Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫарсем (тĕпĕ: ҫар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виҫҫӗмӗш кунне пирӗн ҫарсем ҫитрӗҫ.

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӗсем интернационалист-воинсене Афганистанран ҫарсем илсе тухнӑ кунранпа 35 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ, халӑх вӗсен паттӑрлӑхне асра тытнине, хисепленине палӑртнӑ.

Они поздравили воинов-интернационалистов с 35-летней годовщиной со дня вывода войск из Афганистана, отметили, что народ помнит и чтит их подвиг.

Пишпӳлек районӗнче совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 35 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ // Ирина ФОМИНА. https://sutasul.ru/articles/afgan-v-r-in ... un-3646508

Ҫарсем, похода-мӗне кайсан, инҫе ҫула юрӑпа кӗскетнӗ.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Иккӗмӗш Белорусси фронтӗнчи ҫарсем январӗн 14-мӗшӗнче кӑна 950 вакун боеприпас пӗтернӗ пулать.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Истори ҫакна кӑтартса парать: никам ҫӗнтерейми ҫарсем ҫук тата пулман та.

История показывает, что непобедимых армий нет и не бывало.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

1945 ҫулхи апрель уйӑхӗнче пирӗн ҫарсем лагерьти салтаксене тыткӑнран хӑтараҫҫӗ.

Помоги переводом

Ветеран 102 ҫулпа пырать // Галина МАЛОВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/%d0%b2%d0%b ... %82%d1%8c/

Поэт пирӗн ҫарсем Атӑл хӗрринче ик ҫӗр талӑк пынӑ ҫапӑҫура тӑшмана аркатса тӑкнӑшӑн чӗререн савӑнса ҫырать, тӑшман тыткӑнӗнчен хӑтарнӑ Днепра саламлать, унтан Берлина ҫитсе, Бранденбург хапхи умӗнче хӗрӳллӗн калаҫать.

Помоги переводом

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Аслӑ утаман Андрей Овчинников ертсе пыракан Ейек хусахӗсен юлашки отрячӗ ҫапӑҫу йӗркине тӑрса, сӑрт ҫинелле юрттарса улӑхрӗ, Чархула патӗнче пурӑннӑ вырӑс хресченӗсем ҫӑмӑллӑн чупса пӗчӗк вӗтлӗх вӑрман хӗррине ҫитрӗҫ, чӑваш юланутҫисем Атӑл еннелле пӑрӑнса юртӑпа кайрӗҫ, вӗсем Михельсон ҫарне аяк пӗрчинчен пырса ҫапмалла, тутарсемпе ирҫесем тӳрем хирпе утса-чупса иртрӗҫ, юлашкинчен чи шанчӑклӑ ҫарсем тӗмеске таврашне тупӑсене сӗтӗрсе тухрӗҫ.

Помоги переводом

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав ҫарсем вара, Ейӗк ҫинчен Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтессине туха-туха кайса ирӗклӗхшӗн кӗрешме тытӑннӑ пулӗччӗҫ…

Помоги переводом

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Таврари ялсене вара эпир пысӑк мар ҫарсем кӑлара-кӑлара ярӑпӑр.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анатри ялсенчен ҫӗнӗ ҫарсем килессе кӗтет.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫакна каласшӑн эпӗ: йышӗпе пирӗн ҫарсем сахалӑн мар.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Бессарабин пур кӗтессисенче те ҫарсем тӑраҫҫӗ.

Бессарабия наводнена войсками.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑш-пӗр участокра пирӗн ҫарсем халь те чакнӑшӑн вӑл, Таня Богуцкая, хӑйне те айӑплама хатер пулчӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Иливан шутланӑ тӑрӑх, ҫармӑс мӑрсисенчен тахӑшӗ вырӑссемпе малтанах калаҫса татӑлнӑ пулас: ҫарсем питех те килӗшӳллӗн ҫапӑҫрӗҫ.

Помоги переводом

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унтан ҫарсем пӗр-пӗринпе хутшӑнса кайрӗҫ, вӑрман хӗрринче юлашки хӑрушӑ тытӑҫу пулса иртрӗ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Виҫӗ кун хушши ҫарсем Атӑл урлӑ каҫрӗҫ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Новоград Свияжскинче ҫарсем шӑпах икӗ кун канчӗҫ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Суздаль, Кострома, Ярославль, Юрьев, Шуя, Муром хулисенчен ялан воевода ҫыннисем килчӗҫ, вӗсем унта ҫарсем мӗнле пуҫтарӑнса пынине пӗлтерсех тӑчӗҫ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах Сӗве вӑрринче те ҫарсем сотниксемсӗр ан пулччӑр.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней