Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫакланакан (тĕпĕ: ҫаклан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗтмен ҫӗртен килсе ҫакланакан сайра чирсенчен пӗрне пула лекнӗ иккен эпӗ Лиса, — ҫапла каласа пачӗҫ мана.

Мне рассказали, что я очутился в Лиссе благодаря одному из тех резких заболеваний, какие наступают внезапно.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Акӑ татӑклӑ кун ҫитсе тӑрать: хӗрарӑм умӗнче суйлав — манӑн тусӑмпа алла-аллӑн утмалла-и — унӑн пурнӑҫӗ вара пӳлӗмӗн тӑватӑ стени хушшинче кӑна; ҫурхи ейӳ евӗр пурӑнмалла-и — хитрен те кал-кал, лӑпкӑн, кӗтмен ҫӗртен килсе ҫакланакан мӗн пур кӑмӑлне тивӗҫтерсе.

Пришли дни, когда перед ней поставлен был выбор — идти рука об руку с моим другом, все имущество которого заключалось в четырех стенах его небольшой комнаты, или жить, подобно реке в весеннем разливе, красиво и плавно, удовлетворяя самые неожиданные желания.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Вӑл манн ҫине хавассӑн, хӑй тӗллӗнех килсе ҫакланакан ҫимӗҫ ҫине пӑхнӑ пек пӑхса илчӗ.

Он поглядел на меня весело, как на легкую добычу.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Апла пулин те хӑваласа пыракансен иксӗлми хӑвачӗпе ҫивӗч туйӑм-сисӗме ҫак пӗрмай килсе ҫакланакан нушасене ҫӗнтерсе илеҫҫӗ, ҫапла миль хыҫҫӑн миль туса пырать кӗтӳ, унӑн хыҫӗнче айлӑмсем, вӑрмансем, сӑрт-туллӑ вырӑнсем курӑнми пулса юлаҫҫӗ.

Однако энергия и бдительность погонщиков преодолевали все эти бесконечно повторяющиеся затруднения, и стадо шло вперёд миля за милей, оставляя позади долины, леса и горы.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней