Поиск
Шырав ĕçĕ:
23. Эсир, [хӑвӑра Ҫӳлхуҫа Турӑ парас] ҫӗре ҫитсессӗн, унта ҫимӗҫ ӳстерекен пӗр-пӗр йывӑҫ лартсассӑн, унӑн ҫимӗҫне касман ҫимӗҫ вырӑнне хурӑр: вӗсене виҫӗ ҫулччен касман ҫимӗҫ вырӑнне хурас пулать, вӗсене ҫимелле мар; 24. тӑваттӑмӗш ҫулхине унӑн мӗнпур ҫимӗҫне Ҫӳлхуҫа уявӗсене халалласа памалла; 25. пиллӗкмӗш ҫул эсир унӑн ҫимӗҫне ҫиме пултаратӑр, вӑл ӳстернӗ пӗтӗм ҫимӗҫе хӑвӑр валли пуҫтарса илме те юрать.
Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Кирек хӑш лайӑх йывӑҫ та ырӑ ҫимӗҫ тӑвать, начар йывӑҫ япӑх ҫимӗҫ тӑвать; 18. лайӑх йывӑҫ ҫинче япӑх ҫимӗҫ пулмасть, начар йывӑҫ ҫинче те ырӑ ҫимӗҫ пулмасть.
Мф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Юхӑм шыв хӗррипе ку енче те, леш енче те ҫимӗҫ паракан тӗрлӗ йывӑҫ ӳсӗ: вӗсенӗн ҫулҫи шанмӗ, вӗсем вӗҫӗмсӗр ҫимӗҫ кӳрсе тӑрӗҫ; уйӑхсерен ҫӗнӗ ҫимӗҫ ҫитӗнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем валли шыв Турӑ Ҫурчӗн сӑваплӑ пӳлӗмӗнчен юхать; вӗсенӗн ҫимӗҫӗ ҫиме, ҫулҫи эмеллеме пулӗ.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Вӗсенчен пӗри уя ҫимӗҫ таврашӗ шырама тухнӑ, хирте вӑл явӑнса ӳсекен ӳсентӑрана асӑрханӑ, ун ҫимӗҫне ӗнтӗ тумтирӗ туллиех татса тултарнӑ; таврӑннӑ та ҫав ҫимӗҫе шӳрпене вакласа янӑ, ыттисем ку мӗнле ҫимӗҫ пулнине пӗлмен.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫак Саккун Федерацин «Граждансем харпӑр хӑй валли сад ӗрчетес тата пахча ҫимӗҫ туса илес ӗҫ ҫинчен тата Раҫҫей Федерацийӗн уйрӑм саккунӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» 2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи 217-ФЗ №-лӗ саккунӗпе (малалла – Федераци саккунӗ) килӗшӳллӗн Чӑваш Республикинче граждансем харпӑр хӑй валли сад ӗрчетес тата пахча ҫимӗҫ туса илес ӗҫри (малалла – сад ӗрчетес тата пахча ҫимӗҫ туса илес ӗҫ) хӑш-пӗр ыйтусене йӗркелесе тӑрать.
Чӑваш Республикин бюджет дефицичӗн пӗр пайне саплаштарас тӗллевпе Чӑваш Республикин бюджетне федераци бюджетӗнчен бюджет кредичӗ парасси ҫинчен калакан килӗшӳсем ҫумне тунӑ хушма килӗшӳсене ҫирӗплетесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №46 от 10 июля 2019 г.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее Синай тӑвӗ ҫинче ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, вӗсене кала: эсир Эпӗ хӑвӑра паракан ҫӗре ҫитсессӗн, Ҫӳлхуҫанӑн шӑматкунӗ ҫӗр канса вырттӑр; 3. ултӑ ҫулччен хӑвӑн хирне акса тӑр, ултӑ ҫулччен хӑвӑн пахчунта иҫӗм турачӗсене касса тӑр, вӗсем ӳстернӗ ҫимӗҫе пуҫтар, 4. ҫиччӗмӗш ҫул вара ҫӗршӗн канӑҫлӑх шӑмачӗ, Ҫӳлхуҫа шӑмачӗ, пултӑр: хӑвӑн хирне ан ак, иҫӗм турачӗсене ан кас; 5. хӑвӑн ану ҫинче хӑех ӳссе ларнине вырса ан ил, касман иҫӗм турачӗсем ҫинчи ҫырлана ан тат; ҫак ҫул ҫӗршӗн канӑҫлӑх ҫулӗ пултӑр; 6. ҫав ҫимӗҫсем сирӗншӗн пуриншӗн те ҫӗр шӑмачӗ иртичченех ҫимелли апат пулӗҫ: саншӑн та, санӑн арҫын чурушӑн та, хӗрарӑм чурушӑн та, тара тытнӑ тарҫушӑн та, сан патна пурӑнма куҫса пынӑ ҫыншӑн та, 7. санӑн выльӑхушӑн та, санӑн ҫӗрӳ ҫинчи тискер кайӑксемшӗн те ҫӗр ӳстернӗ мӗнпур ҫимӗҫ ҫимелли апат пултӑр.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗҫшӗн пӑшӑрханакан Машӑна шывсӑр участокра мӗн пурри пурте типсе ларассӑн туйӑнать, ҫавӑнпа вӑл пурне те йӗркипе шӑварать: пахча ҫимӗҫсене, акнӑ тырӑсене, ҫимӗҫ йывӑҫҫисене.
17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Малтанхи ҫулах Захар Митрич тырӑсен ҫӗнӗ сорчӗсене, курӑксене, пахча ҫимӗҫсене сӑнаса пӑхрӗ, ҫимӗҫ йывӑҫҫисене тунӑран, темрен лартса ӳстерчӗ.
4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мӗншӗн-ха вӑл ӗлӗк, шарккух ҫунсан та, пулӑ шӳрпи ытлашширех вӗресен те, яшкана ешӗл ҫимӗҫ ямасан та, Акулинӑна лӑпкӑн та мӑнаҫлӑн хӑтӑрса илетчӗ те манатчӗ, халӗ вара, ун пек-кун пек пулсан, вӑл сӗтел хушшинчен сиксе тухать, кухньӑна чупса каять, Акулинӑна чӗрре кӗрсех ӳпкелешет, Анисьйӑна та ҫилленет; тепӗр кунне вара яшкана ешӗл ҫимӗҫ янине, пулӑ мӗнле пиҫнине хӑй тӗрӗслет.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Илсе кӑтартнӑ тӗслӗхсенче Иван Андреевич «ҫимӗҫ» сӑмаха, «пахча ҫимӗҫ» сӑмах майлашӑвне нумайлӑ хисеп форминче усӑ курнӑ.
Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21
Пӗртен-пӗр ҫитменлӗх — ӑшӑра ҫак меслетпе тирпейленӗ ҫимӗҫ йӳҫме пуҫлать, шывне улӑштарсах тӑма, ҫимӗҫсене ҫуса тасатма тивет.
ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№
16. Мана эсир суйласа илмен, Эпӗ сире суйласа илтӗм: сире тӗнчене яма, ҫимӗҫ, ӗмӗрлӗх ҫимӗҫ, кӳччӗр тесе тата эсир Аттемрен Ман ятӑмпа кирек мӗн ыйтсан та, Вӑл сире ҫавна патӑрччӗ тесе суйласа илтӗм.
Ин 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл Турӑпа Путекӗн аслӑ пуканӗ айӗнчен юхса тухать, 2. тӗп урам варрипе юхать, юханшывӑн ку енче те, леш енче те чӗрӗлӗх йывӑҫӗ ӳсет; вӑл ҫулталӑкра вуникӗ хут ҫимӗҫ ӳстерсе уйӑхсерен ҫимӗҫ кӳрет; йывӑҫ ҫулҫисем — халӑхсене сиплемешкӗн.
Ӳлӗм 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Малашне хӑшӗ-пӗрисем илӗртекен сывлӑшсене тата шуйттан вӗрентнине итлесе ӗненми пулӗҫ — ун ҫинчен Сывлӑш уҫҫӑнах пӗлтерет; 2. шуйттан ӗнтӗ суеҫтерекен, икӗ питлӗ, чун-чӗри ҫылӑхпа ҫунса пӗтнӗ ҫынсем урлӑ вӗрентӗ; 3. вӗсем авланма, качча кайма хушмаҫҫӗ, хӑш-пӗр ҫимӗҫе — Турӑ пултарнинех, ӗненекенсем, чӑнлӑха пӗлнисем ӑна тав туса ҫиччӗр тесе пултарнинех — ҫиме чараҫҫӗ: 4. Турӑ пултарни пурте лайӑх, тав туса ҫисессӗн кирек мӗне те ҫиме юрать: 5. ҫимӗҫ Турӑ сӑмахӗпе, кӗлтунипе тасалать.
1 Тим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ку ытарӑш акӑ мӗне пӗлтерет: вӑрлӑх — Турӑ сӑмахӗ вӑл; 12. ҫул хӗррине ӳкни — сӑмаха итлекенсене пӗлтерет; анчах ӗненсе ан ҫӑлӑнайччӑр тесе, вӗсем патне кайран шуйттан пырать те вӗсен чӗринчен сӑмаха илсе каять; 13. чул ҫине ӳкни — сӑмаха илтсе ӑна тӳрех хавасланса хапӑл тӑвакансене пӗлтерет, анчах вӗсем тымарланайман, ҫавӑнпа пӗр вӑхӑт ӗненеҫҫӗ, анчах хӑйсене сӑнанӑ-илӗртнӗ чухне каялла чакаҫҫӗ; 14. ҫумлӑ ҫӗре ӳкни — сӑмаха илтекен ҫынсенех пӗлтерет, анчах та вӗсем пӑрӑнса кайса пурӑнӑҫ хуйхи-суйхипе, пурӑнӑҫ киленӗҫӗпе хупланаҫҫӗ те ҫимӗҫ кӳреймеҫҫӗ; 15. лайӑх ҫӗр ҫине ӳкни вара — сӑмаха илтсе ӑна ырӑ та таса чӗрере упракана, тӳсӗмлӗ пулса ҫимӗҫ кӳрекене пӗлтерет, тенӗ.
Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Лайӑх йывӑҫ начар ҫимӗҫ тумасть; начар йывӑҫ та лайӑх ҫимӗҫ тумасть.
Лк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эй Ҫӳлхуҫамӑм! мана, Хӑвӑн чуруна, Хӑвӑн умӑнта кӗлтума ирӗк парсамччӗ — пирӗн ӑстӑна, вӑрлӑх акнӑ пек, ӑнлав аксамччӗ, ҫав вӑрлӑх шӑтса тухтӑрччӗ те, эпир ӑна ҫимӗҫ пуличченех пӑхса ӳстерӗттӗмӗр, кайран ҫав ҫимӗҫпе кирек кам та пурӑнтӑрччӗ.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Рая кӑтартӗҫ, унӑн ҫимӗҫӗ ҫӗрмест, рай канлӗхпе сиплев парать; 54. анчах эпир унта кӗреймӗпӗр, мӗншӗн тесессӗн ҫимӗҫ туман вырӑнсенче ҫӳрерӗмӗр.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мана хуйхӑ ҫитрӗ! маншӑн халӗ — ҫуллахи ҫимӗҫсене пуҫтарса кӗртнӗ хыҫҫӑнхи пекех, иҫӗм ҫырлине татса пуҫтарнӑ хыҫҫӑнхи пекех: ҫиме пӗр ҫырла та, чуна пыракан пӗр пиҫнӗ ҫимӗҫ те ҫук.
Мих 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эпӗ сире тулӑх ҫимӗҫ паракан ҫӗршыва илсе килтӗм, унӑн ҫимӗҫӗпе тӑранса, унӑн ырӑлӑхне курса пурӑнччӑр терӗм; эсир вара унта ҫитрӗр те Манӑн ҫӗрӗме вараларӑр, Манӑн еткере ирсӗре кӑлартӑр.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.