Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫирӗплетсе (тĕпĕ: ҫирӗплет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тем пысӑкӑш Россия тӑрӑх ҫӳренӗ чухне эпӗ пирӗн пичет пӗлтернине ҫирӗплетсе паракан фактсем шырарӑм, анчах…

Помоги переводом

Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.

Пӗтӗр ӑна кӗскерех патак ҫумне ҫирӗплетсе хучӗ те балкон ҫине кӑларса ҫакрӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Патшалӑх Пуҫлӑхӗн суйлавне шӑпах ҫак кӑткӑс тапхӑрта ирттерни хӑех Конституцире ҫирӗплетсе хӑварнӑ демократи принципӗсем, халӑх влаҫӗ пирӗншӗн пушӑ сӑмах пулманни ҫинчен калать.

Сам факт проведения выборов Главы государства в этот сложный период говорит о том, что демократические принципы, народовластие, закрепленные в Конституции страны, для нас – не пустой звук.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Хальхи вӑхӑтра тӗнчере пулса иртекен пулӑмсем культурӑпа йӑла-йӗрке, нацисемпе конфессисен хушшинчи ҫураҫулӑхпа туслӑ хутшӑнусен витӗмлӗхне тепӗр хутчен ҫирӗплетсе параҫҫӗ.

Происходящие в настоящее время в мире события в очередной раз подтверждают значимость культуры, традиций, межнационального и межконфессионального согласия и диалога.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑри Тӗрӗслевпе шутлав палати туса ирттернӗ ӗҫсем йӗрке пӑсакансен йышне самай сахаллатма витӗм кӳнине тепӗр хут ҫирӗплетсе каланӑ.

Помоги переводом

Бюджета пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ самай чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/07/byud ... sna-tesleh

Чӑваш Енри Тӗрӗслевпе шутлав палатин председателӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2023 ҫулта укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ самай чакнӑ, кӑтарту 26,1 процента ҫити пӗчӗкленни те ҫакнах ҫирӗплетсе парать тенӗ вӑл.

Помоги переводом

Бюджета пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ самай чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/07/byud ... sna-tesleh

Наукӑпа тӗпчев ӗҫӗсене малта пыракан предприятисем пӗтӗм кӑмӑлпа хутшӑнни те ҫакнах ҫирӗплетсе парать.

Помоги переводом

Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашне Чӑваш Енре йӗркелесе ярасшӑн // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/08/chav ... yanov-yach

Н. И. Ашмарин словарӗнче «ӗлӗк чухне» сӑмах ҫаврӑнӑшне ҫакӑн пек пуплевпе ҫирӗплетсе панӑ: «Эпӗр ӗлӗк чуне ӗлӗкчӗ, ҫичӗ хӗл каҫнӑ пӑланччӗ» (IV вып., 100 стр.).

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

…«Тилли юррисене» вулатӑн та савӑнса ҫапла калатӑп: ку юрӑсенче — тӑван халӑх юрри-сӑввисен тахҫантанпа пухӑнса пынӑ илемӗ, халӑх кӑмӑлӗ, ӑс-хакӑлӗ, чӑваш поэзийӗн хӑйне евӗрлӗхӗ, вӑйӗ, поэт ӑсталӑхӗ, тетӗн, вара ху каланӑ сӑмахсене ҫирӗплетсе пама, сӑлтавлама, ӑнлантарма тытӑнатӑн.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Лутра пушмаклӑ чупу роликӗсенче усӑ кураҫҫӗ, ура тунине унта ҫирӗплетсе ҫыхман, ҫавна май ҫемҫе пушмакпа тухӑҫлӑ чупма май килмӗ.

Используется в беговых роликах с низким ботинком, где голеностоп не зафиксирован и с мягким ботинком просто не удастся эффективно бежать.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Пассивли (ҫирӗплетсе лартнӑскер) тата активли (тормоз калӑпӗ ролика малалла кӑларсан анать) пулать.

Бывает пассивный (закреплен) или активный (тормозная колодка опускается, когда ролик выдвигается вперёд).

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Ульяновӑн диплом ӗҫӗн теми конформӑлла ӳкерӗннӗ чухнехи чикӗсен килӗшӗвӗ ҫинчен калакан Каратеодори теоремине ҫӗнӗлле ҫирӗплетсе пани пулнӑ.

Темой дипломной работы Ульянова было новое доказательство теоремы Каратеодори о соответствии границ при конформном отображении.

Ульянов Пётр Лаврентьевич // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A3%D0% ... 0%B8%D1%87

Венюк хирӗҫлесе те пӑхрӗ, анчах та хӑй те сиссе юлмарӗ, Апуҫран укҫа илни ҫинчен ҫирӗплетсе алӑ пусрӗ.

Помоги переводом

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Кӗҫех хутсене ҫирӗплетсе каялла таврӑнчӗҫ.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Килӗшетӗп! — ҫирӗплетсе хуравларӗ Кӗтерук.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку шухӑша ҫирӗплетсе пама сӑлтавне те тупрӗҫ: ахальтен-и вӑл ҫав ир пит салхуччӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм ҫирӗплетсе каланисем витӗмлӗ пек туйӑнчӗҫ пулсан та, Ҫтаппанӑн ӗненесех килмерӗ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Туршӑн та асамӑҫлать! — ыттисен шухӑшне ҫирӗплетсе кӑшкӑрчӗ те Платун ҫавӑнтах хаяррӑн ятлаҫма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗре патак ҫапса кӗртрӗмӗр, патак ҫине хӑма татки ҫирӗплетсе хутӑмӑр, хӑма варрине пӑта ҫапса сехет варри турӑмӑр.

Помоги переводом

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Ҫамрӑк йывӑҫа ҫекӗл пек туратпа авса темле май ҫӗр ҫумне ҫирӗплетсе хутӑм.

Помоги переводом

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней