ҫурӑмсем хыҫӗнче вӗсем пачах урӑх система туса хучӗҫ, унӑн ячӗ ҫавах пулсан та тӗллевӗсем урӑх, халӑха хирӗҫле, фашистла, — тет пек хырӑмне тӑшман хӗҫҫи ҫурнӑ сотник вилес умӗн.
Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ун ҫумне Нюҫҫа хутшӑнчӗ, унтан — ыттисем, хурлӑхлӑ сасӑсем ҫынсен ушкӑнне ҫурмалла касса ҫурнӑ пекех туйӑнса тӑчӗ.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Кашни курмассерен тин шӑтса тухнӑ, тин ҫеҫке ҫурнӑ чечек пек туйӑнать ӑна Васса.
XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫак сасӑ чӗрене ҫурнӑ пекех туйӑнчӗ ӑна.
V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Йӗри-тавра тирпейлӗх хуҫаланать, кашни кӗтесре куҫа йӑмӑхтаракан илемлӗ чечексем ҫеҫке ҫурнӑ, ача-пӑчана йӑпатса вылятмалли хатӗрсем те (вӗсенчен чылайӑшне шӑпӑрлансен ашшӗ-амӑшӗсен пуҫарӑвӗпе тунӑ) темӗн тӗрли те пур.
Малашлӑх – мал ӗмӗтлӗ ертӳҫӗсен аллинче // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bc%d0%b ... %87%d0%b5/
Самана хушши йывӑр пулнӑ пулсан та, мӑн ҫынсем хуйхӑ-суйхӑпа пусӑхнӑ пулсан та — хӗрача чӗрине ҫутҫанталӑк илемӗ те кӑтӑкланӑ, ӑнлансах ҫитме ҫук ӑрӑмлӑ япаласем те пулнӑ ҫӗр ҫинче уншӑн, хӳхӗм ӗмӗтсем те тин ҫеҫ сӑмсаланнӑ — пӗр ҫынсем ахлатни ҫеҫ чӗрене шар! ҫурнӑ, час та часах хаваслӑ кӑмӑла сирсе сӗвӗрӗлтернӗ.
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Эпӗ ҫырури икӗ сӑмаха ҫыхӑнтарса вулама ӗлкӗриччен иккӗ хутмалӑх вутӑ ҫурнӑ пек тарлатӑп.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.
Ҫурхи тӗнче ешерме тытӑнсан, чи малтан ҫеҫке ҫурнӑ чечеке сан уру айне килсе хурӑпӑр, ӗҫе ӑнӑҫлӑ вӗҫлесен, сана килсе калӑпӑр, ачамӑрсем ӳссе ҫитсе мӑшӑрлансан, сан умна килсе пуҫ тайма хушӑпӑр…»
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Ҫул ҫинчи ҫурхи шыв ҫурнӑ вырӑнсене ҫӳп-ҫап, тӑпра турттарса виттеркелерӗ, анчах ун пек ӗҫсене уй-хир бригадирӗ те тутарттарма пултарать.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Хайхискер 7 йывӑҫ касса вӗсене хӑйӗн УАЗӗпе киле илсе килнӗ, унтан хӑма ҫурнӑ.Он срубил 7 деревьев и привез их домой на своем УАЗе, а затем распустил на доски.
Чӑваш Ен арҫынни карта тытас тесе кӳршӗ региона кайса йывӑҫ каснӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34849.html
Каччӑ анкарне туртса кӑларса ун хырӑмне касса ҫурнӑ.
Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тӑваттӑмӗшӗн ӗнине кашкӑрсем тытса ҫурнӑ.
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Мӗнех, ҫеҫке ҫурнӑ вӑхӑтра тал пиҫен те иленчӗк теҫҫӗ-и-ха?
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Ула Тимӗр, пулас пӗрремӗш класс ачи, сулахай ушкӑнри малти ретре, тантӑшӗсем пекех, хӑйӗн тин ҫеҫ ҫеҫке ҫурнӑ пурнӑҫӗнчи ҫӗнӗ, палламан пулӑма тӗшмӗртӳллӗн, алчӑравлӑн пӑхса тӑрать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Иртнӗ ҫулла Тимошӑсемпе пӗрле ун патӗнче вутӑ татса ҫурнӑ хыҫҫӑн татах та ҫывӑхланчӗ Маюк аппа ҫамрӑксемпе, уйрӑмах Тамарӑна хӑйӗн тӑван хӗрне юратнӑ пекех юрататчӗ, хисеплетчӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Унӑн ик-виҫӗ ытама кӗрес ҫук вуллине аҫа ҫапса ҫурнӑ та, вӑл витӗр курӑнать.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Аслӑрах ачасем, тӑххӑрмӗш, вуннӑмӗш классенче вӗренекенсем касса вакланӑ, ҫурнӑ йывӑҫсене Пинере турттарса тӑратчӗҫ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Пӳрчӗ керменпе пӗрех, урамалла ултӑ чӳрече, ҫиелтен ӑна та ҫурнӑ юманпа витнӗ, пӗренисене чуспа туртнӑ.
Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.