Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫуккине (тĕпĕ: ҫукки) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Матӗрне пӳртре чухне ун ҫине ҫаврӑнса та пӑхман Ҫтаппан вӑл ҫуккине часах асӑрхарӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Вӑл ӑҫта? — ыйтрӗ Матӗрне, Ахмет ҫуккине халь ҫеҫ асӑрхаса.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, кунта камит ҫуккине хам та куратӑп.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Стройкӑран айккинерех кайрӑм та унталла-кунталла пӑхса илсе ҫынсем ҫуккине курсан ҫанӑран ҫӑкӑр татӑкне кӑларса таҫта айккинелле юр ӑшне ывӑтрӑм!

Помоги переводом

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Вахтер кӗртесшӗн мар, халӗ корпусра никам та ҫуккине пӗлтерет.

Помоги переводом

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Тӗнче курса ҫӳренӗ хыҫҫӑн тӑван кил темрен те паха пек туйӑнчӗ, амӑшӗнчен ҫывӑх ҫын урӑх ҫуккине пӗрремӗш хут туйса илчӗ.

Помоги переводом

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Куля ҫывӑхри юлташ ачисен пахчисенче ир пиҫекен панулми йывӑҫҫисем ҫуккине пӗлет, ҫавӑнпа юлташӗсене илӗртет.

Помоги переводом

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

…Венюк савнийӗн амӑшӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн хӗрӗ чӑнахах килте ҫуккине пӗлсен пӗр ҫур сехетрен каялла ҫула тухмалла пуль тесе шутлаттӑм.

Помоги переводом

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Лавккаран тухнӑ чухне Лора мана хӑйӗн хӗр ҫумӗ ҫуккине пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ирхине вӑрансан пушмак ҫуккине аса илтӗм тӳрех.

Помоги переводом

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

«Тӑр, ывӑлӑм, тӑр, — тет каллех ашшӗ, — сан вырӑна эпӗ кӗрсе выртатӑп, эсӗ ҫуккине чун илли асӑрхамӗ».

Помоги переводом

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ара, республикӑри тӳре-шара айӑплава пӑрахӑҫлама тивӗҫлӗ сӑлтав ҫуккине темиҫе те ҫирӗплетрӗ вӗт.

Помоги переводом

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Килте нимӗнех те ҫуккине пӗлет-ҫке-ха вӑл.

Помоги переводом

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Вӗҫелис, час-часах велосипедпа ярӑннӑран-ши, хӑйӗн хӗрлӗх палли пуррипе ҫуккине те сиссе юлмарӗ.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

— Ӗҫ-пуҫ паянхи хӑвӑртлӑхпа пырсан, ҫурт каркасне хӑҫан туса пӗтерессине шутларӑм та, савӑнмалли нимӗн те ҫуккине ӑнлантӑм: графикран пӗр эрне ытла кая юлса пыратпӑр.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Монтажниксен участокӗ детальсем ҫуккине пула пачах чарӑнса ларнӑ тесен те йӑнӑш мар…

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Эпӗ йӑтса кайӑттӑмччӗ-ха, — терӗ Миша кун пек тума май ҫуккине ӑнланса илсе тата вӑлтса, — ачашлӑттӑм, чуп тӑвӑттӑм.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗр самант ура айӗнче мӗн пуррипе ҫуккине те туймарӗ тейӗн…

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Стройкӑра хӑрушсӑрлӑх техника инженерӗ ҫуккине пӗлтерекен-систерекен япала вӑл, — хуравларӗ Гаврил Романович.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Анчах капан пек выртакан сысна умӗнче тӑнинчен усси пулас ҫуккине часах туйса илчӗ вӑл, ҫавӑнпа машинӑна хӑпӑл-хапӑл кӗрсе ларчӗ те, вӗҫтере пачӗ хӑйсен ялнелле.

Помоги переводом

«Жигули» туянаймарӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 34–35 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней