Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗнтерес (тĕпĕ: ҫӗнтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа пире нимле тӑшман ҫӗнтерес ҫук.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чарӑнӑр! — ҫухӑрать Ылтӑн Петрукӗ, машина уланине ҫӗнтерес пек.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫийӗнчи пиншакне хывса тӑрантас ҫине ывӑтрӗ, ҫаннисене тавӑрчӗ те, аслатие ҫӗнтерес пек, пӗр кӗтмен ҫӗртен таҫта илтӗнмелле хӑватлӑ сасӑпа юрласа ячӗ:

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Банкет — чаплӑ апатлану, ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттермелли зал пулать ку, — калаҫӑва малалла тӑсрӗ асли шӑв-шава ҫӗнтерес тесе сасӑ пусӑмне хӑпартса.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫӗнтерес, малашнехи вӑрҫӑсене чарас тесен пирӗн, тӑлӑх арӑмсен, кӗрешмелле, ҫав тӗллевпе пӗрлешмелле пирӗн.

Помоги переводом

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫурҫӗр полюсӗ патӗнче наука ӗҫӗсене тӑвакан станцие тунӑранпа пӗр уйӑх та иртмен, совет тӗпчевҫисем поляр ҫутҫанталӑкне ҫӗнтерес тӗлӗшпе тунӑ ҫӗнӗ ҫӗнтерӳ ҫинчен пӗтӗм тӗнчем пӗлнӗ.

Не прошло и двух месяцев со дня устройства научной станции у Северного полюса, как весь мир узнал о новой победе советских исследователей над полярной природой.

Мускав — Ҫурҫӗр полюсӗ — Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ӑна нихҫан та ҫӗнтерес ҫук.

Помоги переводом

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫак кун ял ҫыннисемпе митинга хутшӑнакансем Александр Кузьмина, фашизма ҫӗнтерес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ салтак пек лайӑх юлташ вырӑнне хурса, кӑмӑллӑн кулакан, аслисене хисеплекен, ырӑ кӑмӑллӑ та ырӑ ҫынна аса илнӗ.

В этот день односельчане и участники митинга вспоминали Александра Кузьмина, как хорошего товарища, безотказного и добродушного человека с обаятельной улыбкой и уважительным отношением к старшим, как воина, внесшего огромный вклад в дело победы на фашизмом.

Никама та манман, нимӗн те манӑҫман // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... an-3415095

Мумина 16 ҫултанпа лашапа чӑрмавсене ҫӗнтерес енӗпе конкурс – олимп спорчӗн конкурсӗпе аппаланать.

Мумина с 16 лет занимается конкурсом – олимпийским конным видом спорта по преодолению препятствий.

Узбекистанри ухӑҫӑ пушкӑрт ӑратӗнчи лашасен ырӑ кӑмӑлне палӑртнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... tn-3387192

Ыратнине ҫӗнтерес тесе, вӑл куҫ сиксе тухас пек, тӑнлавсенчен юн тапса тухас пек шӑлне ҫыртса лартать.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тыл ӗҫченӗсемпе, вӑрҫӑ ачисемпе тӗлпулусем питӗ кӑсӑклӑ иртеҫҫӗ, хисеплӗ ветерансем тӑшмана ҫӗнтерес тӗлӗшпе пӗр куҫ хупми ӗҫлени ҫинчен каласа параҫҫӗ.

Помоги переводом

Ватӑсен кил-ҫурчӗсене тирпейлеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61065

Ӑмӑртура ҫӗнтерес тесен смартфонпа, шырав системипе туслӑ пулнине те, финанс пӗлӗвне те кӑтартмалла.

Помоги переводом

Кинемейсемпе асаттесем те «онлайнра» пулма юратаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60727

Ултав тӑрӑ шыв ҫине тухсан вара хайхискер мӗнпур айӑпа ман ҫине йӑвантарчӗ, Наум Спиридоновича эп ҫӗнтерес ҫук терӗм те хама ӗҫрен хӑтарма ыйтрӑм.

Помоги переводом

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑл кӳсене тавлашса ҫӗнтерес ҫуккине, ҫавӑнпа ку ут унӑн маррине халӑха хӑйне кӑтартмалли меслет шухӑшласа тупрӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Кӗҫ, — тухас та кӗрешес Иккӗшне те ҫӗнтерес

Помоги переводом

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов хӑйӗн сӑмахӗнче Геннадий Павловӑн амӑшӗпе кукамӑшне, Вера Геннадьевнӑпа Галина Андреевнӑна, хӑюллӑ та патвар ывӑл, мӑнук ҫитӗнтернӗшӗн тав тунӑ, паянхи лару-тӑрура нацизма ҫӗнтерес тесен пӗрле кар тӑрса тӑрӑшмаллине палӑртнӑ, турнира хутшӑнакан кӗрешӳҫӗсене яланах малти ретре пулма суннӑ.

Помоги переводом

Паттӑра асра тытса – турнир // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%bf%d0%b ... %b8%d1%80/

Кӗрешӳре ҫиеле тухас, ҫӗнтерес тесен, меслечӗсемпе ӑслайсене пӗлмелле.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ашшӗ вӑтӑр тенкӗ укҫа кӑларса пачӗ те парӑнса килӗшме сӗнекен сасӑпа: — Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, ачам, тем пулсан та кӑмӑлна тӳлеккӗн тытма тӑрӑш. Ятлаҫса ҫӗнтерес те, хӑратас та ҫук ӑна. Хуна валли инкек шырани ҫеҫ. Аннӳ тем чул та каларӗ мана… Чунӗ сӗтлӗ кӳлӗре ҫӳретӗр… — Ҫтаппан сӑхсӑхса илчӗ. — Ан ҫыхлан ҫавӑнпала, пӑрӑн ун ҫулӗ ҫинчен терӗ. Эпӗ итлемерӗм. Мӗнпур инкекӗ те ҫавӑнтан сиксе тухрӗ. Эсӗ ӑслӑрах пул. Кӑмӑллӑн калаҫса татӑлма тӑрӑш. Ҫӗре ҫеҫ каялла ҫавӑрса илесчӗ. Каллех ӗлӗкхи пек пурӑнма пуҫлӑттӑмӑр, — терӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем Мамич-Бердее ытлашши юн тӑкмасӑр, сахал вӑйпа, чеелӗхпе ҫӗнтерес терӗҫ.

Помоги переводом

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай ӑна хирӗҫлесшӗнччӗ, чӗлхе вӗҫпе «Малтан ханлӑхне туса хумалла, вара тин ханне шырамалла» текен сӑмахсем те килнӗччӗ, Мамич-Бердее тавлашса ҫӗнтерес ҫук тесе шутларӗ.

Помоги переводом

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней