Поиск
Шырав ĕçĕ:
ҫуратсассӑн (тĕпĕ: ҫурат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
3. Ҫавӑнпа ҫуратаканӗн ҫуратас вӑхӑчӗ киличчен Вӑл вӗсене пӑрахса хӑварӗ; ҫуратсассӑн — Израиль ывӑлӗсем патне чӗрӗ юлнӑ тӑванӗсем те таврӑнӗҫ.
Мих 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ефрем сусӑрланнӑ; вӗсен тымарӗ типнӗ; ача ҫуратасси пулмӗ, ытах ҫуратсассӑн та, Эпӗ вӗсен варӗнчен тухнине, тӗмсӗлсе кӗтнӗскерне, вӗлерӗп.
Ос 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пӗр хӗрарӑмӗ каланӑ: ах хуҫамӑм! эпир ҫак хӗрарӑмпа иксӗмӗр пӗр ҫуртра пурӑнатпӑр; эпӗ вӑл курса тӑнӑ ҫӗрте ҫав ҫуртра ача ҫуратрӑм; 18. эпӗ ҫуратсассӑн виҫҫӗмӗш кунне ҫак хӗрарӑм та ача ҫуратрӗ; пӗрле пулнӑ эпир, ҫуртра пирӗнпе пӗрле пӗр ют ҫын та пулман; ҫуртра эпир иксӗмӗр анчах пулнӑ; 19. вара ҫӗрле ҫак хӗрарӑмӑн ывӑлӗ вилнӗ: вӑл ӑна ыйхӑ тӗлӗшшӗн хӑй айне туса вӗлернӗ; 20. хайхискер тӑнӑ та ҫӗрле, эпӗ, санӑн чуру, ҫывӑрнӑ чухне, ман ывӑлӑма манран илсе ӑна хӑй кӑкӑрӗ ҫумне хунӑ, хӑйӗн вилнӗ ывӑлне вара ман кӑкӑрӑм ҫумне хунӑ; 21. ирхине ывӑлӑма ӗмӗртес тесе тӑтӑм та, ак хайхи, вӑл вилнӗ-мӗн; ҫутӑларахпа тинкеререх пӑхатӑп та — ку вӑл хам ҫуратнӑ ывӑл мар, тенӗ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӗрача ҫуратсассӑн, вӑл хӑй тасалнӑ хушӑра икӗ эрне хушши таса мар пулӗ, юнӗнчен тасалма вара утмӑл ултӑ кун хушши килте лармалла.
Лев 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене кала: хӗрарӑм йывӑр ҫын пулса ывӑл ача ҫуратсассӑн, вӑл ҫичӗ кун хушши таса мар пулӗ; уйӑх хушши вӑхӑтӗнче тасалса асапланнӑ кунсенчи пек, вӑл таса мар пулӗ; 3. саккӑрмӗш кунне ачийӗн хӗрринчи ӳтне касӗҫ; 4. амӑшӗн вӑтӑр виҫӗ кун хӑй юнӗнчен тасалса килте лармалла; тасалмалли кунӗсем иртмесӗр нимӗнле сӑваплӑ япалана та сӗртӗнмелле мар, кӗлӗ чатӑрӗ патне те пымалла мар.
Лев 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1