Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫумӗнченех (тĕпĕ: ҫум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна тӑвас пулсан ҫынсен ҫурчӗсем ҫумӗнченех хума тивет.

Помоги переводом

Вӗренӳ ҫулне хатӗрленесси – тӗп ыйту // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d3%9 ... %82%d1%83/

Лутраскерне ҫӗр ҫумӗнченех вырнӑран — пилӗк хуҫӑлсах анать.

Помоги переводом

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Унчченхи ҫулсенче культиватор лапписем калча ҫумӗнченех тӑпрана ҫемҫетсе пыратчӗҫ, кӑҫал вӗсене калчаран аяккарах куҫарса лартрӑмӑр.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Ҫын ҫӳллӗш ҫеҫ ӳснине пула кутамас курӑнаканскер тураттисене ҫӗр ҫумӗнченех пур еннелле те ӳстерсе янӑ та тапчам ӳтлӗ-тирлӗ патша майри пек саркаланса ларать, патне те пырса ан тӗкӗн.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Икӗ лав ун ҫумӗнченех, ӑна кӑшт ҫеҫ ӳпӗнтерсе ямасӑр, вӑшлаттарса иртсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫинҫе пилӗклӗ, йӑрӑс пӳллӗ, тӗлӗнмелле шурӑ питлӗ хӗр ун ҫумӗнченех, ӑна асӑрхаман е асӑрхасшӑн та мар пулнӑ пек, кӑвак куҫӗпе тӳп-тӳрӗ малалла пӑхса иртрӗ те часовньӑна кӗрсе кайрӗ.

Помоги переводом

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл ҫеҫ, Лавр Кузьмич Мухаров, пӗр-пӗччен аслӑ ҫултан аякра тӑрса юлчӗ; тулли, хӗрӳллӗ пурнӑҫ ун ҫумӗнченех экспресс пек вашлаттарса иртсе кайрӗ.

Помоги переводом

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Сад хӳми ҫумӗнченех Акчуров мотоциклпа кӗрлеттерсе иртрӗ.

Помоги переводом

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӗл каҫа кил картинче пурӑнса йӑлӑхнӑ, типӗ улӑм ҫисе касӑхнӑ шурӑ, хура, ула сурӑхсем, кӑтра путексем, вӑрӑм мӑйракаллӑ, мӑн сухаллӑ качакасем тин ҫеҫ шӑтнӑ курӑка ҫивӗч шӑлӗсемпе ҫӗр ҫумӗнченех кӑтӑртаттарса илеҫҫӗ, пуҫӗсене ҫӗклемесӗр, никам ҫине пӑхмасӑр, малтан мала кайса пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӗне фермин карти ҫумӗнченех кукуруза пусси пуҫланать.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Сасӑсем ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарса килсе Ухтиван ҫумӗнченех хӑвалӑхалла иртсе кайрӗҫ.

Уже слышны голоса бегущих, а вот и они промчались мимо Ухтивана.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Акӑ Сашӑпа Ева, савӑнӑҫлӑн кула-кула, серпантин лентисене сире-сире, Тимуш ҫумӗнченех ҫаврӑнса иртсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл картах сикрӗ те чарӑнчӗ: курӑк хушшинче ҫӑмӑл чӑштӑртату илтӗнет; ҫав самантра Стар ҫумӗнченех, ӑна асӑрхамасӑр, кӗл тӗслӗ этем вирхӗнсе иртрӗ, — ҫарамас, аллинче — кӗске ҫӳхе сӑнӑ.

Он вздрогнул и остановился: в траве послышался легкий шум; в тот же момент мима Стара, не замечая его, промчался человек цвета золы, голый, с тонким коротким копьем в руках.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Каплам-ешчӗк ҫутин аякри кӗтесӗнчен хура мӗлке уйрӑлчӗ, шавлӑн ухлата-ухлата аялалла усӑнчӗ, питӗм ҫумӗнченех явкаланса иртрӗ те ҫаврӑнчӗ.

В дальнем конце просвета сооружения оторвалась черная тень, с шумом ахнула вниз и, взвившись перед самым моим лицом, повернулась.

ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑл иллюминатор ҫумӗнченех иртнӗ май унӑн пассажирӗсене ҫиелтен пӑхса ӗлкӗртӗм.

Шлюпка прошла так близко от иллюминатора, что я бегло рассмотрел ее пассажиров.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Йӑвашшӑн ҫиҫкелекен ҫулӑм вӑйланчӗ, кӗҫех ту хушӑкне ҫӗр ҫумӗнченех тӗтӗм хупӑрларӗ, мӗлкесен хӗрлӗ вӑййи каталарӗ; фантастикӑлла ҫак ҫутатура пирӗн сӑнсем хӗрлӗ сӑрӑпа тата кӑмрӑкпа сӑтӑрса вараланнӑн туйӑнаҫҫӗ.

Огонь, робко блеснув, разгорелся, наполняя ущелье низко оседающим дымом и красной игрой теней; в этом фантастическом освещении наши лица казались вымазанными алой краской и углем.

V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Кӗтмен ҫӗртен кунта кӑштах пӗр шухӑшлӑх та пур ахӑр, Фильс мӗн тунине манӑн та тӑвас килсе кайрӗ; анчах ҫак утӑм патне ытларах теветкеллӗхӗн ҫивӗч кӗҫӗтӗвӗ туртать ахӑр, — ҫак туртӑм хӑш-пӗр ҫыннӑн трамвай ҫулне пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыракан вакун ҫумӗнченех татса каҫассишӗн тытса чарайми ӑнтӑлӑвӗпе тӑванлӑ.

Неожиданно меня потянуло сделать то же, что сделал Фильс, отчасти из солидарности; но в большей степени толкнул меня к этому острый зуд риска, родственный неудержимому стремлению некоторых людей переходить трамвайные рельсы почти вплотную к пробегающему вагону.

III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Стена ҫумӗнченех хӑлхапа тӗршӗнтӗм, анчах хӑлха чулран перӗннӗрен кӑштах чӑшӑлтатнисӗр пуҫне нимӗн те илтӗнмест, тата, паллах, шаккамарӑм.

Я приложил ухо, не слыша ничего, кроме трений о камень самого уха, и, конечно, не постучал.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Унӑн тӑсӑмӗ — стена ҫумӗнченех — шӑпах ҫав лазарет.

Его продолжение вдоль стены есть тот самый лазарет.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӑрман хӗрри масар ҫумӗнченех пуҫланатчӗ.

Перелесок примыкал к кладбищу.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней