Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫирӗплетрӗм (тĕпĕ: ҫирӗплет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ, — пуҫа сӗлтсе ҫирӗплетрӗм.

Помоги переводом

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Эпӗ чӑнлӑх умӗнче тӑнине кӗретӗнех ҫирӗплетрӗм те чакса тӑтӑм, шухӑшӑмсене пуҫтарма чукун юпа ҫине лартӑм.

Убедившись, что имею дело с действительностью, я отошел и сел на чугунный столб собрать мысли.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ шухӑшсен ҫак ҫаврӑнӑшӗ кӳрсе килнӗ хӑш-пӗр йышӑнӑва ҫирӗплетрӗм ҫеҫ — телефон шӑнкӑртатрӗ, ҫурма тӗлӗрӗве хӑваласа ярса итлеме пуҫларӑм.

Едва я закрепил некоторое решение, вызванное таким оборотом мыслей, как прозвонил телефон, и, отогнав полусон, я стал слушать.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫак чӑрмавсем — капӑркка, анчах часах йӑлӑхтараҫҫӗ, — лашасене, утсене утма хистеҫҫӗ, ҫак самантсенче хамӑн ӑйӑр тӳсӗмлӗ пулнине киленсех ҫирӗплетрӗм.

Эти препятствия, живописные, но и надоедливые, заставляли коней идти шагом, и я не без удовольствия убедился в выносливости своей лошади.

V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Кӳлӗрен ҫурҫӗрелле кайсан иккӗленмесӗрех ҫирӗплетрӗм: Лиамба — Танганайкӑн кӑнтӑр-хӗвел тухӑҫ пайӗ.

Пройдя озером к северу, я убедился, что это — юго-восточная часть Танганайки.

XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ун патне тепӗр урана сӗтӗрсе кӑлартӑм та ҫирӗплетрӗм: капла эпӗ минутра вунӑ фут хӑвӑртлӑхпа ҫеҫ куҫаятӑп ахӑр.

Проволочив к ней вторую ногу, я убедился, что могу идти так со скоростью десяти футов в минуту.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Кӗҫех ҫирӗплетрӗм: вӗсем ҫул ҫинче мар, ҫавра пӳлӗмре; унӑн сылтӑм пайӗ эпӗ чалӑшшӑн пӑхакан ҫӗртен мана курӑнмасть, анчах сулахай енӗ тата варри, ҫак икӗ ҫын тӑракан вырӑн, куҫ умӗнче пекех, ҫавӑнпа та пӗтӗм калаҫӑва илтеетӗп.

Как скоро я убедился, они вошли не в проход, а в круглую комнату; правая часть ее была от меня скрыта, — по той косой линии направления, как я смотрел, но левая сторона и центр, где остановились эти два человека, предстали недалеко от меня, так что я мог слышать весь разговор.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Шухӑшӑма ҫеҫ каларӑм, ӑна опытпа ҫирӗплетрӗм: Александр Гринӑн хӑйне евӗрлӗ стильне ҫӗр проценчӗпех чӑвашлатма пулать, тӗрӗсрех — чӑвашлатрӑм теме хӑюлӑх ҫитеретӗп.

Я только высказал свое мнение, подтвердил ее опытом: уникальный стиль Александра Грина можно на сто процентов перевести на чувашский, а вернее — осмелюсь сказать, что я это и сделал.

Александр Грин тата паянхи ӑру // Арсений Тарасов. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 5–9 с.

— Тӗрӗс, эпӗ ялан шӑпах пӗлтерме намӑс япаласем ҫинчен калатӑп, — ҫирӗплетрӗм эпӗ, — анчах пурне те мар, хам шаннӑ ҫынсене кӑна.

— Да, я всегда говорю именно те вещи, в которых мне стыдно признаться, — подтвердил я, — но только тем, в ком я уверен.

XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ пурне те тӳссе ирттертӗм, хамӑн чӗреме ҫирӗплетрӗм, мӗншӗн тесен манӑн пурӑнас тата сирӗн туррӑра хирӗҫ кӗрешес килчӗ.

Я перенес все и закалил свою душу терпением, потому что хотел вернуться к жизни и снова объявить войну вашему Богу.

VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Эпӗ колонна списокне ҫирӗплетрӗм.

— Я утвердил список колонны.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Чӑнласах калатӑп, — ҫирӗплетрӗм эпӗ хам шухӑша.

— Я говорю серьезно, — подтвердил я.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Малтан икӗ юпине ҫирӗплетрӗм, унтан тата темиҫе юпа лартрӑм, ҫӳле малтанхи пекех хӑмасем хутӑм.

Окончательно укрепил первые две сваи и поставил еще несколько, тоже с досками наверху, как и первые две.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӗсене эпӗ пӗр-пӗрин ҫине майлаштарса хутӑм, шал енчен тӗкӗсемпе ҫирӗплетрӗм.

Я сложил их рядами, один на другой, а изнутри укрепил ограду подпорками.

Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Ҫапла, Монготимо, — тепӗр хут ҫирӗплетрӗм эпӗ.

— Да, Монготимо, — повторил я твердо.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

15. Эпӗ вӗсене ӑс патӑм, вӑйне ҫирӗплетрӗм — вӗсем Мана хирӗҫ усал шухӑш тытрӗҫ.

15. Я вразумлял их и укреплял мышцы их, а они умышляли злое против Меня.

Ос 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней