Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Пире пурне те такан ҫине ҫакасси ҫинчен пӗлтерме, — терӗ Кузьма Васильч арӑмне.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Халӗ вигвама кӗмелли вырӑна, алӑк вырӑнне, занавеска ҫакасси тата тиртен тунӑ утиялпа ҫемҫе тирсенчен виҫӗ вырӑн тӑвасси кӑна юлнӑ.
Синопа тата унӑн юлташӗсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Аслӑ турӑ! ҫак вилӗм кӳрен хӑрушӑ вырӑнта хӑйсене мӗн пуласса пӗлменнисем, мӗншӗн ӳкӗннине уҫҫӑнах чухламасӑр ӳкӗнекеннисемпе хӗн-асап кураканнисем чунтан татӑлса, хӗрӳллӗн, пуриншӗн те ӑнланмалла кӗлтунине пӗр эсӗ ҫеҫ илтсе пӗлсе тӑратӑн, виличчен пӗр секунд маларах кӑна ирхи апат ҫинчен, мӑйне Георги ҫакасси ҫинчен шухӑшлакан, анчах та ҫав хушӑрах эсӗ ҫывӑхрах иккенне хӑраса туйса тӑракан генералран пуҫласа халран кайнӑ салтак таранах, Николаевски батарея урайӗнче, ҫара ҫӗрте, выртнӑ хушӑра санран тивӗҫсӗр чӑтса ирттернӗ мӗнпур хӗн-асапсемшӗн хӑвӑртрах, лере ҫитсенех хӑйне тивӗҫ пек туйӑнакан наградӑна пама ыйтакан выҫӑ та пыйтлӑ салтак таранах кӗлтӑваҫҫӗ сана!
14 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Урам хушшинче канма саксем, нушапа кӗрсе тухма туалетсем, автобус кӗтекенсем валли чарӑну павильонӗсем туса парасси, урам хушшинчи юпасем ҫине хунарсем ҫакасси вак ыйтусем кӑна шутланаҫҫӗ пулӗ, апла пулин те ҫак вак ыйтусем пурте ҫынсен пурнӑҫ хӑтлӑлӑхӗпе ҫыхӑннӑскерсем вӗт-ха.
«Муркаш тӑрӑх сак шыраса...» // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2020.02.17
Кӗпи ытла та лайӑх пулнӑ, анчах ун ҫинче «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль те, орден хӑювӗсем те пулман, Сергей вӗсене те ҫакма маннӑ, те ҫакасси килмен…
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тӳпери Аслӑ Турра ӗненнӗ, ҫут ҫанталӑка Турӑ тӗкӗрӗ тесе йышӑннӑ халӑхсен культуринче йывӑҫран хӑю ҫакасси анлӑ сарӑлнӑ.
Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№
Страницы:
- 1