Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ҫулпуҫ та, салтак та, ҫавӑнпа вӑл яланах вӗсемпе юнашар тӑрса ҫапӑҫӗ, вилме пӳрнӗ пулсан, вӗсемпе пӗрлех вилӗ.
XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Мансӑрӑнах ҫапӑҫать вӑл, ҫапӑҫӗ малашне те.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Джемма баррикадӑсем ҫинче ҫапӑҫӗ.
V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Вӑл ҫапӑҫӗ вӑйлӑн татах.
Пӗр класрисем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Эпир ӑсатнӑ ӑшӑпа Вӑл паттӑр ҫапӑҫӗ, аманмӗ, Аркатӗ тӑшмана чӑл-пар!Заботой нашею согрет, Силен и смел, готовый к бою, Пойдет дорогами побед.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
7. Хӑйсем мӗн калассине каласа пӗтерсен, тӗпсӗр шӑтӑкран тухакан тискер кайӑк вӗсемпе ҫапӑҫӗ, вӗсене, ҫӗнтерсе, вӗлерӗ.
Ӳлӗм 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Анчах Иуда хӑй те Иерусалима хирӗҫ ҫапӑҫӗ, таврари мӗнпур халӑх пуянлӑхне пуҫтарса килӗҫ: ылтӑн, кӗмӗл, шутсӑр нумай тумтир илсе килӗҫ.
Зах 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: хӑйне чылай кӗтӳҫӗ ӗрленине уяман арӑслан пек, вӗсен шӑв-шавӗнчен шикленмен, вӗсем йышлӑ пулнинчен хӑрамасӑр тупӑшӗ патӗнчен чакман выҫӑ арӑслан пек, Саваоф Ҫӳлхуҫа Сион ҫине анӗ, ҫак сӑртшӑн ҫапӑҫӗ.
Ис 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара эпӗ аслӑ ҫынсемпе пуҫлӑхсене, ытти халӑха каларӑм: ӗҫӗ ку пысӑк та анлӑ, эпир хӳме тӑрӑх саланса пӗтнӗ, пӗр-пӗринчен аякра ӗҫлетпӗр; 20. ҫавӑнпа та трупа сассине хӑш енчен илтетӗр, ҫав вырӑна пирӗн пата пуҫтарӑнӑр; Туррӑмӑр пирӗн хута кӗрсе ҫапӑҫӗ, терӗм.
Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Халӑха ертсе пыма Езекия ҫарпуҫсем суйласа лартнӑ, вӗсене хӑй патне, хула хапхи умӗнчи лаптӑка, пуҫтарнӑ та вӗсен чунне пырса тивмелли сӑмахсем каласа хавхалантарнӑ: 7. ҫирӗп те хӑюллӑ пулӑр, Ассири патшинчен, унпа пӗрле килнӗ эшкертен ан хӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн пирӗн вӑй вӗсеннинчен пысӑкрах, 8. унӑн — ӳт вӑйӗ, пирӗнпе пӗрле — Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Вӑл пире пулӑшӗ, пирӗн майлӑ ҫапӑҫӗ, тенӗ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫав вӑхӑтра тухаканшӑн та, кӗрекеншӗн те тӑнӑҫлӑх пулмӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте вӑйлӑ пӑлханӗҫ; 6. халӑхпа халӑх, хулапа хула ҫапӑҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Турӑ тӗрлӗрен инкек-синкекпе сехӗрлентерсе ҫитерӗ.
2 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эпӗ вара каларӑм сире: ан хӑрӑр, ан шикленӗр вӗсенчен; 30. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, сирӗн умӑртан пырать; Вӑл хӑвӑр куҫӑр умӗнче сирӗн хута кӗрсе ҫапӑҫӗ, Вӑл сирӗншӗн Египетра та ҫапла турӗ, 31. эсӗ куртӑн ӗнтӗ, ҫакӑ пушхирте те Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана хӑвӑр килнӗ пӗтӗм ҫулӑр тӑршшӗпех, ҫак вырӑна ҫитичченех, этем хӑйӗн ывӑлне ҫӗклесе ҫӳренӗ пек йӑтса килчӗ, терӗм.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1