Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӗртсе яма шӑрпӑк ҫулӑмне фуфайкӑллисен асли сӗнчӗ.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
— Лайӑхмарланнӑ Сулагаев плитка еннелле куҫ ывӑтрӗ, аш яшки кастрюль хупӑлчине ҫӗкле-ҫӗкле, шыв сирпӗте-сирпӗте вӗренине кура газ ҫулӑмне вӑйсӑрлатрӗ:
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ула Тимӗрӗн аллисем вӗттӗн-вӗттӗн чӗтрерӗҫ, тутисем тем каласшӑн пулса мӑкӑль-мӑкӑль турӗҫ — вӑл зажигалка ҫулӑмне майӗпен, ал лаппипе варкӑшран хӳтӗлесе хуҫнӑ хӑрӑк туратсен купи айне илсе пычӗ, чылайччен муритленсе, куҫне тӗтӗм кастара-кастара, ӑна чӗртсе ячӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӑштик-хӑштик сывлакаласа, Ула Тимӗр кукленсе ларчӗ те кӑвайт майлама пуҫларӗ: вӗтӗ хӑрӑк туратсене кирлӗ пек шарт та шарт хуҫрӗ те пӗр тӗле типтерлӗн, шайлаштарса пӗр-пӗрин ҫине хучӗ — купа купаларӗ; ҫакна пӗр хыпаланмасӑр тусан, кӗсйинчен зажигалка кӑларчӗ те чӑрт! чӗртсе ячӗ, анчах… ҫулӑмне купа патне илсе пыма васкамарӗ, пӗчӗк ҫулӑма куҫ ытамне илсе, тарӑн-тарӑн шухӑша ӳкнӗ пек пулчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Уяв йӗркипех каҫхине волонтерсем факел утӑмӗпе Асӑну скверӗ патне Ҫӗнтерӳ ҫулӑмне ҫитерчӗҫ.
Паттӑрлӑх туйӑмӗпе мӑнаҫлантарчӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10674-pa ... aclantarch
Ҫулӑмне сӳнтерсен, тӗтӗмӗ тата ытларах мӑкӑрланма пуҫларӗ.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Эп салхуллӑ мӗлкеме — пач сирӗп! — Ывӑтӑп чечеклӗх ҫулӑмне.
Кӑкӑрӑм ҫӗкленчӗ ҫиле хирӗҫ // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 51–52 с.
Ӑнсӑртран мотор чӗрӗлмесен Чӗремрен кӑларӑп ҫулӑмне.
Мотоциклӑм — ҫил ҫунат // Анатолий Анат. Чӑваш литературин антологийӗ: поэзи. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 598 с. — 282 с.
Ҫыран хӗрринчи тӳреме икӗ хутчен каҫса иртнӗ май, йӗри-таврарине тӗплӗнрех тишкерсе малалла ӑҫта каймаллине палӑртнӑ май уҫӑмлӑн куратӑп: карнавал юри йӗркеленӗ хаваслӑх та, хушнипе е тивӗҫе туйнипе иртекен савӑнӑҫ та мар, — хула ҫыннисем капмар ҫак йӑпанӑҫа чун-хавалӗпе хутшӑнаҫҫӗ, ҫак капмарлӑх халӗ вӗсене вӗҫӗ-хӗррисӗр илӗртет, ҫапла майпа пӗтӗмӗшле чӑпар савӑну-кисренӗвӗн тахҫантанпах сарӑлса пынӑ ҫулӑмне сӳнтересшӗн-и тен.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Шӑпах ҫак самантра Горн сывлӑшра ҫурта ҫутине, унӑн шуранка ҫулӑмне тата чӗнтӗрпе ҫавӑрнӑ пӗчӗк алла уҫӑмлӑн курчӗ.Горн ясно увидел в воздухе бледный огонь свечи и маленькую, обведенную кружевом руку.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Вӗресе хӑпарнӑ сӗт сасартӑк вут ҫине тӑкӑнса ҫулӑмне сӳнтерсе лартрӗ.
VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пӳрт чердакӗнчен эпӗ ҫурҫӗрчченех ҫуркуннехи ҫиле йӗкӗлтесе явӑнакан вут ҫулӑмне пӑхса тӑтӑм.С чердака дома я до полуночи глядел на огненные языки, дразнившие свежий весенний ветер.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Унта вун виҫӗ ҫын пурӑнать; вӗсем пурте суккӑр — кун йӑлтӑртатӑвӗпе каҫсен алмазла ҫулӑмне синкерлӗ ҫуралӑвӑн сивлек сӗмлӗхӗнче пытарнӑскерсем.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Мана вӑл вут ҫулӑмне сунтал ҫинче туптама пуласси ҫинчен ҫырнӑ алҫырӑвӗ кӑтартрӗ, ҫав алҫырӑвне вӑл уйрӑм кӗнекепе пичетлесе кӑларма хатӗрленет.Он же показал мне написанное им исследование о ковкости пламени, которое он собирался опубликовать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эпӗ виҫӗ вут ҫулӑмне — иккӗшне юнашар тата тепӗрне инҫетрех, хӗвеланӑҫ енче куртӑм.
XXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Нина шӑпланать те, эпӗ те кӑвайт ҫулӑмне пула ҫӑлтӑрсӑрланнӑ тӳпене куратӑп, сӗмлӗхри сӑрт-тусем — юнашарах, вӗсем тӳпенелле кӗрлесе вирхӗнекен вут-ҫулӑма, йӗри-тавра тӑракан ҫынсене ятарласа хупӑрласа илнӗ пек туйӑнать…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
— Ӗҫетӗп, мӗншӗн тесен, ман вӑхӑтран вӑхӑта чӗре ҫулӑмне сапса сӳнтермелле…— Пью, потому что надо мне от времени до временя гасить пламя сердца…
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вут ҫулӑмне епле сӳнтерме пӗлтӗн ?
19. Ҫунакан самолёт ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Сасартӑк хам кӗтмен япала пулса тӑчӗ: ҫӗр патне ҫывхарнӑ тӗлте вӑйлӑ сывлӑш юхӑмӗ самолет ҫуначӗ ҫинчи вут ҫулӑмне уйӑрса ячӗ.Происходит то, чего я меньше всего ожидал: у самой земли мощный поток воздуха срывает пламя с крыла.
19. Ҫунакан самолёт ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Темиҫе пин километр турӑмӑр эпир Украина ҫулӗсем тӑрӑх, партизанла ҫапӑҫу ҫулӑмне ялкӑштарса, пӗтӗм халӑх чӗрине хаяр курайманлӑх вучӗпе кӑварлантарса.
Карпат ҫине похода! // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.