Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫапкаланчӑкӑн (тĕпĕ: ҫапкаланчӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хейль манӑн ал ҫырусене тӳрлететчӗ, анчах ку тӗлӗнтерекен япала мар, — эпӗ ҫырма вӑрманта вӗреннӗ, йӗнер манӑн сӗтелччӗ, уроксем вара — Хименс ҫапкаланчӑкӑн шӑлсӑр мӑкӑртатӑвӗ, — вӑл хӑйне кӑмӑллӑ-рехетлӗ туйнӑ чухне.

Хейль исправлял мою рукопись, но это неудивительно, — я учился писать в лесу, столом мне служило седло, а уроками — беззубая воркотня бродяги Хименса, когда он бывал в хорошем расположении духа.

III. Ассунта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Унтан йӗпе пичӗ ҫинче сарса тытнӑ пӳрнисем витӗр унӑн пӗр куҫӗ, телейсӗр те куҫҫульлӗскер, пуҫне уснӑ ҫапкаланчӑкӑн кӳлепине тӗсерӗ.

Затем сквозь раздвинутые на мокром лице пальцы один ее глаз, несчастный и влажный, взглянул на понурую фигуру бродяги.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 356–361 с.

Ҫапкаланчӑкӑн юхан шыв тепӗр енне каҫмалла.

Бродяге нужно было попасть на ту сторону ручья.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.

Пристав: «Эсӗ-и?» — тесе ыйтсан Нӑйӑлти мӗскӗн ҫапкаланчӑкӑн тата паттӑрӑн пӗлтерӗшне, пӗтӗмӗшле мӑнаҫлӑхпа пӗтӗмӗшле хӑпартланӑва чӗрин тарасипе виҫсе тишкерчӗ те — унтан шӑппӑн, анчах уҫӑмлӑн каласа хучӗ: — Эпӗ.

На вопрос пристава: — Ты? — Пискун, взвесив на весах сердца положение парии и героя, всеобщее снисхождение и всеобщий восторг — тихо, но внятно произнес: — Я.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 298–303 с.

Анчах сӑмсипе шӑхӑрни ытла та килӗшӳллӗ ҫак ҫапкаланчӑкӑн — ҫавӑнпа ӑна йӑлтах каларӑм.

Но сей бродяга так подкупающе свистел носом, что я сказал все.

Уы-Фью-Эой ҫул ҫӳревҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 377–380 с.

Темиҫе кунтан вӑл мана Гринвудӑн «Пӗчӗк ҫапкаланчӑкӑн чӑн-чӑн историне» пачӗ; кӗнекин ячӗ мана пӑртак тӗртсе илнӗ пек пулчӗ, анчах пирвайхи странициех чуна хӗпӗртеттерсе ячӗ, ҫав хӗпӗртенипех вара эпӗ пӗтӗм кӗнекене вӗҫне ҫитиех вуласа тухрӑм, хӑшпӗр страницисене икшер, виҫшер хут вуларӑм.

Через несколько дней она дала мне Гринвуда «Подлинную историю маленького оборвыша»; заголовок книги несколько уколол меня, но первая же страница вызвала в душе улыбку восторга, — так с этою улыбкою я и читал всю книгу до конца, перечитывая иные страницы по два, по три раза.

IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Кун пек ҫапни ӑна хӑй ҫак кунсенче тӳссе ирттернӗ пӗтӗм асапа, нушана, хурлӑха сасартӑк аса илтерсе янӑ, унӑн чунӗнче ҫапкаланчӑкӑн — вӑл халӗ ӗнтӗ тертлентерсе ҫитернӗ тискер кайӑк евӗрех пулнӑ — мӗнпур хаярлӑхӗпе курайманлӑхӗ ҫӗкленнӗ.

В этом ударе для него вдруг сосредоточилось все то, что он пережил, перечувствовал, перестрадал за это время, вся ненависть и гнев бродяги, которого, наконец, затравили, как дикого зверя.

XXIII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Ҫавӑн пекех ӑна пӗр ҫапкаланчӑкӑн виллине пристань патӗнче, шыв ӑшӗнче, тупни ҫинчен те каласа кӑтартрӗҫ: хӑвалакансенчен тарса хӑтӑлма хӑтланса, вӑл шыва анса кайнӑ пулмалла.

А также о том, что тело «оборванца» в конце концов выловили из реки около перевоза; должно быть, он утонул, спасаясь бегством.

32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней