Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫупӑрласа (тĕпĕ: ҫупӑрла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Каллех Ленӑпа пулнӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа киле те кӗрсе тухман вӑл, — тарӑхнӑ Лида, пӗчӗк Зойӑна кӑкӑрӗ ҫумне ҫупӑрласа.

Помоги переводом

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Вӑл ҫав-ҫавах ҫупӑрласа юратнине туясшӑн пулчӗ.

Помоги переводом

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӑшӑрӑм, хӑрушлӑх ҫитсен кил кайӑкӗсем чӗпписене ҫунат айне пытарнӑ евӗр, ачасене ҫупӑрласа тытрӗ те мана пӗр вӗҫӗмсӗр ҫапла каласа тӑрать:

Помоги переводом

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Ҫамрӑксем пуҫтарӑнса алхасма пуҫларӗҫ, купӑс каласа юрлаҫҫӗ, хӗрсемпе каччӑсем пӗрпӗрне тӗрткелесе, ҫупӑрласа илеҫҫӗ, хӗрӗсем яшсене чышкалаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Чӑтӑмсӑррӑн кӗтетӗп, пӗлсе тӑратӑп: ҫав ҫын мана ачашшӑн ҫупӑрласа илсе йӑтса кайӗ…

Помоги переводом

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Сасартӑк вӑл, те ывӑнчӗ, те темскер аса илчӗ, нускине айккине хучӗ те — вӑт тӗлӗнтермӗш! — хӗрӗн ҫемҫе ҫӳҫӗнчен кӑштӑртатнӑ аллипе ҫупӑрласа илчӗ.

Помоги переводом

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Каччӑ хӗре икӗ алӑпах ҫупӑрласа хӑй ҫумне чӑмӑртарӗ.

Помоги переводом

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хыҫалта — ал лаппи сарлакӑш пилӗк хуҫламӗ, вӑл ҫинҫе пилӗке тирпейлӗн ҫупӑрласа тӑрать.

Помоги переводом

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Такамсен пахчи патне ҫитсе ҫамрӑк пилеш айӗнчи ҫерем ҫине ларсан, Анатолий Семенович йытӑ ҫурине алла илчӗ те ӑна вӑрахчен пичӗ ҫумне ҫупӑрласа ачашларӗ: ара, Бианка ӳркенсе е юнтарса ҫыр ҫамкинче тӑрса юлмарӗ-ҫке-ха, каялла та анса каймарӗ!

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Утса пырать ӗнтӗ Анатолий Семенович ҫемҫелсе кайнӑ Бианкӑна кӑкӑрӗ ҫумне ҫупӑрласа тытса, ҫул варрипе утать, хӑй ӑшран тӑвӑнса тухакан сасӑпа ача пек ӗсӗклесе пӑшӑлтатать:

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Ҫамрӑк каччӑ, пуҫна ытлашши ан ус-ха ӗнтӗ, — терӗ Степан Семенч Мӗтрие хулпуҫҫинчен ҫупӑрласа.

Помоги переводом

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Таранов хӗрарӑма ҫатӑр ҫупӑрласа илчӗ:

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унччен те пулмарӗ — кравать умне ҫамрӑк хӗрарӑм хӑюллӑн ҫитсе тӑчӗ — ҫаппа-ҫарамасскер ҫиҫӗм пек йӑлтӑртата-йӑлтӑртата утияла вӑшт та вӑшт айккинелле сирчӗ те арҫынна ҫатӑрах ҫупӑрласа илчӗ:

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Альбинӑна манӑн ҫупӑрласа илес килчӗ, ытла та илемлӗн, ачашшӑн каларӗ вӑл ҫав сӑмахӗсене…

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Георгий ӑна тепӗр хут ҫупӑрласа ачашларӗ, унтан ашшӗ ҫинчен ыйтрӗ: килте-и?

Помоги переводом

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Эпӗ чӑтаймастӑп, ӑна хӗрӳллӗн ҫупӑрласа тытатӑп та, сӑмах чӗнме памасӑр, вутлӑ-сулӑмлӑ сӑмахсем калатӑп, ун аллисене, питне кӑвар пек тутасемпе чуптӑватӑп…

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Лапсӑркка кӗлеткеллӗ каҫ тӗттӗмӗ лупас тӑррисенче упаленсе ҫӳрет пек, мӗнпур хуралтӑсене хӑйӗн темле асамлӑ кӗлеткипе ҫупӑрласа илнӗн туйӑнать.

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Тӗнче темле майпа хӗсӗнсе, чӑмӑртанса пӗчӗкленнӗ пек, унта Глафирӑсӑр пуҫне урӑх ним те, никам та ҫук пек туйӑннӑран тӳссе тӑраймарӑм, хӗре ҫупӑрласа илтӗм.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ой, апла мар, Раман!.. — арҫынна ҫупӑрласа илчӗ хӗрарӑм.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

«Тӳррипе калас тӑк, кӗҫӗр эп сан пирки ҫичӗ хут вилсе чӗрӗлтӗм», — хӗре ҫупӑрласа илчӗ Илюш.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней