Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсенчен чылайӑшӗ эндемиксем шутланаҫҫӗ, тата ҫухалас патне ҫитнӗскерсем (сӑмахран, Boettgeria obesiuscula шуй тӗсӗ).
Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0
265 ҫынтан 18 ҫынӗ ҫеҫ, вӑйсӑрланса ҫитнӗскерсем, каялла таврӑннӑ.Из 265 человек возвратились только 18 измученных, ослабевших людей.
Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
17-мӗш ӗмӗр тӗлне, сӑмахран, Хӗвеланӑҫ Европӑри чӗлхесем вырӑс чӗлхинчен вӑйлӑрах аталаннӑ чӗлхесем пулнӑ: тахҫанах литература чӗлхин шайне ҫитнӗскерсем, вӗсем ытларах ҫивӗчленнӗ, туптаннӑ.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Хыҫҫӑнах тухтӑрсем, чи малтан килсе ҫитнӗскерсем, ҫамрӑк паттӑра сивӗ ӳпкенех лармалла мар васкавлӑ пулӑшу пачӗҫ те машинипе пульницӑна ӑсатрӗҫ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Мекеҫлене-мекеҫлене, юр хӳсе кайнӑ тӗмескесенчен такӑна-такӑна, вӗсем, хӑшкӑлсах ҫитнӗскерсем, чӗп-чӗр тара ӳкнӗскерсем, ҫур ҫула парӑнтарнӑччӗ ӗнтӗ, сасартӑк Полина вӑрӑммӑн йынӑшса илчӗ те лӗпсӗрр лӑчӑрӑнса анчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫур кун асапланчӗҫ ҫӗр пӳртре, анчах хуҫасем килсе ҫитиччен тӑлӑсене татма ӗлкӗрчӗҫ-ӗлкӗрчӗҫех, вилес патне ҫитнӗскерсем йӑлӑм вӑрманне тапса сикрӗҫ.
2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Картиш вӗсемпе кӗшӗлтетет; хура шӑртлӑ, капмар, кастарнӑ сысна аҫисем, кӑпмӑркка та йӑрӑскерсем — ҫамрӑккисем, вараланчӑк шупка кӗрен ҫурасем, пӗтӗ тачка амасем — илес-милес усӑннӑ ҫиллисенче пухӑннӑ сӗтпе ӗшенсех ҫитнӗскерсем, — пин-пин йӗке хӳре, шӑлӗсене йӗрнӗ ҫӑварсем, тӗрлӗ сасӑллӑ, витӗр касакан ҫухӑру, пӗр-пӗрне перӗннӗрен чӑштӑртату — ҫаксем пурте супӑньпе сивӗ шывшӑн тунсӑхлаттараҫҫӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ҫу каҫипе пӗр-пӗриншӗн тунсӑхласа ҫитнӗскерсем кашниех хӑй мӗн пӗлни-илтнине каласа пама васкарӗ.В течение лета соскучившись по друг другу, каждый спешил поделиться своими новостями.
Пире валли те юлӗ-ха // Юрий Ксенофонтов. «Капкӑн», 2011, 16№, 3 с.
Чӗр чунӑн хӳри пӗр пӗҫӗрен теприн ҫине шайлӑн ҫатлата-ҫатлата шӑнасене хӑвалать, вӗсем вара, ӳт чӗтревне-хусканӑвне питӗ лайӑх тӗпчесе ҫитнӗскерсем, вӗҫсе тараҫҫӗ те — чӑрмавсӑрах тепре пырса лараҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Кунран та ытларах, тӑшмансене улталасси те ак питӗ кӑткӑс та икӗ вӗҫлӗ; ҫакна кӗрешӳ тактикин тӳрремӗнех пурнӑҫламалли чи конкретлӑ уйрӑм сыпӑкӗсенче кӑна тума юрать, мӗншӗн тесен пирӗн тӑшмансене пирӗн туссенчен тимӗр стена уйӑрса тӑмасть; тӑшмансене ӗҫҫыннисем пачах итлеме пӑрахман-ха, ҫавӑнпа та вӗсем, массӑсене улталама питӗ ӑста хӑнӑхса ҫитнӗскерсем, эпир чееленсе тӑвакан маневрсене тимлесех — тата ӑнӑҫлӑн та! — массӑсене улталанӑ пек кӑтартма тӑрӑшӗҫ.
16 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Текех ним тума та ҫуккине курсан, аманса пӗтнӗ, юн юхтарса халран кайса ҫитнӗскерсем, вӗсем хӑйсемех перӗнсе вилнӗ.Поняв безвыходность положения, раненые, истекающие кровью, они покончили жизнь самоубийством.
Ҫӗнӗ лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Аманнӑскерсем, халран кайса ҫитнӗскерсем, вӗсем ҫӗрхута вунӑ километра яхӑн кайнӑ.За ночь, раненые и измученные, они прошли километров десять.
Ҫул ҫинче // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Разведчиксем отрядран темиҫе кунлӑха туха-туха каяҫҫӗ, тӑшман гарнизонӗсем хӑш тӗле вырнаҫнине ыйтса пӗлеҫҫӗ, чугун ҫул патне пымалли ҫуртсене сӑнаҫҫӗ, минерсене ӑсатса яраҫҫӗ, кӗперсене сирпӗтеҫҫӗ, кайран вара, хытӑ ывӑнса ҫитнӗскерсем, отряд тӑнӑ вырӑна ҫаврӑнса килеҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пӗчӗк хӗр ачасем те, ҫиччелле ҫитнӗскерсем, арланӑ.
Сӳс-кантӑр, ҫип ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Ыттисем, сехӗрленнипе тӑлланса ҫитнӗскерсем, пӗр сӑмах чӗнме те пултараймарӗҫ.Остальные были до такой степени скованы страхом, что не могли произнести ни слова.
XXXII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Вӗсем, ҫиленсе ҫитнӗскерсем, ялти чухӑнсен движенийӗ мӗнле аталанса пынине асӑрхаса тӑчӗҫ, май пур вӑхӑтра, сӑтӑр тума тӑрӑшрӗҫ; элек сарчӗҫ, хресченсене пӗр-пӗрин ҫине вӗслетсе яма тӑрӑшрӗҫ, тепӗр чухне хӑйсен хӳтлӗхӗнчен тухса, вӑрттӑн пыра-пыра тапӑнчӗҫ.
XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Каҫпа эпир, выҫса ҫитнӗскерсем, балаганра вӑрҫса ларатпӑр.
Сократ ятлӑ хур // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Ҫапӑҫу пӗтрӗ, ҫапӑҫуран тухма пӗлнӗ вунпилӗк е вунултӑ пин гладиатор ушкӑнсемпе е манипулӑсемпе, ывӑнса ҫитнӗскерсем, халтан кайнӑскерсем, йӗркесӗр сапаланса, ҫывӑхри сӑртсем патнелле пычӗҫ.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Кукӑр-макӑр сукмаксем тӑрӑх, чӑтлӑхсем витӗр, вӗсем вуникӗ тавлӑк хушшинче пилӗкҫӗр километра яхӑн тунӑ та, ирхине ывӑнса ҫитнӗскерсем Иман хулине хаваслӑн, юра юрласа пырса кӗнӗ.
6. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Питӗ те тӗлӗнмелле пек туйӑнать вӗсене ҫак шавлӑ, пысӑк хула; вӗсем, пӑравуссем кӑшкӑртнипе, урапасем тӑнкӑртатнипе, ҫынсем хыттӑн ахӑрашнипе илтми те пулса ҫитнӗскерсем, енчен енне хӑраса пӑхкалаҫҫӗ.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.