Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫуркуннерен (тĕпĕ: ҫуркунне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуркуннерен пуҫласа хура кӗркуннеччен пӗтӗм ял уй-хирте ӗҫлетчӗ, ҫӗр сухалатчӗ, сӳрелетчӗ, ҫум ҫумлатчӗ, утӑ ҫулатчӗ, тыр-пул пуҫтаратчӗ, турттаратчӗ…

Помоги переводом

Березовка – вӑрҫӑ ҫулӗсенче // Анастасия СЕМЕНОВА. http://hypar.ru/cv/comment/reply/10662

Ҫуркуннерен пуҫласа кӗре ҫитиччен типӗ ҫеҫенхирсенче ӳсентӑрансем епле улшӑнса пынине каласа кӑтартӑр.

Расскажите, как изменяется растительность сухих степей с весны до осени.

Типӗ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кӑҫалхи ҫуркуннерен тытӑнса тӗнчипе сарӑлнӑ Китай чирӗ пурне те урӑхларах пурӑнма хӑнӑхтарчӗ.

Помоги переводом

Чиртен сыхланма ӳркенер мар // А.СИЛИВЕСТРОВА. http://alikovopress.ru/chirten-syixlanma ... r-mar.html

Ҫапла, иртнӗ ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннене ҫитичченех машинсен выставки турӗ Горпо.

Помоги переводом

Машинсен выставки // Н. Маяк. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 9 с.

Халӗ ҫумӑр ҫук, мӗн ҫуркуннерен ҫумӑр ҫук.

Помоги переводом

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пылчӑк кунта нихҫан та типсе ҫитмест, кӳлленчӗксем ҫуркуннерен пуҫласа хура кӗркуннечченех тӑраҫҫӗ.

Грязь здесь никогда не пересыхала, лужи стояли с весны до поздней осени.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫуркуннерен пуҫласа хура кӗркуннеччен татӑк ҫӑкӑршӑн кӗрмешме?

Трудится на земле с весны до осени, борется за кусок хлеба,

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Леонтий Петрович, ун пекех ан тӑрӑш, ҫуркуннерен чӳречене хаҫатпа карса хӑтӑлаймастӑн, — юриех хӗвел ҫути ӳкнӗ ҫӗре ларать агроном.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрӳ тапхӑрта — ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннечченех участоксенче ӗҫ вӗресе кӑна тӑрать.

Помоги переводом

Районта ҫитӗннӗ хӑмла ҫӗршывӗпех саланать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9117-rajonta ... kh-salanat

Васек шкултан хӗрлӗ ялав илсе тухнӑ; ҫуркуннерен вара, ӑна никам та алла тытса курман-ха.

Из школы Васек принес пионерское знамя, которое не трогали с самой весны.

VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

— Кӑна, пӗлетӗн-и, пӗр хӗр шутласа кӑларнӑ: ҫуркуннерен пуҫласа вӑл каччӑсемпе сӳреме пуҫланӑ, хӗл ҫитнӗ ҫӗре юратнӑ каччи ӑна пӑрахнӑ, тен тепӗр хӗр ҫумне ҫыпӑҫнӑ пуль, вӑл вара чӗререн хурланнипе макӑрма тытӑннӑ…

Это, видишь, девица сложила: погуляла она с весны-то, а к зиме мил любовник бросил её, может, к другой отошёл, и восплакала она от сердечной обиды…

VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫитес ҫуркуннерен чӑн-чӑн строительство пуҫланать акӑ пирӗн».

Вот с той весны и пойдет у нас настоящее строительство».

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫуркуннерен пуҫласа хура кӗрчченех асламӑшӗпе хирте ӗҫленӗ.

С самой весны и до поздней осени пропадал с дедом в поле.

Паня-Ганя // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ял ҫыннин хӗрӳ ӗҫӗсем ҫуркуннерен тытӑнаҫҫӗ те мӗн кӗркуннечченех пыраҫҫӗ: ҫур аки вӗҫленет, утӑҫи тытӑнать, сывлӑш ҫавӑрса илет хресчен, тыр-пул пухма тухать, каярахпа сахӑр кӑшманне, ҫӗр улмине кӑлармалла.

Помоги переводом

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Апла пулсан, эпӗ пӑхакан пӑрусене мӗн ҫуркуннерен, февраль уйӑхӗнченех, вӗсем пӑруланӑран вара мӗншӗн ӗне шутне кӗртместӗн эсӗ?

— Если так, то чего ж ты моих телок с самой весны, с февраля самого, как они отелились, в коровы не определяешь?

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл хӑй ниме те ӗненми пулнине хирӗҫ тӑма пултарайман ӗнтӗ: мӗн ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннеччен пилӗке авса ӗҫлетӗн, аллу хытса лариччен — мӗншӗн?

Он уже не мог противиться страшной неуверенности во всем: работай, гни спину с весны до зимы, наращивай мозоли па руках, а ради чего,

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннеччен эпӗ ӑна сайра куратӑп, хӑна пек анчах…

— С весны до осени я его вижу редко, как гостя…

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ефим тимӗрҫӗ лаҫҫинче мӑлатук ҫапакан та пулнӑ, авӑн ҫапакан машина барабанӗ патӗнче те ӗҫленӗ е арӑмӗпе пӗрле «вӑхӑтлӑха» кӗрӗшсе суха тунӑ, тырӑ акнӑ, утӑ ҫулнӑ, ҫуркуннерен пуҫласа хура кӗрччен хиртен кӗмен…

А Ефим то работал в кузне молотобойцем, то зубарем на молотилке, а то с женой поступил «на срок» — пахали, сеяли, косили траву и с весны до осени безвыездно находились в поле…

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫуркуннерен выҫлӑх пуҫланать.

По весне голодуха.

Вавилӑпа ыттисем // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ҫавнашкалах хам та эпӗ ачаш ҫуркуннерен тахҫан ӗлӗкех уйрӑлма ӗлкӗрнӗ.

Так и я с весной моей родины давным-давно расстался.

Хут ҫӗлен // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 105–109 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней