Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӳрентермелли, ҫиллентермелли сӑмах персе ярас марччӗ.
Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.
— Пӗрне-пӗри кӳрентермелли, ҫиллентермелли ӗлӗк пулман теме ҫук, пулкаланӑ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Ҫиллентермелли сӑмах каларӑр?
III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Грассини патӗнче эпир унпа пӗрремӗш хут тӗл пулсан, эпӗ ӑна ҫиллентермелли сӑмах каларӑм.У меня вырвалось грубое замечание, когда мы встретились с ним в первый раз на вечере у Грассини.
III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ҫавӑнпа Эпӗ ӑна пӑрахрӑм, 32. Израиль ывӑлӗсемпе Иуда ывӑлӗсен мӗнпур усал ӗҫӗшӗн — вӗсем, вӗсен патшисемпе улпучӗсем, священникӗсемпе пророкӗсем, Иуда арӗсемпе Иерусалим ҫыннисем Мана ҫиллентермелли ӗҫсем тунӑшӑн — пӑрахрӑм.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Енном ывӑлӗн айлӑмӗнче вӑл хӑйӗн ывӑлӗсене вут-ҫулӑм витӗр кӑларнӑ, юмӑҫ та пӑхнӑ, ӑрӑмланӑ та, тухатнӑ та; вилнӗ ҫынсене чӗнсе кӑларакансене те, асамҫӑсене те ӗҫлеме ирӗк панӑ; Ҫӳлхуҫа умӗнче Ӑна ҫиллентермелли юрӑхсӑр ӗҫ нумай тунӑ.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн икӗ картишӗнче те тӳпери мӗнпур ҫара парне кӳмелли вырӑнсем туса лартнӑ, 6. вӑл хӑйӗн ывӑлне вут-ҫулӑм витӗр кӑларнӑ, юмӑҫ та пӑхнӑ, ӑрӑмланӑ та, вилнӗ ҫынсене чӗнсе кӑларакансене тата тӗрлӗ асамҫӑсене хӑй тавра пуҫтарнӑ; Ҫӳлхуҫа умӗнче Ӑна ҫиллентермелли юрӑхсӑр ӗҫ нумай тунӑ.
4 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Израиль ывӑлӗсем хӑйсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче — хӑйсене Египет ҫӗрӗнчен, Египет патшийӗн, фараонӑн, аллинчен хӑтарса илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа умӗнче — ҫылӑха кӗме пуҫласа, урӑх турӑсене пуҫҫапма тытӑннӑ, 8. вӗсем Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа кӑларса янӑ халӑхсен тата Израиль патшисенӗн йӑли-йӗркипе пурӑнма пуҫланӑ, 9. Израиль ывӑлӗсем хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тума тытӑннӑ, хӑйсен мӗнпур хулинче чӳк тумашкӑн тӳпем вырӑнсем туса лартнӑ, хурал пашнисенчен пуҫласа тӗреклӗлетнӗ хуласем таран чӳк вырӑнӗсем туса тултарнӑ, 10. кашни ҫӳллӗ сӑрт тӑрринчех, кашни лаштра йывӑҫ айӗнчех чул палӑксемпе Астарта юпине лартнӑ, 11. хӑйсем патӗнчен Ҫӳлхуҫа хӑваласа янӑ халӑхсем пек, тӳпем вырӑнсенче чӳк тума, тӗтӗрме, Ҫӳлхуҫана ҫиллентермелли киревсӗр ӗҫсем тума пуҫланӑ, 12. Ҫӳлхуҫа «апла ан тӑвӑр» тесе асӑрхаттарнине пӑхмасӑрах, йӗрӗхсене пуҫҫапнӑ, 13. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн мӗнпур пророкӗ урлӑ, витӗркурансем урлӑ Израиле тата Иудӑна ҫапла асӑрхаттарса каланӑ: хӑвӑр суйласа илнӗ киревсӗр ҫултан пӑрӑнӑр, Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса, Эпӗ каланисене пӑхӑнса пурӑнӑр, Эпӗ сирӗн аҫӑрсене тата сире хӑвӑра Хамӑн пророк чурамсем урлӑ вӗрентсе кӑтартнӑ ҫул ҫине каялла таврӑнӑр, тенӗ.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ахав ӗнтӗ Астарта юпине те лартнӑ, вӑл Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине ҫиллентермелли ӗҫсем хӑй умӗнхи Израиль патшисенчен пуринчен те ытларах тунӑ, [ҫапла хӑйӗн пуҫне ҫинӗ].
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1