Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫитӗнсех (тĕпĕ: ҫитӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тилли ҫитӗнсех пырать, каччӑ пулса ҫитет.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫитӗнсех ҫитрӗ Хӗрлӗ Тутӑр.

Помоги переводом

Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.

Часах вӗсене хирӗҫ укӑлча хапхине уҫма ҫитӗнсех ҫитмен пӗр ача ыткӑнчӗ.

Помоги переводом

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫитӗнсех ҫитнӗ.

— Совсем большой стали.

XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ку мӗнрен пулнине эпӗ часах ӑнкарса илтӗм, пуҫ хыта ыратнипе минӗресе халсӑрланнӑскер, диван ҫинче пайтах выртрӑм, ҫав хушӑра хам Бостонжоглон табак хучӗ ҫумӗнчи гербӗ, урайӗнче выртакан чӗлӗмпе табак кӗлӗ, пылак кукӑльсен юлашки татӑкӗсем ҫине тӑрлавсӑррӑн пӑхрӑм, ӗмӗт татӑлнӑн ҫапла шухӑшларӑм: «Эхер ыттисем пек табак туртма пултараймастӑп пулсан, эпӗ ҫитӗнсех ҫитеймен ахӑр; чӑпӑка вӑта пӳрнепе ятсӑр пурне хушшинче тытма, тӗтӗме ӑша ҫӑтма, унтан сарӑ мӑйӑх витӗр вӗрсе кӑларма мана пӳрмен пулас».

Я скоро понял, в чем дело, и с страшной головной болью, расслабленный, долго лежал на диване, с тупым вниманием вглядываясь в герб Бостонжогло, изображенный на четвертке, в валявшуюся на полу трубку, окурки и остатки кондитерских пирожков, и с разочарованием грустно думал: «Верно, я еще не совсем большой, если не могу курить, как другие, и что, видно, мне не судьба, как другим, держать чубук между средним и безымянным пальцем, затягиваться и пускать дым через русые усы».

XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унӑн пурнӑҫне пӗлсе пӗтерме те ҫитӗнсех ҫитеймен вунпилӗк ҫулсенчи ача чухнех вӑл таҫта кайса ҫухалнӑ, вара пилӗк ҫула яхӑн хӑй ҫинчен ашшӗ-амӑшне те, аппӑшне те нимӗн пӗлтермесӗр ҫухалса пурӑннӑ, унтан, кӗтмен-туман ҫӗртен, ӑна кӗпернерен этап йӗркипе илсе килсе янӑ, ун чухне вӑл ҫурри чирлӗ пулнӑ, тӗксӗм те типшӗм пичӗ ҫинче сылтӑм куҫӗ пулман унӑн, шӑлӗсене ҫапса катса пӗтернӗ, ҫурӑмӗ хыҫӗнче кутамкка, кутамккинче сӑран хуплашкаллӑ икӗ хулӑн кӗнеке пулнӑ, пӗри — «Япаласем шухӑшласа кӑларакансем ҫинчен», тепри тата — «Пӗтӗм тӗнчери кӗске Мӑшкӑллӑх е пӗчӗк Феатрон» ятлӑ.

Жизнь его была загадочна: подростком лет пятнадцати он вдруг исчез куда-то и лет пять пропадал, не давая о себе никаких вестей отцу, матери и сестре, потом вдруг был прислан из губернии этапным порядком, полубольной, без правого глаза на тёмном и сухом лице, с выбитыми зубами и с котомкой на спине, а в котомке две толстые, в кожаных переплетах, книги, одна — «Об изобретателех вещей», а другая — «Краткое Всемирное Позорище или малый Феатрон».

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Анчах алла «ҫитӗнсех ҫитеймен» айван полярниксем кӑна мар, — Арктикӑра пулса курнӑ «кашкӑрсем» те лекетчӗҫ.

Но попадались не только «зелёные» полярники, а и бывалые арктические «волки».

Полярта шӳт тунисем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Хӗрарӑмсемпе ҫитӗнсех ҫитмен ачасем ӑна йӗри-таврах ҫавӑрса илнӗ, пурте пӑлханма пуҫланӑ.

Бабы и подростки обступили его; началась суетня.

Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.

Ыттисене хӗрарӑмсемпе ҫитӗнсех ҫитмен ачасем пуртӑсемпе тата сенӗксемпе хӑмсарса ниҫта та тармалла мар пӗр ҫӗре хӑваласа пухнӑ.

Остальных пленников бабы и подростки, размахивая топорами и вилами, согнали в кучу, не давая им возможности выскочить из кольца.

Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.

Мӗнле кӑмӑллӑ-хавхалануллӑ унӑн шухӑшлӑ куҫӗ, мӗнле чуна хускатмалла таса унӑн уҫӑлнӑ, тем ыйтан тути, мӗнле пӗр тикӗс сывлать ҫитӗнсех ҫитеймен, ним те пӑлхатма ӗлкӗреймен кӑкӑрӗ, мӗнле таса та ачаш ҫамрӑк сӑн-пичӗ!

Как простодушно-вдохновенны задумчивые глаза, как трогательно-невинны раскрытые, вопрошающие губы, как ровно дышит еще не вполне расцветшая, еще ничем не взволнованная грудь, как чист и нежен облик юного лица!

«Мӗнле хитре, мӗнле чеченччӗ роза!..» // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 173–174 с.

Ҫитӗнсех, аталансах пычӗ вӑл.

Он росло и становилось.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней