Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫулалла (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вуникӗ ҫулалла ҫитеспе ҫамрӑк хӗрсен кӗпине кӑкӑр ум паллипе эрешленӗ, уявра-мӗнре вӗсем селӗм тухья тӑхӑннӑ.

Помоги переводом

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Аллӑ ҫулалла ҫитнӗскер, районти тӗрлӗ вырӑнсенче ӗҫлесе курнӑ, ял Совет председателӗнче темиҫе ҫул тӑрмашрӗ, халӗ акӑ колхоз председателӗ туса хучӗҫ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вара, Ваҫлие Хусанти полици участокне илсе кайнӑ ир, Атӑлкассине ҫирӗм сакӑр ҫулалла ҫитнӗ, хӑва хулли пек ҫинҫе те сакайӗнче шӑтса ӳснӗ ҫӗрулми калчи пек шуранка сӑн-питлӗ Жемени ҫамрӑк барон персе ҫитрӗ.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иртнӗ ҫул, авӑ ҫав хута кайнӑ ҫурта тунӑ чухне, — аллипе урам пуҫланнӑ ҫӗрелле кӑтартрӗ, — чылай ҫулалла капашнӑ Ефрем Ефремович монтажник ӗҫлерӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Крахъян — 50 ҫулалла ҫитнӗ хӗрарӑм, шӑрчӑкскер.

Помоги переводом

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

— Ларӑр, мӗн ҫӑмӑлпаччӗ? — кӑмӑллӑн ыйтрӗ унран хӗрӗх ҫулалла ҫитнӗ арҫын.

Помоги переводом

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

Пӗр остановка кӑна кайнӑччӗ, ҫаннисене хул тӗпне ҫити тавӑрса янӑ, аллисем ҫине тӗрлӗрен ҫӗлен-калтасем йӗплесе ӳкернӗ, вӑтӑр ҫулалла ҫитнӗ патвар этем, «халӑха пӑлхатса пыран» тесе, ӗнсерен ярса илчӗ те троллейбусран вӗлт! кӑна сирпӗтсе антарчӗ мана.

Помоги переводом

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

Ку хӗрӗх ҫулалла ҫитнӗ, ҫирӗп тымарлӑ, тӑн-тӑн кӳлепеллӗ, яка питлӗ, сивӗ те чӑрсӑр куҫлӑ ҫын пулчӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Аллӑ ҫулалла ҫывхарать пуль хӑй.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Аллӑ ҫулалла ҫывхарать пулӗ ҫав хӗрарӑм.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тимофей, вунӑ ҫулалла ҫитнӗскер, ун пек шухӑшламан.

Помоги переводом

Шарик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/558

Ку повеҫре автор вӑрҫӑ пуҫланнӑ тӗле 18 — 20 ҫулалла ҫитнӗ ҫамрӑксем ҫинчен ҫырать.

Помоги переводом

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Унтан пурте тулалла Тухрӗҫ каяс ҫулалла.

Помоги переводом

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Суд килет! — терӗ халӑх сучӗн секретарӗ, 30-35 ҫулалла ҫитнӗ хӗрарӑм.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хыҫалтан пӑхсан ӑна никам та ҫитмӗл ҫулалла ҫывхарнӑ хӗрарӑм тесе калас ҫук.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Микула йӗкӗте тыттарса яма чышкине чӑмӑрланӑччӗ кӑна — чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсен тумне тӑхӑннӑ, вӑтӑр пилӗк ҫулалла ҫитнӗ арҫын Микулан пештӗр кантрине тытнӑ йӗкӗт патне пычӗ те: — Путсӗр этем! Чипер ларакан ҫын ҫумне ма ҫыпҫӑнатӑн?! Сирӗл ун патӗнчен! — терӗ.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун патнелле вӑтӑр-вӑтӑр пилӗк ҫулалла ҫитнӗ, чӑвашсем калашле, хапха юпи пек ҫӳллӗ те патвар, чӗркуҫҫине кӑшт ҫеҫ ҫитейми вӑрӑм алӑллӑ арҫын пырать.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа та эпӗ ӑна утмӑл ҫулалла ҫитсенех пенси памалла тӑвас тетӗп, — вӗҫлерӗ председатель.

Помоги переводом

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Халӗ Назиб аллӑ ҫулалла ҫывхарать, ӑна ватӑ теме ҫук, анчах сухалне ӳстерсе янӑран тата пӗвӗ самаях пӗкӗрӗлсе тухнӑран нумайӑшӗ ӑна ват ҫын вырӑнне хураҫҫӗ.

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Аллӑ ҫулалла ҫывхарнӑ май унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ хӑйне майлӑ антитоксинпа хӳтӗленнӗ, вӑл ӑна ыттисемпе нейтраль вырӑнсенче ҫеҫ тӗл пултарать, ҫавсем — урам, кафе, клуб.

К пятидесяти годам его натура выработала своеобразный антитоксин, мешающий приближаться к нему иначе, как только в нейтральных местах, каковы — улица, кафе, клуб.

VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней