Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫапӑнчӗҫ (тĕпĕ: ҫапӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫумӑр тумламӗсем, кантӑк тӗлӗнче пӳрт хӗрринчен татӑлса анса, пусма вӗҫнеллех вӗҫе-вӗҫе кайса ӳкрӗҫ, стенана ҫапӑнчӗҫ, чул ҫине ӳксе саланчӗҫ.

Помоги переводом

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Аран-аран Укаслун тӑнне пырса ҫапӑнчӗҫ ҫак сӑмахсем.

Помоги переводом

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗренекенсем ушкӑнпа будка еннелле ыткӑнчӗҫ, алӑкран тухакан директора асӑрханмасӑр пырса ҫапӑнчӗҫ.

Несколько учеников бросились к будке, но в дверях столкнулись с директором.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Акӑ мӗн курчӗҫ вӗсем: икӗ пӑр катрамӗ пӗр харӑсах темелле Хветут пӳртне икӗ кӗтессинчен пырса ҫапӑнчӗҫ те, кӗҫех ӑна хӑйсемпе пӗрле юхтарса кайрӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чалӑм тӗлӗнче кимӗсем тӗтре ӑшӗнче сылтӑм ҫырана пырса ҫапӑнчӗҫ.

Помоги переводом

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапла кӗрешсе вӗсем алӑк патне пырса ҫапӑнчӗҫ.

Помоги переводом

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Детрей питӗ хытӑ ҫапнӑран шарсем икӗ хут пыра-пыра ҫапӑнчӗҫ те уйрӑлчӗҫ, кӑлтӑрмачла ҫаврӑнаҫҫӗ, акӑ ҫапмалли шар айккинелле кусса кайрӗ, «ҫиччӗ» вара, шӑтӑк енне кӑлтӑртатса куҫса, ун хӗрринчех чарӑнчӗ, ҫавна пула шар, вӑйсӑррӑн пулин те, ҫаврӑна-ҫаврӑна тӑчӗ те вӗттӗн силленет, унтан сеткӑна ӳкрӗ.

Детрей ударил так сильно, что шары стукнувшись два раза, разошлись, крутясь, как волчки, биток пополз прочь, а семерка, вращаясь по направлению к лузе, остановилась на самом ее краю, и оттого, что шар, хотя слабее, но все еще крутился, он покачнулся и упал в сетку.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӑйлӑ ҫил шӑхӑрса, ҫӗрте выртакан типӗ ҫулҫӑсене купи-купипе тустарса вӗҫтере пуҫларӗ, ман пит ҫине темиҫе шултӑра ҫумӑр тумламӗсем пырса ҫапӑнчӗҫ.

Налетавшие порывы ветра со свистом поднимали с земли целые груды засохших листьев, несколько крупных капель брызнуло мне в лицо.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Унтан вара таврара мӗн пурри пӗтӗмпех чалӑшса кайрӗ, тенкел ҫинче ларакан шыв витрисем, урайне чӑнкӑртатса ӳкрӗҫ, стена ҫумне пырса ҫапӑнчӗҫ.

Потом все накренилось, загремели ведра с водой, повалились со скамейки и ударились в стену.

II сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Амӑшӗ чӳречесене хупма чупса пычӗ, анчах ҫил чӳрече хупписене каялла турта-турта илчӗ, пуҫӗнчи тутӑр кӗтессисем пичӗ ҫине хыттӑн пыра-пыра ҫапӑнчӗҫ.

Мать бросилась закрывать окна, но ветер вырывал рамы из рук, хлестал по лицу уголками косынки, покрывавшей ее голову.

II сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Темиҫе пуля хӳме стени ҫине пырса ҫапӑнчӗҫ.

Несколько пуль ударилось в бревна частокола.

XXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Малтисем иккӗшӗ пирӗн ҫине пырса тӗкӗнчӗҫ… пирӗн борта пырса ҫапӑнчӗҫ, вара эпир — чӑл-пар! сирпӗнсе кайрӑмӑр…

Две передние навалило на нас… как они вдарили в борт нашей, мы и вдребезги…

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Малтанхи шартлама сивӗсем сасартӑках ҫитсе ҫапӑнчӗҫ.

Морозы начались сразу сильные.

Ҫурҫӗрелле // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Пӗри пусмапа хӑпарса кайрӗ те хӑранипе каялла тапса сикрӗ, аялтан ҫав вӑхӑтра харӑсах иккӗн хӑпараҫҫӗ: пӗр-пӗринпе пырса ҫапӑнчӗҫ те виҫҫӗшӗ те, пусми-мӗнӗпех, ҫӗре кӗрслетрӗҫ.

Один полез на лестницу да испугался — и назад, а снизу двое сразу вверх лезут: столкнулись и грохнули наземь все втроем вместе с лестницей.

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Унӑн сӑмахӗсене никам та итлемерӗ ӗнтӗ, ҫынсен хӑлхисене темле уйӑрса илмелле мар сасӑсем ҫеҫ пырса ҫапӑнчӗҫ.

Его слова уже не доходили до сознания слушателей: в ушах отдавались лишь какие-то глухие, неясные звуки.

Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.

Шыв пачах сӑрхӑнми пулчӗ темелле, анчах Ильсеяр карт сиксе ӳкнипе тайӑлса кайнӑ кимме умлӑн-хыҫлӑн икӗ хум пырса ҫапӑнчӗҫ те, кимме ҫурри таран шыв тулчӗ.

Вода почти перестала просачиваться, но лодку, накренившуюся от порывистого движения Ильсеяр, одна за другой захлестнули две волны и до половины наполнили водой.

XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Хумсем кимме енчен енне тайӑлтарчӗҫ: е мал енчен, е аяккинчен пыра-пыра ҫапӑнчӗҫ.

Волны кренили лодку из стороны в сторону, ударяли с носа, с бортов.

XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Акӑ парашютсем курӑка ҫитсе ҫапӑнчӗҫ.

Мой парашют ударяются о траву.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Декабрьте типҫӗр ҫинчи вӑрӑма пыракан шартлама сивӗсемпе ҫилсем ҫитсе ҫапӑнчӗҫ.

В декабре пришли стойкие континентальные морозы и ветры.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ун ҫинелле тахҫанах ҫынсем пӑрахса тухнӑ пушӑ ҫурт шӑрши, сивӗпе нӳрӗ сывлӑш пырса ҫапӑнчӗҫ.

На нее пахнуло холодом и сыростью пустого, заброшенного здания.

8 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней