Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тем хушӑра ҫуна ҫинчен сиксе аннӑ Никӑн, ахӑлтатсах кулаканскер, сип-сивӗ аллипе хӗрарӑма ҫупӑрлама пикенчӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Тин килни шурӑ пӗсехеллине ҫуначӗпе ҫупӑрлама тӑрӑшнӑн, ун тавра темҫе хутчен вӗҫсе ҫаврӑнчӗ те хурамӑш евӗр какӑлтатса сӑрт еннелле вӗҫсе кайрӗ.
Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл Джеммӑн икӗ аллине те илсе, хӑйӗн пӳрни вӗҫӗсемпе сӑтӑрса ҫупӑрлама пуҫларӗ.Он завладел обеими руками Джеммы и поглаживал их концами пальцев.
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Пӗчӗкҫӗ ҫын ӗнтӗ хӑйӗн пӑшалӗ ҫине таянма, унтан кӑшт малалла пӗшкӗнсе, йытта пуҫран шӑлса ҫупӑрлама та пултарнӑ.
XI // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Хирӗҫекен шӑллӗне ҫапла асаплантарнӑ хыҫҫӑн, Настя ӑна пуҫӗнчен ҫупӑрлама тытӑнать.Так, помучив строптивого брата, Настя оглаживает его по затылку.
I // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Вӑл ҫывӑхрахчӗ, вӑл ман пата татӑклӑ шухӑшпа, пӗр айӑпа кӗмен чӗрипе, таса туйӑмӗсемпе пычӗ, вӑл ман пата тӗкӗнмен ҫамрӑклӑхне илсе пычӗ… эпӗ вара ӑна кӑкӑр ҫумне ҫупӑрлама, унӑн черчен сӑнӗ савӑшу ырлӑхӗпе илемленнине курса киленме пӗлмерӗм…
XIX // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Вӑл, чӗре хаваслӑхне хаклӑ йышши чулсен ялтӑркка ҫуталӑвӗнче, Египетӑн ырӑ шӑршӑллӑ сухӑрӗсен ароматӗнче, ҫӳхе пусмасен ачаш сӗртӗнӗвӗнче, сӗтеклӗ кӗвӗре, нинуансен тӗрӗсемпе эрешленӗ потирӗнчи выляса тӑракан йӑлтӑр-йӑлтӑр хӗрлӗ эрехӗн техӗмӗнче тупма пӗлекенскер, — лӑпкаса ҫупӑрлама юратнӑ вӑл ҫаплах арӑслансен хӑрамалла сивлек ҫилхисене, хура пантерӑсен пархӑтлӑ ҫурӑмӗсене, тумхаллӑ ҫамрӑк леопардсен ҫемҫе ура лапписене; юратнӑ тискер кайӑкссн мӗкӗрӗвне итлеме, вӗсен вӑйлӑ та илемле хусканӑвӗсене курса, вӗсен хаяр та вӗри сывлӑшӗн шӑршине туйса тӑма.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
- 1