Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн колхозӑн кӗллӗ тӑпри, ҫурхи ҫумӑрсемпе пирченӗскер, хӑма пек хытса кайнӑччӗ.
Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.
Союзӑн верховнӑй штаб совечӗ гладиаторсен ҫарӗсене хӗл каҫмалли вырӑна куҫарма тесе йышӑнчӗ, мӗншӗн тесен ҫумӑрсемпе юрсен тапхӑрӗнче Рим вӗсене хирӗҫ нимӗн те тума пултарайман.
XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Анчах хӗвел ытларах та ытларах пӑхма тытӑннӑ, аслатиллӗ ҫумӑрсемпе ҫил-тӑмансем сахалтарах алхасма пуҫланӑ, шыв бассейнӗсем сивӗнсе пынӑ, вӗсенче вара малтанхи пурнӑҫ пуҫланса кайнӑ: чи авалхи ӑшӑ океанра ансат организмсем ӗрчеме пуҫланӑ.
3. Ҫӗр хуппинче тикӗс мар вырӑнсем пулса каяҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Хӗвеле тачка ҫумӑр пӗлӗчӗсем хупласа тӑнӑ, вӗҫен чаршавӗ айӗнче аслатиллӗ хӑрушӑ ҫумӑрсемпе ҫил-тӑвӑлсем ӳхӗрсе тӑнӑ вӑхӑтра Ҫӗр ҫинче пирвайхи материксемпе тинӗссем пуҫланса кайнӑ.
2. Ҫӗр хытӑ хупӑпа витӗнет // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Кӗркунне хула ҫинче эрни-эрнипе хӑмӑр пӗлӗтсем капланса тӑраҫҫӗ, пӳрт-ҫуртсен ҫивиттисене вӗсем вӑйлӑ ҫумӑрсемпе шӑварса ислентереҫҫӗ, кӗрлесе юхакан пӗчӗк шыв юххисем ҫулсене ҫисе йӑтӑнтараҫҫӗ, ҫырмари шыв хӗп-хӗрлех хӗрелсе каять, тулашса юхать; хула шӑпланса ларать, ҫынсем чи кирлӗ чухне кӑна урамсене тухкалаҫҫӗ, вара, килтех ларса, ирӗксӗрех хӑҫан малтанхи юр ҫуса лартасса кӗтеҫҫӗ, картсем тытса качакалла, ухмахла, хӑйсен козырӗлле выляҫҫӗ, прологпа минея вуланине, хӑш-пӗр ҫӗрте тата — гражданла кӗнекесем вуланине итлеҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ура айӗнче ҫумӑрсемпе ҫӑвӑннӑ сланец питлӗхӗсем выртаҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Тусен ҫап-ҫара тӑррисем, сӗм-сӗм вӑрмансем, тӗттӗм ту хушӑкӗсем, тӗпсӗр ҫырмасем, юхтарса ҫӑвакан ҫумӑрсемпе шӳсе кайнӑ ҫулсем, кашни сехетсеренех сарӑлса пыракан кӑпӑклӑ, чарусӑр шыв юххисем.
II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Эсӗ ӑнланайманнине хирӗҫ манӑн пит ҫӑмӑл ответ пур: ҫав тӑпра ҫумӑрсемпе сывлӑшри нӳр ӗҫленипе пулнӑ.На твой вопрос есть очень простой ответ, а именно, что эта почва образовалась из осадочных пород.
XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
«Халь эпир кӗрхи ҫумӑрсемпе ҫӑрӑлса, путӑкланса пӗтнӗ, шӑнтса пӑрахнӑ ҫулпа лаша лавӗ ҫинче кӗлтти-мелтти сикелесе пыратпӑр. Кун-ҫулӑмӑрсем те сикчевлӗ йӑрӑмран тухаймаҫҫӗ», — тет атте.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Ҫурт тӑррисем ҫине ҫемҫе ӑшӑ ҫутӑ ӳкет, кантӑксенче ялкӑша-ялкӑша илет; тирек ращинче, ҫаралнӑ туратсем хушшине хӗсӗнсе ларнӑ йӑвасем ҫинче, ларма хатӗрленекен кураксем ҫатӑлтатаҫҫӗ; хӗрарӑмсем выльӑх-чӗрлӗхе хӑйсен картишӗсене кӗме вӑрӑммӑн йыхӑрни илтӗнет — вӗсен сассисем, каҫхи сывлӑшра уҫҫӑн янӑраса, таҫтах ҫитеҫҫӗ, ӗнесем ҫав тери тунсӑхлӑн мӗкӗреҫҫӗ, сурӑхсем йӗнӗ пек макӑраҫҫӗ, тӗтӗм шӑрши, йӳҫенкӗрех навус ҫӗрӗкӗн, ҫумӑрсемпе исленнӗ кӗрхи ҫӗрӗн ачаран хӑнӑхнӑ, хумхантарса савӑнтаракан шӑрши сӑмса шӑтӑкӗсене кӑтӑклантарать…
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пулатех вӑл ҫапла — пиҫсе ҫитнӗ тулли тӗвӗллӗ пучах, юхтарса ҫӑвакан шалкӑм ҫумӑрсемпе хаяр ҫилсем муталаса лутӑрканӑскер, хӑйӑхлӑ пуҫне ҫӗрелле усиччен, хуҫин ҫивчӗ ҫави ҫулса пӑрахса, итем ҫине шултра те йывӑр пӗрчисене ӳкериччен ҫапла пулать.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫав ӗҫсенчен пушаннӑ хыҫҫӑн тин ӗшеннӗ ҫӗр уҫӑ ҫумӑрсемпе ҫӑвӑнса тасалса канма выртать.
Сентябрь // Георгий Орлов. https://vulacv.wordpress.com/2018/09/27/ ... %be%d0%b2/
- 1