Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫитертӗмӗр (тĕпĕ: ҫитер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑнасене чиперех ҫитертӗмӗр, анчах пӗр кӗтмен истори килсе тухрӗ, — терӗ вӑл шӑппӑнрах.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗскен каласан, хваттерсене эпир кӗркуннеччен хӑтлӑх кӳрсе ҫитертӗмӗр.

Помоги переводом

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

9 ҫултан ҫеҫ ҫӗнӗ ҫурт лартма вӑй-хал ҫитертӗмӗр, - салтрӗ сӑмах хутаҫҫине пӗчӗкрех кӗлеткеллӗ сӑнран илемлӗ ватӑ.

Помоги переводом

Мӑшӑр хисеплени хаклӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/mashar-xisepleni-xakla.html

Тепӗр ҫур сехетрен мӗн тумаллине пӗтӗмпех хатӗрлесе ҫитертӗмӗр.

Помоги переводом

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Лашасене ҫитертӗмӗр.

Помоги переводом

Ҫул // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ӗнесене хӗлӗпех талӑкне пӗрер пӑта яхӑн кукуруза силосӗ ҫитертӗмӗр.

Помоги переводом

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Турра шӗкӗр, — терӗ вӑл, — чылайччен пӑтранса пурӑннӑ хыҫҫӑн хамӑр юртра каллех йӗрке туса ҫитертӗмӗр.

Помоги переводом

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малтан аш татӑкне пӗчӗккӗн тураса ҫитертӗмӗр, унтан шӑшисем тытса патӑмӑр.

Помоги переводом

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Ҫемук манӑн алӑри ҫӑпата кантрине тытрӗ, иккӗн ҫӑпатана пирӗн тӗле туртса ҫитертӗмӗр.

Помоги переводом

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Республикӑри ветерансен советне туса хунӑранпа 35 ҫул ҫитнине халалласа альбом-эстафета хатӗрлесе Йӗпреҫ районне ҫитертӗмӗр.

Помоги переводом

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

— Ҫумӑр ҫӑвасса кӗтсех ку тарана ҫитертӗмӗр ака сухине, — терӗ татах старик, суха калакне йытпыршинчен тасатнӑ хушӑра.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вара малалли ӗҫ хӑвӑрт кайрӗ — паян ак ҫӗнетнӗ версие сире кӑтартма та май ҫитертӗмӗр!

После этого дальнейшая работа ускорилась — и сегодня мы можем показать вам обновленную версию!

Куҫару сайчӗ ҫӗнелнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30840.html

Пӗр уйӑхран пӗтӗмпех туса хатӗрлесе ҫитертӗмӗр.

По прошествии месяца все было готово.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кӗсъе тӗпӗнче тӑрса, эпир юпасен тӑррине кармашса аран пӳ ҫитертӗмӗр.

Стоя на дне кармана, мы только с большим трудом могли достать рукой до их верхушки.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кӑҫал эпир ҫакӑн евӗрлӗ пулӑшӑва илме пултаракан ушкӑнсен йышне 47-е ҫитертӗмӗр.

В этом году мы расширили до 47 количество категорий тех, кто имеет право на такую помощь.

Юрист кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2021/12/03/gla ... et-s-dnyom

Каярахпа магнитлӑ минӑсене бензин тултарнӑ цистернӑсем айне хура-хура яма та ӑс ҫитертӗмӗр.

Потом додумались ставить магнитные мины под цистернами с горючим.

Здолбуново станцийӗнче // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Каярахпа эпир Рихтере, хӑй калашле, антратсах ҫитертӗмӗр: унӑн иккӗмӗш фольваркне те аркатса тӑкрӑмӑр, икӗ автомашинине те туртса илтӗмӗр, ӗнтӗ хӑй патнелле те ҫитме пуҫларӑмӑр.

Рихтера мы потом, как говорится, допекли: разгромили второй его фольварк, захватили две его автомашины и уже добирались до него самого.

Тискер «йӗрке» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Ҫавна пула эпир халь пӗтӗмпех пулса ҫитнӗ тата нумай йывӑрлӑхсене тӳссе ирттернӗ нумай нациллӗ социализмлӑ патшалӑх туса ҫитертӗмӗр, унӑн ҫирӗплӗхне ҫутҫанталӑкӑн кирек хӑш пайӗнчи кирек хӑш нациллӗ патшалӑх та хапсӑнма пултарнӑ пулӗччӗ.

В результате мы имеем теперь вполне сложившееся и выдержавшее все испытания многонациональное социалистическое государство, прочности которого могло бы позавидовать любое национальное государство в любой части света.

II // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.

— Пирӗн ҫапла пулса тухрӗ, мулкача вӗлертӗмӗр, ҫитерессе хурчкана ҫитертӗмӗр.

— Получилось у нас так, что убили мы зайца, а откормили ястреба.

II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Темиҫе кун хушшинчех сада йӗркене кӳртсе ҫитертӗмӗр.

В несколько дней сад был приведён в порядок.

7. Пирӗн пионеротряд // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней