Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫавипе (тĕпĕ: ҫава) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ вӑл, майланса тӑрса, ҫавипе ҫулма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Марине, тӑпачӑпа авӑн ҫапнӑ чухнехи пек, хутран-ситрен вӑй хушмалла «э-эх!» тесе кӑшкӑрса илет, унтан ҫавипе ҫеҫ мар, пӗтӗм кӳлепипе малалла туртӑнать.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Василиса ҫивчӗ ҫавипе сулкаланӑ, анчах вӑл та пулӑшман.

Василиса грозно размахивала острой косой, но уговоры не действовали.

Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.

Меслетне хӑйне никам та тиркекен пулмарӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫӗнӗ мар: хресчен ӗлӗк ыраша е тулла хӑйӗн ҫавипе сахал йӑвантарнӑ-и?

Сам метод ни у кого не вызывал возражений, да и не мог вызвать, потому как, в сущности, не был нов: разве крестьянин в прежние годы не валил рожь или пшеницу на эти самые валки своим крюком?

Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Комсомолка мӗнпур вӑйран ҫулса пынӑ чухнех кӗтмен ҫӗртен чарӑннипе Василиса Прокофьевна кӑштах унӑн ури тупанне ҫавипе кастарса илмерӗ.

Комсомолка остановилась так неожиданно, что Василиса Прокофьевна чуть не зацепила ее пяток косой.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Григорий Аксинья ҫине пӑхса илчӗ, унтан, каллех ашшӗн утӑмӗпе шайлашӑнса, ҫавипе ҫулма пуҫларӗ.

Григорий оглядывался на Аксинью и, снова приноравливаясь к отцову шагу, махал косой.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл хура сухалӗ ӑшӗнчен шучӗ ҫук шурӑ та таса, сурчӑкпа йӗпенсе тӑракан шӑлӗсене кӑтартса йӑлтӑрарӗ те, пӗркеленчӗк мӑйне сылтӑмалла пӑрса, ҫавипе сулса ячӗ.

Он улыбнулся, разом обнажив в вороной бороде несчетное число белых, частых зубов, и занес косу, поворачивая морщинистую шею вправо.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сасартӑк вӑл ҫавипе курӑк ӑшне пытаннӑ сӑпса йӑвине касса татрӗ.

Неожиданно он разрезал косой скрытое в траве осиное гнездо.

20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней