Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем хисепсене кӑмӑллаҫҫӗ, ҫаксенче киленӗҫ тупаҫҫӗ.
XVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Вена урамӗсенчи Горевӑна тӗлӗнтерекен япаласем — пысӑк халӑх ушкӑнӗсем чӑпта михӗсемпе, урапасемпе тата велосипедсемпе пур еннелле те куҫса ҫӳрени, ҫывӑх ҫыннисене шырани, площадьсемпе парксенче ӗҫлӗ кунсенче те тӗркӗшсе ҫӳрени, ыранхи кун пирки каланӑ хыпарсене ҫивӗччӗн итлени, урамсенче ҫиҫӗм пек хӑвӑрт пулса иртекен митингсем пухӑнни, — ҫаксенче пуринче те халӑх пӑлханни палӑрса тӑрать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Сӑмахсем туха-туха калаҫҫӗ, ӑсатса яракансене шӗвек пылчӑк лапкисемпе пере-пере хастаррӑн джигитовать тӑваҫҫӗ, — ҫаксенче пуринче те темле ҫӑмӑллӑх та савӑнӑҫ палӑрать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Йывӑҫсен ҫинҫе вуллисем авӑнаҫҫӗ, ҫулҫӑсем хыттӑн шавлаҫҫӗ, анчах ҫаксенче пуринче те ҫамрӑклӑхпа вӑй-хӑват ҫав тери уҫҫӑн палӑрнӑ пирки, Павлин ӑна ирӗксӗрех киленсе пӑхма тытӑнчӗ.
6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вӑл хӑйне хӑй тыткалани, унӑн типтерлӗ гимнастерки, хытӑ туртса ҫыхнӑ сарлака чӗн пиҫиххийӗ, симӗс шӑлаварӗ, тап-тасах тасатнӑ йӑлтӑртатакан атти, салтаксенни евӗрлӗ кӗске каснӑ ҫырӑ ҫӳҫӗ тата пӑчӑртаса тытнӑ тути хӗрринчи ҫавӑн пекех кӗске каснӑ мӑйӑхӗ, юлашкинчен тата ҫирӗп сасси — ҫаксенче пуринче те командӑсем пама хӑнӑхнӑ ҫыннӑн ҫирӗплӗхӗ палӑрать.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ун умӗнче ҫынсем ҫӗлӗкӗсене хыврӗҫ, ӑна пуҫ тайрӗҫ, — вӑл хӑйне пуҫ тайнине хирӗҫ ним шарламасӑрах утса пычӗ, вӑл килсен, халӑх шӑпланчӗ, иккӗленсе, именерех кулни тата пӑт-пат кӑна хуллен кӑшкӑркаланисем илтӗнчӗҫ, — ҫаксенче пуринче те хӑйсем ытлашши алхаснине йышӑнакан ачасем ӳкӗнни палӑрчӗ.
XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Тӗслӗхрен, пире пурне те, ҫак ҫӗрлехи лагере пӗтӗмпех, пирӗн пӗтӗм ӗҫе — пирӗн Усть-Невинскри ГЭС-а, эпир вӑрман лартнине, пирӗн тырпулсене, пирӗн малта пыракан ҫынсене илӗр-ха — вара танлаштарса пӑхӑр: ҫаксенче пуринче те, калӑпӑр, пирен аттесен пурнӑҫӗ евӗрли мӗн пур-ха? —
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
- 1