Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫавӑрнӑччӗ (тĕпĕ: ҫавӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Майор ун чухне пӗтӗмпех ӗҫе пуҫхӗрлӗ ҫавӑрнӑччӗ: вӑхӑта тӑсмасӑр «броньлӗ» тимӗрҫе командӑна ҫырса хучӗ те тепӗр куннех фронта ӑсатрӗ.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑна пӳлӗм пек хӑма ҫапса ҫавӑрнӑччӗ.

Помоги переводом

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тутарсем ӑна йӑлт хӑйсем майлӑ ҫавӑрнӑччӗ.

Помоги переводом

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тачка пӑтасене вӑл юнашар хурса граната тавра пралукпа ҫыхса ҫавӑрнӑччӗ те, кашни пӑтине темиҫе ҫӗртен картласа тухнӑччӗ.

Вокруг гранаты он плотно один к одному, проволокой прикрепил толстые гвозди, каждый из которых был надрезан в нескольких местах.

Ӑсату // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Пирӗн пӳрт вителӗкӗ айне чӗкеҫ йӑва ҫавӑрнӑччӗ.

Под крышей ласточки свили гнездо.

Ҫерҫипе чӗкеҫсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Унтан та маларах-ха унӑн чунне тепӗр турӑ вырнаҫма йӑва ҫавӑрнӑччӗ, вӑл Рада пулса тӑчӗ.

Но еще раньше в душе его поселилось другое божество — Рада.

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

20. Вӑл Турӑ Ҫуртне пур енчен те, тӑватӑ енчен те, виҫсе тухрӗ; таса вырӑна таса марринчен уйӑрса тӑмашкӑн Турӑ Ҫурчӗ тавра пилӗкҫӗр шалча тӑршшӗ, пилӗкҫӗр шалча сарлакӑшлӑ хӳме тытса ҫавӑрнӑччӗ.

20. Со всех четырех сторон он измерил его; кругом него была стена длиною в пятьсот тростей и в пятьсот тростей шириною, чтобы отделить святое место от несвятого.

Иез 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней