Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫуках (тĕпĕ: ҫук) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калава вуланӑ май йӑл кулмасӑр май ҫуках: «Ҫуллахи каникул сисӗнмесӗр иртрӗ, юратура вара манӑн пӗр ҫитӗнӳ те ҫук. Хӗре ыталама мар, ун ҫинчен пӗринпе те пырса калаҫман… Ҫуллахи каникул вӗҫленчӗ, чун савни пулма пултаракан кандидатурӑсем – хула хӗрӗсем – ялтан кайса пӗтрӗҫ, унпа пӗрлех юрату шырани те кӑштах сӗврӗлчӗ темелле», – юптарать герой.

Помоги переводом

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

«Вӑт, паттӑр… ҫурма ҫӗр ҫитрӗ, вӑл ҫуках.

Помоги переводом

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Килеҫҫех, таврӑнаҫҫех, ҫакӑн чухлӗ япалана пӑрахса хӑварас ҫуках тесе кӗтсе тӑма шутларӑм, — терӗ хура кӗске мӑйӑхлӑ, сарлака хулпуҫҫиллӗ кӗрнеклӗ арҫын.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Анчах та кунта хӑпарса ҫӳрес ҫуках вӑл.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тунма ҫуках: чуну сан чирлӗ, Ӑна кӑшлать-мӗн чӗмере.

Помоги переводом

Кала… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 17–18 с.

Юратура телей ҫуках пуль манӑн…

Помоги переводом

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ун пек хӳхӗм каччӑ кунта, ташлакансем хушшинче, тепре ҫуках.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Ҫук, ҫуках.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Паян ҫав пухура вӗсене намӑслантармасӑр чӑтас ҫуках.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Анчах ик ҫӗр юлан ута урамра юр ҫинче тытма май ҫуках ӗнтӗ, кӗтсе илме тухнӑ мӑрсасем сӗннипе юлан утсене кӳршӗсем патне вуншарӑн-вуншарӑн е хӑш-пӗр ҫӗре пилӗкшер-ултшарӑн вырнаҫтарса тухрӗҫ.

Помоги переводом

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Начар теме ҫуках йӗкӗте.

Помоги переводом

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫуках пуль.

Помоги переводом

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

Йӑлӑм вӑрманӗнче халь вӑл курман е пӗлмен йывӑҫ кӑна мар, курӑк та ҫуках.

Помоги переводом

Пӗчӗк паттӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 13–14 с.

Ҫапах та Сидор Иванович арӑмне сӑнламасӑр май ҫуках.

Помоги переводом

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Ҫуках пултӑр.

Помоги переводом

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Ахӑртнех, ҫакнашкал шухӑшлакансен хушшинче хӑй ют пепкене пӑхса курнӑ ҫын ҫуках.

Помоги переводом

Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.

«Тӳсме ҫуках пулсан, шӑпӑрна кала эппин».

— Что ж, коль невмоготу тебе, играй на шыбыре, — соглашается Ухтиван.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑнланнӑ: пурнӑҫӑн тӳремӗ Ҫуках, вӑл тинӗс — иш те иш.

Помоги переводом

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ялта мӗнпур ҫын кӑмӑлне кайма ҫуках ӗнтӗ, темле ырӑ пулсан та, сана хурлакан тупӑнатех, ҫапах та Ятмана ялта пурте тенӗ пекех юрӑтнӑ.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑна тӳсме ҫуках ӗнтӗ, пысӑк карачи.

Помоги переводом

10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней