Поиск
Шырав ĕçĕ:
Дурбанра, сӑмахран ҫулталӑкри вӑтам нӳрӗк виҫи 1009 мм; кӑнтӑрлахи максимумсем кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗччен 28°С ҫитеҫҫӗ, минимумсем 21°С; ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗччен максимумсем 23°С таран ҫитеҫҫӗ, минимумсем 11°C ҫити ӳкеҫҫӗ.
Квазулу-Натал // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B0%D0%BB
Кӗҫех Ҫӗнӗ ҫул тата Раштав уявӗсем ҫитеҫҫӗ.
Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/
Хӗлиппе ачасем халь-халь персе ҫитеҫҫӗ пуль.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
Тантӑшӗсем вӑл арҫынла ҫӳренине хӑнӑхса ҫитеҫҫӗ, ӳсекен ҫамрӑксем тӗлӗннисӗр пуҫне, унпа кӑсӑкланмаҫҫӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫитменнине, яла шуррисем персе ҫитеҫҫӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кӑнтӑрла мар, ҫӗрле ҫитеҫҫӗ шыравҫӑсем авӑрман армана ухтарма.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Фашистсем Мускав патнех ҫывхарса ҫитеҫҫӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Фронт ҫывӑхне ҫитеҫҫӗ пуль ӗнтӗ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Куҫҫуль тумламӗсем, сӑмса хӗррипе юхса анса, чӗтрекен ҫӳлти тути патне ҫитеҫҫӗ те тута ҫинчен сиксе сӗтел ҫинех ӳкеҫҫӗ.
Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.
Ачасем йӑлӑхса ҫитеҫҫӗ те каллех панулми йывӑҫҫи патнелле пырса пӑхаҫҫӗ.
Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.
Кукша Ваҫҫа кӳршисем, Минке аппа ҫемйи, кӗрт тӑрӑх хапха урлӑ ҫӳресе тӳрех киле кӗмелли алӑк патне ҫитеҫҫӗ.
Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.
Хӗвел паянхи пекех хӗртсен ҫуртри тыррисем те тепрер икӗ-виҫӗ эрнерен е кӑшт маларах та тулса-пулса ҫитеҫҫӗ.
II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Ялтан тухаҫҫӗ те унталла та кунталла тӑсӑлакан сукмаксемпе утса, улӑх-сарана ҫитсе, тӗрлӗ чечекрен пуҫ кӑшӑлӗ ҫыхаҫҫӗ, уй-хир анлӑшӗпе, вӑл ӳстерекен хӳхӗм тыр-пулпа киленеҫҫӗ, катана ҫитеҫҫӗ, кунти тӗрлӗ чечек илемне пӑхса савӑнаҫҫӗ.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Иккӗшӗ те ӗҫе юратаҫҫӗ, цеха чи малтан ҫитеҫҫӗ.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Пенси кӑларма манӑн халӗ пур хутсем те ҫитеҫҫӗ.
Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.
Ҫитеҫҫӗ хайхисем столовӑйне.
Меслетне пӗлмелле // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 36–37 с.
Кӗҫ-вӗҫ персе ҫитеҫҫӗ ӗнтӗ.
Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.
Лешсем итлемеҫҫӗ, хапха патне ҫитеҫҫӗ те ик еннелле тапса сикеҫҫӗ.
24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫынсем чупса ҫитеҫҫӗ, тытнӑ хурахсене ял Совет ҫуртне илсе каяҫҫӗ.
8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫавӑрнӑ йӑвана чӗпӗ кӑларма, ху каланӑ пек, «арӑмӗсем» вӗҫсе ҫитеҫҫӗ.
4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.