Поиск
Шырав ĕçĕ:
8. Пире пур енчен те хӗстереҫҫӗ — ҫавах тытӑнса тӑратпӑр; шанчӑк пӗтнӗ пекех — ҫавах шанатпӑр; 9. пире хӗсӗрлеҫҫӗ — ҫавах эпир пӗччен мар; пире ураран ӳкернӗ — эпир ҫавах пӗтместпӗр; 10. Иисус пурӑнӑҫӗ пирӗн ӳтӗмӗрте палӑртӑр тесе, эпир Унӑн вилӗмне яланах хамӑр ӳтӗмӗрте илсе ҫӳретпӗр.
2 Кор 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпир кирек хӑҫан та Туррӑн ӗҫлекенӗсем пек пурӑнатпӑр: эпир пурне те тӳсетпӗр — хӗн-хура та, асапа та, ҫитменлӗхе те, 5. хӗненине те, тӗрмене хупнине те, халӑх пӑлханса хӑваласа янине те тӳсетпӗр; эпир йывӑр ӗҫлесе пурӑнатпӑр, ҫӗр ҫывӑрмастпӑр, типӗ тытатпӑр, 6. хамӑра таса усратпӑр, ӑспа ҫӳретпӗр, эпир пуриншӗн те ырӑ кӑмӑллӑ, пурне те ырӑ тӑватпӑр, Таса Сывлӑш тивлечӗпе тӑратпӑр, юратнӑ пек туса мар, чӑннипе юрататпӑр, 7. чӑн сӑмаха анчах калатпӑр, Турӑ хӑвачӗ пулӑшнипе ӗҫлетпӗр, сылтӑм аллӑмӑрпа та, сулахай аллӑмӑрпа та тӳрӗлӗх кӑралне тытса тӑратпӑр; 8. эпир чыспа мӑшкӑла та, хамӑра хӑртнине те, мухтанине те тӳсме хатӗр: пире ултавҫӑ вырӑнне хураҫҫӗ, анчах та эпир — шанчӑклӑ ҫынсем; 9. эпир паллӑ ҫынсем мар, ҫавах пире пӗлеҫҫӗ; пире ӗнтӗ вилнӗ тесе шутлаҫҫӗ, акӑ эпир — чӗрӗ; пире асаплантараҫҫӗ, ҫавах эпир вилместпӗр; 10. пире кӳрентереҫҫӗ, эпир ялан савӑнса тӑратпӑр; эпир — чухӑн ҫынсем, ҫавах нумайӑшне пуйтаратпӑр; пирӗн нимӗн те ҫук — хамӑрӑн пурте пур.
2 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Эх, пӗр 50 ҫул каяллахи чӑваш ялне таврӑнасчӗ. Мӗнле илемлӗччӗ вӑл! Сип-симӗс урамсем, эрешленӗ чӳречесем, капӑрлатнӑ картасем, ешӗл йӑмрасем, ача-пӑчан чӗвӗл-чӗвӗл сасси, чӑваш тумӗпе юрласа утакан сӑпайлӑ хӗрсемпе каччӑсем. Ӑҫта халӗ ҫак килем? — тет ман кукамай иртнине аса илсе. — Ҫӗрӗ те ҫавах, ялӗ те ҫавах, анчах пурнӑҫӗ йӑлт урӑхла пулса кайрӗ».
Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
9. Мӗн пулнӑ, ҫавах пулать; мӗн пулса пынӑ, ҫавах пулса пырать, ҫут тӗнчере нимӗн ҫӗнни те ҫук.9. Что было, то и будет; и что делалось, то и будет делаться, и нет ничего нового под солнцем.
Еккл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ытти мужиксем те ҫавах кулса тӑраҫҫӗ.
Унтер Пришибеев // Иван Юркин. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 81–88 стр.
Санӑн хӑвӑн ҫӗр — мӗнпурӗ те пӗр ывӑҫ ҫеҫ пулин те — ҫавах хӑвӑн!
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Санӑн хӑвӑн ҫурт — пӗр пуслӑх ҫеҫ пулсан та — ҫавах хӑвӑн!
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Хӑвна валли ҫурт туса лӑртӑттӑн, — ну, ҫурт тума ку укҫа, ҫавах та, сахалтарах ҫав…Дом бы себе сгрохал — ну, для дома денег, положим, маловато…
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ҫав тери хытӑ ахлатса ячӗ: тем пекех хӗрхенсе кайрӑм ӑна, ҫавах та патне пымарӑм…Так охнул, что у меня сердце кровью облилось от жалости, но все ж не подошел к нему.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Хӗрӗ тем тӗрлӗ хитрескер пулсан та, чунӗ унӑн пӗчӗк те ӑшӑх йышшискер, унӑн мӑйӗнчен пӗр пӑт ылтӑн ҫакса яр хӑть, вӑл ҫавах та унтан ытла лайӑхланас ҫук!
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Ҫавах та кулленхи пурнӑҫра ҫакӑ пӗрре те кансӗрлемест теҫҫӗ — ахӑртнех сӑмах мӗн пирки пынине контекста кура ӑнланма пулать.
Тӗнчери чӗлхесен кӑсӑк енӗсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23415.html
Ҫавах та тӗнчере кӑсӑк чӗлхесем питӗ нумай.
Тӗнчери чӗлхесен кӑсӑк енӗсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23415.html
Ӗҫ ҫакӑнпа пӗтет: Штольцӑн мӗн пӗлмелле, вуламалла, Ольгӑна та ҫавах кирлӗ.Кончалось тем, что все, что нужно и хотелось знать, читать ему, то надобилось и ей.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эсӗ шухӑшласа кӑларма ухмах мар, анчах ӗҫ тума пултараймастӑн, Затертый та ҫавах.— Ты неглуп на выдумки, только в дело не годишься, и Затертый тоже.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эпӗ хам кайсан та, — терӗ Обломов, — ҫавах нимӗн те тухас ҫук: эпӗ вӗҫне-хӗрне тупаяс ҫук; мужиксем улталӗҫ мана; староста мӗн калас тенине калӗ — манӑн пурне те ӗненес пулать; хӑй мӗн чухлӗ парас тейӗ, ҫавӑн чухлӗ укҫа парӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Каймасассӑн — эпӗ айӑплӑ, эсӗ те ҫавах ҫакна асту, Илья.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Манӑн аннем ҫук: эпӗ санпа мӗншӗн курса калаҫнине вӑл кӑна ыйтма пултарӗччӗ, пӗр ун умӗнче ҫеҫ: эпӗ нимӗнле усал ӗҫ те тумастӑп, тесе макӑрса калама пултарӑттӑм, эсӗ те ҫавах.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кашни кунах, кашни сехетрех ҫӗнӗ сасӑсемпе ҫутӑсем илсе килнӗ, анчах ҫав ҫутах ҫуннӑ, кӗвви те ҫавах янӑранӑ.Каждый день и час приносил новые звуки и лучи, но свет горел один, мотив звучал все тот же.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Куҫсенче, сӑмахсенче мӗн пур, чӗрере те ҫавах!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ну, Андрей тӑванӑм, эсӗ те ҫавах!
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956