Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӗнекесем ҫук, хутсем ҫук, кӑранташсем ҫук, перосем ҫук, тата никам та ҫук, выходной кун.Книг нет, бумаг нет, карандашей нет, перьев нет, и никого нет в выходной день.
Вӗренӳ аван пырать, анчах… // К. Шупуҫсем. «Капкӑн», 1932, 1№, 10 с.
Шурӑмпуҫ килет шуралса — Селиме урӑх килес ҫук; вӗҫен кайӑк, кӗрхи кунта вӗҫсе кайса, ҫурхи кунпа вӗҫсе килӗ — Селиме урӑх килес ҫук; чӑпар куккук чӑтлӑхра авӑтса савӑнӗ — Селиме урӑх савӑнас ҫук; сарӑ шӑпчӑк сассине шӑратса юрлӗ — Селиме урӑх юрлас ҫук; ҫурхи шывсем шавлӗҫ ташласа — Селиме урӑх шавлас ҫук.
XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫак сӑмахсене каласан, вӑл лӑпкӑн утса кабинета кайрӗ, кӗсйинчен пысӑк татӑк ветчина тата пӗр татӑк хура ҫӑкӑр туртса кӑларчӗ те, — пӗрле илсен, вӗсем тӑватӑ кӗренкене яхӑн пулнӑ, — вырнаҫса ларчӗ, лайӑх чӑмлама тӑрӑшрӗ, пурне те ҫисе ячӗ, ҫур графин шыв ӗҫрӗ, унтан кӗнеке ҫӳлӗкӗ патне пычӗ те, вулама суйласа илес тесе, кӗнекесене пӑхма пуҫларӗ: «вуланӑ…» «хӑйӗн шухӑшӗ ҫук…» «хӑйӗн шухӑшӗ ҫук…» «хӑйӗн шухӑшӗ ҫук…» «хӑйӗн шухӑшӗ ҫук…» «хӑйӗн шухӑшӗ ҫук» тесе вӑл Маколей, Гизо, Тьер, Ранке, Гервинус кӗнекисем пирки каларӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла вара, пӗр сехет те, икӗ сехет те пӗр минут пекех вӗҫсе иртет, ҫук, минутсем те ҫук, ҫекундсем те ҫук, пачах та вӑхӑт ҫук, ҫывӑрса кайсан та вӑранатӑн: вӑранатӑн та — ҫывӑрса кайнӑранпа вӑхӑт нумай иртнине пӗлетӗн; мӗнле иртсе кайнӑ-ха ҫав вӑхӑт? — пӗр самант чухлӗ те ҫук вӑл; ҫывӑрнӑ хыҫҫӑнхи пекех; ывӑнни мар, пачах урӑхла, канса илнӗ пек туйӑнать, хӑвна хастар туятӑн, ӳт-пӳ те ҫӑп-ҫӑмӑл, каннипе пӗрех ҫав ӗнтӗ: эпӗ «сывлама питӗ ҫамӑл» терӗм, чи лайӑххи ҫакӑ пулать те ӗнтӗ.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
10. Ҫырура та каланӑ: «тӳрӗ ҫын ҫук, пӗр ҫын та ҫук; 11. пӗр тӑнлӑ ҫын та ҫук, никам та Турра шырамасть. 12. Пурте ҫултан аташнӑ, пурте юрӑхсӑра тухнӑ; ырӑ тӑвакан ҫук, пӗр ҫын та ҫук. 13. Вӗсенӗн карланки — уҫӑ тупӑк; чӗлхипе улталаҫҫӗ; чӗлхи айӗнче — аспид наркӑмӑшӗ; 14. ҫӑварӗнче — пӗр ылханасси те хӑртасси. 15. Вӗсенӗн урисем юн юхтарма васкаҫҫӗ; 16. вӗсен ҫулӗ ҫинче — ҫарату та вилӗм; 17. канӑҫлӑх мӗнне пӗлмеҫҫӗ вӗсем. 18. Вӗсем Турӑран хӑрамаҫҫӗ» тенӗ.
Рим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Ҫук пирӗн нимӗн те, ҫук, ҫук, ҫук!
Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Ҫук, ҫук, ҫук, ҫук!
II сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Унтанпа нимӗнле инкек те пулса иртмелле мар: вӑл, эсӗ кӑмӑлланӑ ҫын, ниҫта та ҫухалас ҫук, хуларан каяс ҫук вӑл, сана юратма пӑрахас ҫук, утти те, сасси те, куҫӗсем те унӑн улшӑнас ҫук.
Иккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Ҫапах та ҫук ку учительре Андрей Васильевичра пурри, ҫук унра хӗлхем, ҫук унра чун хӑвачӗ, ҫук унра ырӑ талпӑну туртӑмӗ…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ман куҫ умӗнче анне пӳлӗмӗн хупӑ алӑкӗ те ҫук, ун тӗлӗнчен эпӗ карт сикмесӗр иртме пултараймастӑм, хупса хунӑ рояль те ҫук, ун патне ҫывхарма мар, пӑхма та темле шикленсе кӑна пӑхатчӗҫ, траур тумтирӗсем те ҫук (эпир пурте ҫул ҫӳремелли тумсем тӑхӑннӑ), мана ҫав ӗмӗрлӗх пысӑк ҫухату ҫинчен аса илтерсе, анне ятне вараласран сыхланма хистекен тӗрлӗрен япаласем те ҫук.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ӗҫме ҫук, апат пӗҫерме ҫук, ваннӑ тума ҫук, чечексене шӑварма ҫук.— Пить нету, обед варить нету, ванну делать нету, цветы поливать нету.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Хӳме те ҫук, сарай та ҫук, сад та ҫук, шӑнкӑрч йӑвиллӗ ватӑ хурӑн та ҫук.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Унта вӑл тем те пӗр, питӗ тӗлӗнмелле япаласем курса ҫӳренӗ, каласа та пӗтерес ҫук: малтан ӑна питӗ ҫӳлӗ (вунӑ пӳрт ҫине-ҫине лартсан та ун ҫӳлӗш пулас ҫук пулӗ) ҫурта илсе кӗнӗ; пӗрремӗш пӳлӗмне кӗрет — майра патша ҫук-ха, иккӗмӗшне кӗрет — ҫук, виҫҫӗмӗшӗнче те ҫук, тӑваттӑмӗшӗнче те пулман, тет, вӑл, пиллӗкмӗшӗнче тин вара, пӑхать — майра патша хӑй ларать, пуҫӗнче — ылтӑн корона, вӗр-ҫӗнӗ кӑвак сӑхманпа, хӗрлӗ атӑпа, ылтӑн ҫӑмах ҫисе ларать.
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Ҫук, ҫук, ҫук, ҫук, — хӗрӳ, васкавлӑ, тархаслуллӑ пӑшӑлтатупа каласа хучӗ Шурочка.— Нет, нет, нет, нет, — говорила она горячим, поспешным, умоляющим шепотом.
XXII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пахчари пирӗн улмуҫҫийӗн Тӑрри те ҫук унӑн, ҫук туратти те; Пирӗн те хӗрӗн, княгинюшкӑн, Ашшӗ те ҫук унӑн, ҫук амӗш те.
Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
15. Хамӑн хаярлӑхӑма хӳме ҫине, ӑна сӗрекенсем ҫине ярса пусарӑп, вара сире калӑп: хӳме те ҫук, ӑна сӗрекенсем те ҫук, 16. Израиль пророкӗсем те ҫук, вӗсем Иерусалима пророк ятӗнчен малашне мӗн пуласси ҫинчен пӗлтерсе тӑратчӗҫ, канӑҫлӑх ҫук ҫӗртенех: «канӑҫлӑх куратпӑр» тетчӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӑна ылтӑнла туянма ҫук, кӗмӗл виҫипе те илме ҫук; 16. ӑна Офир ылтӑнӗпе те, хаклӑ йышши оникспа та, сапфирпа та хаклама ҫук; 17. унпа ылтӑн та, кристалл та танлашаяс ҫук, ӑна таса ылтӑн савӑтпа та улӑштарса илеймӗн.
Иов 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Ҫук, ҫук, ҫук! — хӑй ӑшӗнче хӑй ҫине кӑшкӑрса илчӗ вӑл.
22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
— Ҫук, ҫук, ҫук.
XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Анчах хӑш-чухне вӗсем пурӑнма ҫав тери йывӑр вырӑнсенче йӗркеленеҫҫӗ — чипер ҫын унта тем тесен те пурӑнас ҫук: ара, 5000 метр ҫӳллӗшре ни курӑк ӳсмест, ни шыв ҫук, хырӑма тӑрантармалӑх апат та ҫук.
Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html