Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лешӗ хӑйне темле ҫапсассӑн та вырӑнӗнчен хускалмарӗ, урайне ӳкес мар тесе кӑна тӑрӑшрӗ.
Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— «Дина, эпӗ сана юрататӑп. Тахҫантанпах, тахҫантанпах: Савниҫӗм. Кӗҫӗр, бал-маскарадра, «Телей тени саркайӑк евӗр ҫапсассӑн мӑшӑр ҫунатне…» сӑвва та эпӗ сана халалласа ҫырнӑ.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
«Телей тени саркайӑк евӗр ҫапсассӑн мӑшӑр ҫунатне…»
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
23. Эпӗ питленине ӗненӗр: акӑ сирӗн ҫине хамӑн сывлӑшӑма ярӑп, сире хамӑн сӑмахӑма пӗлтерӗп. 24. Эпӗ чӗнтӗм — эсир итлемерӗр; аллӑма тӑсрӑм — тимлекенӗ пулмарӗ; 25. эсир манӑн пур канашӑма та хирӗҫлерӗр, эпӗ питленине йышӑнмарӑр. 26. Халӗ эпӗ эсир пӗтнинчен кулӑп; сире сехре хӑппи ҫитсессӗн савӑнӑп; 27. сире инкек-синкек ҫил-тӑвӑл пек килсе ҫапсассӑн, сирӗн тӗле инкек-синкек ҫавраҫил пек килсе тухсассӑн, сире хурлӑхпа йывӑрлӑх ҫитсессӗн савӑнӑп эпӗ. 28. Ун чухне чӗнӗҫ те мана — эпӗ илтмӗп; мана иртенпех шырама пуҫлӗҫ — тупаймӗҫ. 29. Пӗлӗве курайми пулнӑшӑн, хӑйсем валли Турӑран хӑрассине суйласа илменшӗн, 30. манӑн канаша йышӑнман-шӑн, эпӗ питленине тиркенӗшӗн 31. вӗсем хӑйсен ӗҫӗсен ҫимӗҫӗсене тутанӗҫ, шухӑшланӑ ӗмӗчӗсемпе тӑранӗҫ: 32. вӗсене айвансен чурӑслӑхӗ вӗлерӗ, ухмахсен ҫӑмӑлттайлӑхӗ пӗтерӗ; 33. мана итлекен вара усалтан хӑрамасӑр, шанчӑклӑ та лӑпкӑ пурӑнӗ».
Ытар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫынсем ҫапӑҫнӑ чухне йывӑрланнӑ хӗрарӑма ҫапсассӑн, вӑл хырӑм пӑрахсассӑн, анчах урӑх сиен пулмасассӑн, ҫав арӑм упӑшки айӑплӑ ҫынран мӗнле тӳлев шырамалла тӑвать, ҫавӑн чухлӗ тӳлемелле, ӑна ытти ҫынсем умӗнче памалла; 23. эхер те сиен пулас пулсассӑн, чуншӑн чун пар, 24. куҫшӑн — куҫ, шӑлшӑн — шӑл, алӑшӑн — алӑ, урашӑн ура пар, 25. ҫунтарнӑшӑн ҫунтар, сураншӑн суранлат, ыраттарнӑшӑн ыраттар.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1