Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫитертӗм (тĕпĕ: ҫитер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кутамккине пульница картлашки патне эпӗ аран-аран илсе ҫитертӗм.

Помоги переводом

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Паян хӑюлӑх ҫитертӗм те… чи йӗркесӗр ҫын пек хӑтланса пӗтрӗм…

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Юрать-ха, плащ тӑхӑнтӑм, пиншак айӗнчен ҫурӑм ӑшши тӑхӑнма та ӑс ҫитертӗм.

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Ан тив, эп тӑр ухмах е динозавр пулам, маншӑн акӑ мӗн хаклӑ: пӗр пысӑк ҫылӑхран тасалтӑм, тӗрӗслӗхе халӑх патне ҫитертӗм.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Те эпӗ ӑна ытла та йӑлӑхтарса ҫитертӗм, те вӑл мана шеллерӗ, те тата эпӗ хамӑн хавхалануллӑ сӑмахсемпе ӑна хӑйпе те ҫӗклентерсе ятӑм, — пӗлместӗп, анчах икӗ эрне иртсен, вӑл мана ҫав ӗҫе майлаштарса пачӗ.

Помоги переводом

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Унти «хӗрлӗ кӗтесе» ӗнер выставкӑри пек капмар йӗркелесе ҫитертӗм, пӗр ҫылӑх катӑлтӑр терӗм.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Ак ку пӗчӗкрех хутаҫне эпӗ йӑтса ҫитертӗм, анне, ай мӗнле ывӑнтӑм, — терӗ Санюк, амӑшӗ ҫумне пырса ларса.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пирӗн урамра ҫынсем пурӑнмаҫҫӗ тесе, электрицӑ ҫутине те памаҫҫӗ, ывӑлӑма ҫурта ҫутса апат ҫитертӗм.

Помоги переводом

Пенсие тухсан… // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 5–7 с.

Масар ҫырмаран инҫе-е. Кана-кана йӑтса ҫитертӗм.

Помоги переводом

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пуйӑс ҫине лартса Самука ҫитертӗм.

Помоги переводом

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Хӗре хулӗнчен ҫавӑтма та хӑюлӑх ҫитертӗм.

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хваттер алӑкӗ патне ҫитертӗм, хӑюлӑх тупӑнчӗ, эпӗ ӑна ыталаса чуптурӑм.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Куҫӑма уҫма епле мехел ҫитертӗм — ас тумастӑп, анчах уҫсан лаштах сывласа ятӑм: вӑрманти мӗлке мар, капӑр тумланнӑ тачка ҫын мана хул пуҫҫисенчен тытнӑ, силле-силле ыйтать:

Не помню, как я решился открыть глаза, но открыв их, увидел, что не лесной призрак, а тучный человек в богатой одежде держит меня за плечи, встряхивая и приговаривая:

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Алӑ тупанӗсем ҫуннине тата тӑнлава юн шакканине туятӑп; эпӗ татӑклӑ утӑм тӑваслӑхпа чыхӑнсах кайрӑм, ҫаврӑнкаласа выртакан д'Обремон шӑппӑн харлаттарма пуҫласса аран-аран тӳссе ҫитертӗм.

Я чувствовал, как горят ладони и кровь бьет в виски; я захлебывался решимостью, и стоило большого труда дождаться, пока д'Обремон, перестав ворочаться, начал коротко всхрапывать.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

— Чӗрӗлле тир сӗвекен ҫакскер… ҫак этем ҫынла кулаясси пирки хама шухӑшламашкӑн хистеме, вӑйпах хистеме епле мехел ҫитертӗм?».

— Как мог я заставлять себя думать, думать насильно, что такой живодер способен улыбнуться по-человечески».

Шурӑ шар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 136–139 с.

Эпӗ сан патна юратакан вӑйӑмпа вӑрахчен утрӑм; ил мана, пурнӑҫран уйӑр, кирек мӗн ту, эпӗ хамӑнне пурӑнса ҫитертӗм.

Я шел к тебе долгим любящим усилием; возьми меня, лиши жизни, сделай, что хочешь, — я дожил свое.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Тен, этем пурӑнман ҫак утрав ҫинче эпӗ сире йӑлӑхтарса та ҫитертӗм пулӗ?

Может быть, я надоел вам на этом необитаемом острове?

16 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Юлашкинчен ҫапах та капитанпа пӗрле урама тухма хӑюлӑх ҫитертӗм.

Наконец я набрался храбрости выйти с капитаном на улицу.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Унти ученӑйсене эпӗ ҫак сӑмах ӑҫтан тухса кайни ҫинчен каласа пама хӑюлӑх ҫитертӗм.

Я отважился высказать тамошним ученым догадку насчет происхождения этого слова.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ытти выльӑхӗсене пурне те ҫыран хӗрне чиперех илсе ҫитертӗм те Гринвичре вӗсене симӗс курӑк ҫине кутӑн-пуҫӑн сиккелесе выляса ҫӳреме кӑларса ятӑм; вӗтӗ симӗс курӑка вӗсем пит юратса ҫирӗҫ, ун пек ҫиессе эпӗ кӗтменччӗ.

Весь остальной скот я благополучно доставил на берег и в Гринвиче пустил его на лужайку для игры в шары; тонкая и нежная трава, сверх моего ожидания, послужила им прекрасным кормом.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней