Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫуйӑхать (тĕпĕ: ҫуйӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пухӑ кӗрлет пушшӗнех, Яш-кӗрӗмсен сасси ҫех: Ташӑ, юрӑ ян! каять, Пӗтӗм улӑх ҫуйӑхать.

Помоги переводом

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӗл каҫа шӑп тӑнӑ ял хушши ҫӗр сасӑпа тулнӑ: урамра ача-пӑча хаваслӑн ҫуйӑхать; лаштра йӑмрасем тӑррине йӑва ҫавӑракан кураксем пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла ҫӑвар караҫҫӗ; ҫӗнӗ вӗллесенчи шӑнкӑрчсем, ҫурхи кун илемне кӳрсе, ҫитмӗл ҫичӗ тӗслӗ кӗввине шӑрантараҫҫӗ; пӳртсем, крыльцасем умӗсенчи канавсемпе е ҫул варрипех шыв шӑнкӑртатса юхать.

Помоги переводом

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫӗрӗпе ҫуйӑхать ӗнтӗ кӗҫӗр, ыттисене те ҫывӑрма памасть.

Помоги переводом

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл ҫапӑҫма кӗрсе каять, анчах ӑна тытаҫҫӗ те, кулса, кӑшкӑрашса ҫырманалла тӗртсе яраҫҫӗ, — сӑртран ҫӑмха пек йӑванса аннӑ чух, вӑл тӳсмелле мар ҫуйӑхать:

Он лезет драться, но его хватают и со смехом, с криками сталкивают в овраг, — катясь кубарем по откосу, он визжит нестерпимо:

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Кнопка хӑранипе кӑна ҫуйӑхать.

А визжит Кнопка от страха.

4. Летчиксен «тусӗ» // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Кнопка йынӑшать, ҫуйӑхать.

Кнопка пронзительно визжит.

4. Летчиксен «тусӗ» // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ванька-Встанька Леона тӗрте-тӗрте ҫуйӑхать.

А Ванька-Встанька толкает Лео и пищит:

Лео-кассир // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Слон туртӑна-туртӑна ҫуйӑхать.

Слон рвался и ревел.

Беби-парикмахер // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Ҫак хушӑрах хӑй пӗтӗм вӑйран ҫуйӑхать.

При этом он ревел во всё горло.

Беби-парикмахер // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Беби те хӑлхана ҫуракан сасӑпа ҫуйӑхать.

Оглушительно заревел Бэби.

Беби-парикмахер // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Пур ҫӗрте те кӗмсӗртетет, чӑнкӑртатать, шӑхӑрать, ҫуйӑхать.

Всюду грохотало, лязгало, свистело, визжало.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Паллах! йытӑ урнӑ тесе ахаль каламарӑм ӗнтӗ! — ҫуйӑхать Ангелина Семёновна.

Конечно! все признаки налицо! — восклицала Ангелина Семеновна.

Кӗтмен экзамен // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Ишет! — ҫуйӑхать Липучка.

Поплыл! — завизжала Липучка.

Пиратсем // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Ӑсран тухса кайрӑр-им?! — ҫуйӑхать вӑл.

В уме?! — вопит он.

54 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Алӑсем те тунсӑхлаҫҫӗ: халӗ хамӑн пӗчӗк ачамсене тытасчӗ те, вӗсене ҫӳҫӗсенчен, пичӗсенчен лӑпкаса ачашласчӗ, мачча патне ҫитиех ывӑтасчӗ, вӗсем иккӗшӗ те ҫухӑрса янине илтесчӗ: ҫӳлелле вӗҫекенни хӑранӑ пек пулать, ҫапах та хавассӑн кӑшкӑрать, ман ҫывӑхра урайӗнче сиккелесе тӑраканни — хӑйне вӗҫме черет ҫитессе кӗтсе, тӳсӗм ҫитменнипе ҫуйӑхать

Соскучились руки: хорошо бы подхватить малышей, потрепать по волосам, по круглым щекам, подбросить к самому потолку, услышать, как оба они визжат: тот, что летит кверху, — от восторженного испуга, тот, что подпрыгивает возле меня на полу, ожидая своей очереди лететь, — от счастливого нетерпения…

11 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Вӑл та, кабинӑра пырса самаях пӑшӑхнӑскер, панкӑлт! сикрӗ лӗп шыва; хӑй ҫуйӑхать, ахӑлтатать: — Ой, шы-ывӗ-ӗ, шы-вӗ! Виталий, ку Ваттал кулли-и? — тет.

Измаявшаяся в душной кабине, она тоже особенно не раздумывая, быстро разделась и прыгнула в теплую воду: — Ай, ну и вода! Виталий, это озеро Ваттал, правда?

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кама критиклеҫҫӗ-ха? хӑйне мӑнна хурса вӑл ҫуйӑхать ҫинҫен:

Кого критикуют? — вопит, возомня, аж голос визжит тенорком.

Пуҫлӑх ҫын // Николай Евстафьев. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 110–112 с.

Ялта кам патӗнче ҫын пухӑнать — вӑл унта, ӑҫта хӑна-вӗрле пур, ӑҫта ваттисене хывса асӑнаҫҫӗ, ӑҫта ҫамрӑксен улах сӑри кӗрлет, туй ҫуйӑхать — Велюш ҫавӑнта ҫитет.

У кого соберутся гости, поминки или свадьба — Велюш тут как тут.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Таҫта, ял хыҫӗнче, лаша тулхӑрса ячӗ — ӑшӑ витене ҫитсе апат ҫиме те канма васкать пулас, ҫырмара ача-пӑча ҫуйӑхать — вӗсем пӗр чарӑнмасӑр ахӑлтатса кулаҫҫӗ, чӑнкӑ сӑрт ҫинчен вӗҫсе ана-ана умлӑн-хыҫлӑн юр ӑшне пашлатса ӳкеҫҫӗ пулмалла; ҫырма хӗрринче темӗнле хӗрарӑмӑн кӗлетки хуран курӑнать, вӑл сассине хӑпартса тата хытарса ывӑлне киле чӗнет:

Заржала где-то за деревней лошадь — видно, торопилась к скорому отдыху в теплой конюшне и корму; визжали и разноголосо гомонили ребятишки в овраге — по неутихающим взрывам смеха можно было догадаться, что, летая с крутой горки, они то и дело опрокидываются в снег; а на краю оврага темнела фигура какой-то женщины; строжась и повышая голос, она звала домой сына:

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ахаль йывӑр, тата вӑл ав ҫуйӑхать.

И так тяжело, а тут этот визг.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней