Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Ку ҫамрӑка тӗплӗнрех тӗпчесе пӗлмелле. Басмачсемпе ҫапӑҫнӑскер, пирӗн ӗҫре пысӑк усӑ кӳме пултарать», — шухӑшларӗ хӑй Васильев тухсанах.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Крикс, вӗҫне ҫитичченех хастарлӑ ҫапӑҫнӑскер, юлашки вӑхӑтченех Спартак килессе шаннӑччӗ, хӑйӗн юлташӗсем виле-виле выртнине курчӗ.
XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫавӑнпа Марий партийӗнчи консул Кней Папирий Карбон, нумайччен Суллӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑскер, ҫапла каланӑ: Сулла чунӗнче арасланпа тилӗ пурӑннӑ; унпа кӗрешнӗ чухне тиллине ҫӗнтерме йывӑртарах пулчӗ, тенӗ.
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Ҫав кирлӗ ӑна, — кӑшкӑрса ячӗ уксах легионер, вӑл, Африкӑри вӑрҫӑсенче ҫапӑҫнӑскер, Кай Марий ятне хисепленӗ, — ҫав тискер кайӑка, ҫав этем сӑнне тӑхӑннӑ усала ҫапла кирлӗ!
III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Спартак, сехет ҫурӑ хушши вилӗмпе пурнӑҫ хушшинче тӑрса хӑюллӑн ҫапӑҫнӑскер, тинех хӑй чӗркуҫҫийӗсем чӗтреннине туйса илчӗ.
II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вӑл аллине Ильсеяр патне тӑсма хӑтланчӗ, анчах алли, нумаях та пулмасть-ха урса кайнӑ хумсемпе калама ҫук хӑватлӑн ҫапӑҫнӑскер, халсӑррӑн усӑнса анчӗ.
XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Луганскри слесарь Клим Ворошилов, ҫуркунне кӑна Змиев таврашӗнче тӑшманпа ҫапӑҫнӑскер, халь, хӑй тавра пысӑк ҫар пухнӑ та, ҫапӑҫа-ҫапӑҫа, хӑйӗн руководителӗ тата тусӗ пулса тӑракан Сталин юлташпа пӗрлешес тесе, Царицын патнелле ҫул тытать, каярахран, кирлӗ сехетре, вӑл тискер тӑшмана Сталинпа пӗрле ҫапса аркатма шухӑшлать.
XXVII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Ҫыр: «Эпӗ, активлӑ шурӑгвардеец, мамонтовец пулнӑскер, алла хӗҫпӑшал тытса Хӗрлӗ Ҫара хирӗҫ ҫапӑҫнӑскер, хамӑн сӑмахсене…
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вара ватӑ боевой генерал, граждан вӑрҫи геройӗ, Царицын патӗнче, Кронштадт патӗнче, Орел пӑтӗнче ҫапӑҫнӑскер, Отечественнӑй аслӑ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ҫав ялавсем айӗнчех тӑрса ҫав Орел патӗнчех, халӗ Сталинград пулса тӑнӑ ҫав Царицын патӗнчех ҫапӑҫнӑскер, — ҫак паттӑр, хӑюллӑ, шуралнӑ пуҫлӑ, пӗркеленнӗ сӑн-питлӗ, нимӗнрен те хӑраман ҫын — сасартӑк пуҫне усса хайӗн кӑвак мӑйӑхӗсене шӑлкаларӗ те, ачашшӑн кулса илчӗ.
28 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
- 1