Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ун пек пулас пулсан, вӑл аллисене брезент куртка кӗсйине чикӗ те малалла ҫирӗппӗн утӑмлӗ (тусанлӑ туфлири пӗчӗк ура, мӗнпур иккӗленӗве сирсе янӑ евӗр, ирӗклӗн те ҫирӗппӗн пусӗ), унтан — тепӗр утӑм тӑвӗ, вара кайӗ малалла, пуҫне турӗ тытса.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
— А-а! — тӑсса янӑ Фома, унтан сасартӑк, ҫирӗппӗн те усаллӑн: — Хам пулсан, панӑ пулӑттӑм эпӗ ҫав мужике! Мӗнпур пит-куҫне ҫапса лапчӑтаттӑм! — тесе, ҫирӗппӗн чӑмӑртаса кӑтартнӑ вӑл катмар чышкине тырӑ йышӑнакана.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ вӗсем пурте ман куҫ умӗнче: Толя Попов — яланхи пекех, йӗркеллӗн тумланнӑскер; Дема Фомин — халӗ те хӑйне, яланхи пекех, шӳт тӑвасран тата ашкӑнасран аран тытса чараканскер, Ангелина Самощина — ҫемҫе те сарӑ ҫӳҫлӗ илемлӗ хӗр, — унӑн сенкер куҫӗсем юлташӗсем ҫине шанчӑклӑн пӑхаҫҫӗ; Вася Левашов — тарӑн шухӑшлӑ та хӑюллӑ ҫын; Майя Пегливанова — яштака, ҫӳлӗ, тутисене мӑнкӑмӑллӑн ҫыртнӑскер, Нина Иванцова — хӑйне-хӑй ҫирӗппӗн те йӗркеллӗн тытакан шухӑшлӑ, кирек мӗнле хӑрушӑ ӗҫе кайма, юлташа ҫийӗнчех пулӑшу пама хатӗр тӑраканскер, — эпӗ унӑн тӗлӗнмелле тарӑн, шухӑшлӑ куҫӗсене куртӑм, унӑн куҫӗсенче ҫав маттур хӗрӗн пӗтӗм ҫутӑ чунӗ ҫуталса тӑрать; Валя Борц — чӗмсӗр, асӑрхануллӑ, чи хӑрушӑ ӗҫсем тума хушасса кӗтсе тӑракан хӗр; маттур Сергей Тюленин — типшӗм, ача пекех ҫамрӑкскер, пӗтӗм чун-чӗрипех салтак ӗнтӗ; ҫӳлӗ те яштака Жора Арутюнянц — хӑйӗн хура куҫӗсене ялтӑртаттарса тӑраканскер, яланхи пекех, хӑйне-хӑй ҫирӗппӗн те йӗркеллӗн тытать.
«Ҫамрӑк гварди» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
6-мӗш пайӑн иккӗмӗш–тӑваттӑмӗш абзацӗсенче «Федерацин «2014–2017 ҫулсенче тата 2020 ҫулчченхи тапхӑрта ял территорийӗсене ҫирӗппӗн аталантарасси» тӗллевлӗ программин» сӑмахсене «ял территорийӗсене ҫирӗппӗн аталантарас енӗпе» сӑмахсемпе улӑштарас;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин 2018 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2019 тата 2020 ҫулсенчи тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №1 от 08 февраля 2018 г.
«Херш карьери аяла анса ларнӑ», «Камелота пӗтерес ӑссӑрла ӑнтӑлура… пайӑн-пайӑн Херш, утӑм хыҫҫӑн утӑм ҫирӗппӗн туса, хӑйӗн карьерипе таса ятне тӗп тунӑ», «Ку кӑштах вӗрентекен истори те, кӑштах йӳҫӗ тутӑ паракан фарс та — ҫынсем ыйтнине тата журналистикӑна юрас тесе пулса иртнӗ ултав тата ҫын хӑйне хӑй улталанин историйӗ» — прессӑра кӗнеке пирки тата автор ҫинчен ҫапла хаклавсем пичетленнӗ.
Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88
Малалла ҫирӗппӗн утӑмлассишӗн сасӑлӑпӑр.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Вӗсене ҫамрӑксене ыранхи куна ҫирӗппӗн шанма, хӑйсене паян хӑтлӑ туйма пулӑшакан хушма майсене те кӗртмелле.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Кӑтартусене ҫирӗппӗн пысӑклатса пыма ҫӗрсене кашни гектар тухӑҫлӑхне ӳстерес тӗллевпе сыватассине тивӗҫтермелле.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Эпир сирӗнпе ятарлӑ ҫар операцийӗнче Ҫӗнтерӳ тӑвассине тивӗҫтерес тӗлӗшпе пурте пӗр шухӑшлӑ тата ҫакна ҫирӗппӗн шанса тӑратпӑр.Мы с вами едины и непоколебимы в достижении Победы в специальной военной операции.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Ҫапах та, йывӑрлӑхсем пулсан та, эпир ҫаплах ӗҫлетпӗр, социаллӑ обязательствӑсене пурне те пурнӑҫлатпӑр, халӑх пурӑнакан вырӑнсене хӑтлӑлататпӑр, малалла ҫирӗппӗн утатпӑр.
Пишпӳлек район Совечӗн отчет сессийӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3637104
Радио передачисем совет ҫыннисене кулленхи пурнӑҫпа ӗҫре пысӑк пулӑшу пани, радио итлесси ӗҫ ҫыннисен йӑлине ҫирӗппӗн кӗрсе пыни ҫинчен калакан тӗслӗхсем пит нумай илсе кӑтартма пулать.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Ҫакӑ пурте – «симӗс энергетикӑн» тытӑмлӑ сыпӑкӗсем, вӑл вара Чӑваш Ене ҫирӗппӗн аталантармалли программӑн пӗр пайӗ шутланать тата ҫынсен пурнӑҫӗн пахалӑхне малалла ӳстерсе пымалли никӗс пулса тӑрать.
Олег Николаев Энергетик кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/22/chva ... ergetik-ku
— Сас памасӑр пураран нихӑшӗ те ан тухнӑ пултӑр, — ҫирӗппӗн пӗлтерчӗ ачасене Апуҫ.
8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Икӗ ҫамрӑк йӗкӗт пӗр-пӗрин аллине ҫирӗппӗн чӑмӑртарӗҫ.
4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
— Пур, — ҫирӗппӗн каларӗ Тина.
4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Пӗли-пӗлми чӗлхипе вырӑсла калаҫкаласа, арҫынла пысӑк аллисемпе урана тирекен хӑмӑл ҫинче выртакан ыраша тӑпӑл-тӑпӑл ҫавӑрса илет те, пилӗкӗ тӗлне тытса, пӗтӗрнӗ ыраш тунипе ҫирӗппӗн тӗвӗлесе ҫыхать.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Сирӗн вӑй-хал нумай, ҫавӑнпа тӗллев патне ҫирӗппӗн утӑр.Ваша харизма будет на очень высоком уровне, поэтому смело идите к своей цели.
45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Тӳрех хӗпӗртӳ туйӑмӗ пуҫа пырса ҫапрӗ: эппин, сцена ҫинче ҫирӗппӗн ҫӳрекен пирӗн пекех кулленхи пурнӑҫ пирки те шутлать иҫмасса.
Калаҫма ӗмӗт ҫухатмастпӑр-ха // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 149–150 с.
«Халиччен никам та вӗлле хурчӗн пурнӑҫне тӗпчесе йӗркелеме пӗлмен. Вӗлле хурчӗ кушак пек — нихӑҫан та никама та пӑхӑнмасть», — тесе васкамасӑр, ҫирӗппӗн калатчӗ.
Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.
Пачӑшкӑ хатӗрленӳ ӗҫӗсене вӗҫленине туйса хӗрарӑмсем ҫывӑхра тӑраканнисене шӑппӑн, анчах та ҫирӗппӗн: — Тухать, тухать, хатӗрленӗр, — тесе пӗлтерчӗҫ.
Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.