Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫеҫ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫеҫ (тĕпĕ: ҫеҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ ҫӗр ҫинчи мӗнпур вӑрмантан, ҫӗр ҫинчи мӗнпур йывӑҫран иҫӗм ҫырли йывӑҫҫине ҫеҫ суйласа илнӗ; 24. Эсӗ пӗтӗм ҫӗртен пӗр айлӑма ҫеҫ суйласа илнӗ, тӗнчери мӗнпур чечекрен лилие ҫеҫ суйласа илнӗ; 25. Эсӗ мӗнпур тӗпсӗр тинӗс шывӗнчен пӗр юханшыва ҫеҫ тултарнӑ, туса лартнӑ мӗнпур хуларан Хӑвна валли Сиона ҫеҫ тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ; 26. Ху пултарнӑ мӗнпур вӗҫен кайӑкран кӑвакарчӑна ҫеҫ Хӑвӑн тесе каланӑ, Ху пултарнӑ мӗнпур выльӑхран Хӑвна валли сурӑха ҫеҫ суйласа илнӗ; 27. нумай йышлӑ мӗнпур халӑхсенчен Эсӗ Хӑвна валли пӗр халӑха ҫеҫ суйласа илнӗ, ӑна юратнӑ, ӑна пурне те юрӑхлӑ саккун панӑ.

Ты из всех лесов на земле и из всех дерев на ней избрал только одну виноградную лозу; 24. Ты из всего круга земного избрал Себе одну пещеру, и из всех цветов во вселенной Ты избрал Себе одну лилию; 25. Ты из всех пучин морских наполнил для Себя один источник, а из всех построенных городов освятил для Себя один Сион. 26. Из всех сотворенных птиц Ты наименовал Себе одну голубицу, и из всех сотворенных скотов Ты избрал Себе одну овцу; 27. из всех многочисленных народов Ты приобрел Себе один народ, и возлюбил его, дал ему закон совершенный.

3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫак туйӑм, ҫак ӗмӗт кашнинчех пулнӑ: акӑ Павловски набережнӑйра — сарнӑ чул ҫинче — йывӑр аманнӑ салтак выртать, — хӑй таврашӗнче пилӗкҫӗр салтак йынӑшса-ахлатса выртать пулин те, вӑл ҫапах та турӑран ҫӑлӑнӑҫ ыйтать, ҫӑлӑнӑҫ памасан, вилӗмне часрах ярччӗ, тет; иртсе пыракан генерала ҫул парас тесе, мӗнпур вӑйне пухса халӑх хушшине хӗсӗнсе кӗнӗ ополченец та хӑтӑласси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлать; кӗпер урлӑ йӗркеллӗн, пӗрне-пӗри хӗстермесӗр каҫса тӑма хушса тӑракан генерал хӑй те часрах каҫса кайса хӑтӑласси ҫинчен ҫеҫ ӗмӗтленет; васкаса пыракан батальонпа пӑтрашӑнса кайнӑ матрос та — хӗссе хунипе сывлаймиех пулнӑ матрос та — ҫӑлӑнасси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлать; акӑ кӗпер патне пӗр аманнӑ офицера носилкӑпа тӑватӑ салтак йӑтса килеҫҫӗ, кӗпер умӗнче халӑхӗ ытла пӑтрашӑнса тӑнипе вӗсем чарӑнса тӑчӗҫ, вара аманнӑ офицера вӗсем Николаевски батарея умне ҫӗр ҫине вырттарчӗҫ, апла пулин те — офицерӗ те, салтакӗсем те хӑтӑласси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлаҫҫӗ; пӗр тупӑ умӗнче 16 ҫул ӗҫленӗ артиллерист та ҫаплах шухӑшлать, начальниксем ӑна туппине бухта тӗпне яма хушнӑ, вара вӑл юлташӗсене чӗннӗ те чӑнкӑ ҫырантан туппине шывалла тӗртнӗ, ҫакна вара вӑл мӗншӗн апла тума хушнине ниепле те ӑнланса илеймест; карапсене аркантарса яма бомбӑсем хурса хӑварнӑ флот ҫыннисем те — карапӗсем патӗнчен баркас ҫине ларса васкавлӑн ишсе каякан флот ҫыннисем те, — хӑтӑласси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлаҫҫӗ.

Это чувство было и у смертельно раненного солдата, лежащего между пятьюстами такими же ранеными на каменном полу Павловской набережной и просящего Бога о смерти, и у ополченца, из последних сил втиснувшегося в плотную толпу, чтобы дать дорогу верхом проезжающему генералу, и у генерала, твердо распоряжающегося переправой и удерживающего торопливость солдат, и у матроса, попавшего в движущийся батальон, до лишения дыхания сдавленного колеблющейся толпой, и у раненого офицера, которого на носилках несли четыре солдата и, остановленные спершимся народом, положили наземь у Николаевской батареи, и у артиллериста, 16 лет служившего при своем орудии и, по непонятному для него приказанию начальства, сталкивающего орудие с помощью товарищей с крутого берега в бухту, и у флотских, только что выбивших закладки в кораблях и, бойко гребя, на баркасах отплывающих от них.

27 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Ҫук, пӗр хамӑн ҫеҫ шутланакан, унсӑр ниепле те пурӑнма май пулман ӗҫ кирлӗ, маншӑн, ман пурнӑҫшӑн, пурӑнма кирлӗ япаласемшӗн, ман пурнӑҫри пур лару-тӑрушӑн, манӑн пур шӑпамшӑн кирлӗ япаласенчен чи кирлӗрех ӗҫ кирлӗ; вӑйлӑ туйӑмпа кӗрешнӗ чухне пӗр вӑл ҫеҫ тӗрев пулма пултарать, вӑйлӑ туйӑм пурнӑҫран пӗр ӑна ҫеҫ хӗссе кӑлараймасть, вӑйлӑ туйӑма вӑл хӑй пӗтерет, пӗр вӑл ҫеҫ вӑй, кану парать.

Нет, нужно личное дело, необходимое дело, от которого зависела бы собственная жизнь, такое дело, которое лично для меня, для моего образа жизни, для моих средств к жизни, для всего моего положения в жизни, для всей моей судьбы было бы важнее всех моих увлечений страстью; только такое дело может служить опорою в борьбе со страстью, только оно не вытесняется из жизни страстью, а само заглушает страсть, только оно дает силу и отдых.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫавӑнпа та вара пуҫра вӗлтлетсе иртнӗ Корделин сӑнарӗнче, Обломов хавхаланӑвӗн ҫулӑмӗнче пӗр самант ҫеҫ, юратун хӑвӑрт иртсе каякан сывлӑшӗ ҫеҫ, унӑн ирӗ ҫеҫ, тӗлӗнмелле тӗрри ҫеҫ палӑрнӑ.

И потому в мелькнувшем образе Корделии, в огне страсти Обломова отразилось только одно мгновение, одно эфемерное дыхание любви, одно ее утро, один прихотливый узор.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

25. Вӗсен пӗрин те вилнӗ ҫын патне пыма юрамасть, апла вӗсем таса мар пулаҫҫӗ; ашшӗпе амӑшӗшӗн ҫеҫ, ывӑлӗпе хӗрӗшӗн ҫеҫ, пиччӗшӗпе шӑллӗшӗн ҫеҫ, качча кайман аппӑшӗпе йӑмӑкӗшӗн ҫеҫ вӗсен таса мар пулма юрать.

25. К мертвому человеку никто из них не должен подходить, чтобы не сделаться нечистым; только ради отца и матери, ради сына и дочери, брата и сестры, которая не была замужем, можно им сделать себя нечистыми.

Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Темӗнле суран пулсассӑн та, чӗре суранӗ ҫеҫ ан пултӑрччӗ, темӗнле усаллӑх пулсассӑн та, хӗрарӑм усаллӑхӗ ҫеҫ ан пултӑрччӗ, 16. такам тапӑнсассӑн та, курайман ҫын ҫеҫ ан тапӑнтӑрччӗ, такам тавӑрас пулсассӑн та, тӑшман ҫеҫ ан тавӑртӑрччӗ; 17. ҫӗлен наркӑмӑшӗнчен хӑрушӑрах наркӑмӑш ҫук, тӑшман ҫиллинчен хаяртарах ҫилӗ ҫук.

15. Можно перенести всякую рану, только не рану сердечную, и всякую злость, только не злость женскую, 16. всякое нападение, только не нападение от ненавидящих, и всякое мщение, только не мщение врагов; 17. нет головы ядовитее головы змеиной, и нет ярости сильнее ярости врага.

Сир 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Имени управляющийе Ларион Никитич Юхин, ватӑ барон Атӑлкассине пӗртен-пӗр хут килсе кайнӑ чухне хуҫалӑхпа мар, кашни уйӑхра мӗн чухлӗ укҫа илме пултарассипе ҫеҫ интересленнине туйса, имени хуҫалӑхӗ тупӑш сахал парать, хӑшпӗр ҫулӗнче тӑкакне те аран ҫеҫ хуплаштарса пырать, укҫине имение сутса ҫеҫ тупма пулать тесе ӗнентерме тӑрӑшнӑ.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иккӗшӗ ҫеҫ юлас самант ҫывхарнипе вӗсем пӗр-пӗрне ҫеҫ курчӗҫ, пӗр-пӗрин ҫинчен ҫеҫ шухӑшларӗҫ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кашни кукӑр, тӳпем, лапам, уй-улӑх, ӗшне-ката темӗнле хӑйне ҫеҫ тивӗҫлӗ, ӑна курсан ҫеҫ, ҫак тӗлте ҫеҫ хускалакан ыттисенчен уйрӑм туйӑм вӑратать чун-чӗрере.

Помоги переводом

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Мӗншӗн тесен этем капмар ҫуртсен вӗҫӗ-хӗрсӗр кварталӗсене ҫеҫ курасшӑн мар, машинӑсен сассипе заводсен шавне ҫеҫ илтесшӗн мар, вӑл ҫак ҫӗр ҫинче ытти чӗрчунсем те пуррине, вӗсемпе пӗрле е юнашар пурӑнса, хӑй ҫутҫанталӑк хуҫи ҫеҫ мар, унӑн пӗр пайӗ пулнине те сиссе-туйса тӑрасшӑн.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫак вӑхӑтра салакайӑк хӑй ҫӑварӗнчи «телейне» вӗҫертмесӗр аяккарах та аяккарах вӗҫсе ӳкме хыпӑнчӗ — халӗ ӗнтӗ вӑл хырӑмне карӑничченех тӑрантӗ, никампа та пайлашмӗ, никам та хапсӑнаймӗ, туртса илеймӗ апата, хӑй ҫеҫ кап та кап тӗшӗрӗ, хӑй ҫеҫ, хӑй ҫеҫ!

Помоги переводом

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Ҫук, йышӑнмарӗ авланнӑ арҫын чунӗ-чӗри кӑмӑлӗпе ырӑ, таса, пӑхма та чипер хӗре, йышӑнмарӗ, яхӑнне те ямарӗ, Лена пеккине ҫеҫ тус тӑвасшӑн, уншӑн ҫеҫ чӗрине яри уҫса ярасшӑн, ун пеккишӗн ҫеҫ чӑн-чӑн таса та ҫутӑ юрату вутӗнче хыпса ҫунасшӑн…

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Кунта чи кирли: пурин те тӳсӗмлӗ, кунӗ пулмалла, хӑйне хӑй мӑнна хуракан намӑса юлӗ, хӑйне хӑй пӗчӗклетекенни чапланса кайӗ; кашни ҫын ыттисене, вӗсем хӑйне мӗн сунасса кӗтет, ҫавна ҫеҫ сунтӑр; усала хирӗҫ вӑйпа тӑрса кӑна мар, ырӑ тӗслӗхпе те ҫӗнмелле; ӗҫлемесӗр алла ҫӑкӑр тытма юрамасть; сывлӑхлисен чирлисене сыватмалла, вӑй-халлисен халсӑррисене пулӑшмалла; пысӑк ӑслӑ, тарӑн пӗлӳллӗ ҫынсем тӗпчесе тупнӑ е этемлӗх пурнӑҫӗн опычӗнчен пухнӑ ырӑ, усӑллӑ пӗлӳсем пӗтӗм этемлӗх ӑс-тӑн пуянлӑхне ҫаврӑнмалла; пуянсен хӑйсен вӑхӑтлӑх пуянлӑхне тӳрӗ ӗҫпе пурӑнакан чухӑнсемпе пайламалла; ҫӗр ҫинче кашни ҫын (ҫывӑхри те, ҫич-ҫич тинӗс леш енчи те) хӑйне ҫеҫ мар, ыттисене те ырӑ ҫеҫ тӑвас, вӗсемпе юлташланас, тӑванланас шухӑш-ӗмӗтпе пурӑнмалла.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Калӑпӑр, ӑс-тӑн, туйӑм енчен пурне те пӗр шайлӑн, пӗр виҫеллӗн тусан, пурте пӗр ӗҫе ҫеҫ пӗлнӗ, пӗр ӗҫе ҫеҫ юратнӑ, пӗр ӗҫе ҫеҫ тунӑ пулӗччӗҫ, ҫавна пула ҫынсем хӑйсен пӗрлехи пурнӑҫне йӗркелесе, аталантарса яраймӗччӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сарӑ хӗвелӗ те кашни кун тухӑҫран хӑйӗнпе Полинӑн таса юратӑвне чечекленсе вӑй илме пил парса, ҫутӑ пуласлӑх шантарса ҫеҫ ӑшпиллӗн ҫӗкленнӗн, ҫурхи ӑшӑ ҫилӗ те Полинӑпа иккӗшне ҫеҫ таса юрату хумӗ ҫинче ярӑнтарнӑн, садри саркайӑк та юррине Полинӑпа иккӗшӗн телейлӗ пуласлӑхӗ ҫинчен ҫеҫ шӑрантарнӑн туйӑнчӗ ӑна…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗртен-пӗр Полинана ҫеҫ юратса унпа ҫеҫ пурнӑҫ тӑршшӗпех пӗр сукмакпа утас, ӗмӗрне те унпа ҫеҫ пурӑнса ирттерес шанӑҫпа урӑх нимӗнле хӗр пӗрчине те тусламарӗ, нимӗнле хӗрачана та куҫ хывмарӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл халӗ кӗтеет ҫеҫ, тарӑхаять ҫеҫ, шанӑҫне тӗппипех ҫухатаять те кӑшкӑраять тата ухмаха ернӗн тилӗреет ҫеҫ.

Он мог только ждать, возмущаться, впасть в отчаяние, кричать, безумствовать.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

— …Харпӑр хӑй валли ҫеҫ, харпӑр завочӗ валли ҫеҫ ҫӑкӑр тупма хӑтланни — пӗр организацисӗрлӗхе ҫеҫ ӳстерет.

— …Все эти попытки добыть хлеб только себе, своему заводу — увеличивают дезорганизацию.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ялан, историн мӗнпур сулнӑкӗсенче массӑсене тӗрӗссине каласан ҫеҫ, — ӗмӗтре пуррине чӑн пурнӑҫра пур пек кӑтартмасан ҫеҫ, «тактикӑлла шухӑшсем» тенӗшӗнех суймасан ҫеҫ, — пӗр ҫавӑн чух анчах пире ҫӗнтереймеҫҫӗ.

Мы будем непобедимы в том случае — и только в том случае, — если всегда, при всех поворотах истории будем говорить массам правду, не будем выдавать желаемое за сущее, не будем врать из так называемых «тактических соображений»…

4 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Кутузовӑн вара пӗр шанчӑк ҫеҫ — вырӑс салтакӗсен ҫав тери пысӑк паттӑрлӑхӗ ҫине шӑнни ҫеҫ, ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче тӗрӗс решени йышӑннипе ӗҫе лайӑхлатма пултарас шанчӑк ҫеҫ юлнӑ.

У Кутузова оставалась только надежда на беспримерную храбрость русских солдат, на то, что в ходе боя правильным решением он сумеет спасти положение.

VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней